Н. С. Блинова |
Урок тĕсĕ: вăйă-урок
Урок эпиграфĕ: Туслăхра -вăй
Урок тĕллевĕсем:
• Сасăсемпе сас паллисем, алфавит çинчен вĕреннине аса илсе çирĕплетесси.
• Ачасен шухăшлавĕпе пуплевне, тĕрĕс çырас хăнăхăвне аталантарассипе ĕçлесси.
• Тăван чĕлхен илемне курма, тăван чĕлхене юратма вĕрентесси.
Пурнăçра ырăпа усала уйăрма, ыррине юратма вĕрентесси.
Урока кирлĕ хатĕрсем:
1)«Уçă сасăсем», «Хупă сасăсем», «Çемçе уçă сасăсем», «Хытă уçă сасăсем», «Алфавит»-плакатсем.
2) проектор, компьютер, плакатсем
3)Ваттисен сăмахĕсене çырнă карточка
4)Кроссвордсем ÿкернĕ ÿкерчĕксем.
Урок йĕрки.
I. Класа урока йĕркелесси.
Ырă кун пултăр, ачасем!
II. Урок темипе, эпиграфĕпе тата тĕллевĕсемпе паллаштарасси.