![]() |
Иванова Н. П. |
(Е.Осипова ҫырнă «Пахчари хÿшĕ» калав тăрăх)
Урок эпиграфĕ: «Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр»
Урок тĕсĕ: килти вулава пӗтӗмлетмелли урок
Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем (Личностные результаты)
а) Ĕç пурнăç никĕсĕ пулнине ăнланни; вĕренÿпе интересленме хавхалантарни;
ă) вĕренÿре харпăр хăй тивĕçне туйма, хăйĕн пултарулăхне шанма хăнăхни;
б) ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарни;
в) ӗҫлекен ҫын хисеплĕ пулнине курни;
Тĕллевпе тупсăм: ача хăй вăй-пултарулăхне шаннă май ĕç суйласа илме ăнтăлни;
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем (Метапредметные результаты)
Йĕркелÿ: а) кирлĕ информацие вĕренÿ кĕнекинче шыраса тупма пултарни; харпăр хăй тĕллĕн ĕçлес туртăма аталантарни; илтнине ас туса юлма пултарни;
ă) вулавпа çыру усă курни; сăмах йышне пуянлатни; ваттисен сăмахĕсене тупма пултарни, текста вуласа ăнланма хавхалантарни;
б) карточкăсемпе ĕçленĕ чух тишкерни, ăнлав патне çитерни, çирĕплетсе калани.
Хутшăну: тĕрлĕ мелпе – мăшăррăн е ушкăнпа ĕçлени, пĕччен е иккĕн кĕнекепе усă курса информаци тупма хăнăхни;
Информаци: хайлава вуласа тишкерме, кирлине суйласа илме, пĕтĕмлетÿ тума пултарни; тишкерÿре схемăсемпе усă курма пĕлни;
Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем (предметные результаты)
Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнӑху ĕçĕ-хĕлĕ: текста илемлĕ вулама, унǎн илемне туйса ǎнланма, тишкерме вĕренни, тытǎмне кǎтартни; ӗҫпе туслăх çинчен хăй шухăшне çыхăнуллă калани; урок вĕçĕнче ĕç юхăмĕн результачĕсене тĕрĕслени, хак пани; пĕлÿ шырас ĕçе план тăрăх туса пыма хăнăхтарни.