Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ çĕнĕ видеоконкурс пуçланать. Вăл пĕлтĕрхи "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" видеосăвăсен конкурсĕн тăсăмĕ пулĕ. Унăн кăçалхи ячĕ - "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш: ача панчи". Хальхинче вăл шкула кайман ачасене халалланăскер пулĕ. Конкурса хутшăнакан ачасен, 2 - 15 çулхисен, халăх сăмахлăхĕн е чăваш поэчĕсен сăввисене вуласа памалла. Ушкăнпа пуçтарăнса чăваш ачисен вăййине вылянине ÿкермелли номинаци те пур хальхинче.
Конкурса йĕркелекенсем шутне Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕсĕр пуçне çаксем кĕреççĕ: Чăваш халăх сайчĕ, Чăваш ен телерадиокомпанийĕ, Чăваш наци конгресĕ, Чăваш Республикин наци библиотеки.
Конкурса хутшăнас текенсен электронлă регистраци тухмалла. Конкурса çырăнмалли страница http://pecekse.chuvash.org адреспа вырнаçнă. Регистрациленнисĕр пуçне унта сирĕн видео ÿкермелли сăвва е вăййа суйласа илмелле пулать. Видеосене интернета кăларса хума ирĕк паракан ашшĕ-амăшĕн заявленисемпе пĕрле civhim2@yandex.ru электрон адреспа ярса памалла.
Конкурс ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче 23 сехетре вĕçленет. Каярах килнĕ ĕçсене йышăнмаççĕ.

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 2094, Хаçат: 1 (24), Категори: Категорисĕр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: