Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Петĕр Хусанкай 110 çул тултарнине халалланă видеоконкурса хутшăннисен сертификачĕсене пичетлетпĕр паян. Конкурс аван иртрĕ теме юрать. Хутшăнакансем йышлă, пултарулăхĕ те нумайăшĕн ÿсни курăнать. Хăшĕсем ятшăн хутшăнни кăмăлсăрлантарать паллах. Ун пеккисене манăн телекуравăн уйрăмлăхне аса илтерме тивет пулĕ: сире пăхаççĕ, пур енĕпе те хаклаççĕ. Çавăнпа та видеоконкурса ярса паракан материалсемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла - вĕсем видеоканалта пĕр çул кăна выртмаççĕ вĕт...
Сертификатсенче йăнăшсем е сирĕн ят çук пулсан пирĕн пата Хутшăнакан карточкине тепĕр хут ярса пама ытатпăр, унта малтан ыйтнă информацисĕр пуçне "ШкулТВ"-ри видео каççине кĕртме ан манăр. Эсир ыйтнипе тÿрлетнĕ е çĕнĕрен ăсталанă сертифкатсене пуш уйăхĕн вĕçĕнче "Шкулта" интернет журналтан уçласа илме пулĕ.
Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче сертификатсене çĕнетсе пичетленĕ. Тÿрлетме ыйтнисене тÿрлетнĕ, сиксе юлнă хутшăнакансене кĕртнĕ.
 
: 2545, Хаçат: 1 (24), Категори: Категорисĕр

Комментарисем:

admin63 (2017-03-11 20:09:38):
Тÿрлетмелле е кама та пулин сиктерсе хăварнă пулсан ХУТШŸНАКАН КАРТОЧКИНЕ тепĕр хут ярса пама ыйтатпăр. ВИДЕО КАÇÇИНЕ те ярса парăр. Унсăрăн сертификатсене нимĕнле улшăнусем те КĔРТМЕСТПĔР!

Светлана (2017-03-13 12:24:26):
Ку конкурсан тупсамне ниепле те тупаймастпар .Конкурса хастарран хутшантамар .Олег Михайлович Цыпленкова ченсе ачасене укерттертемер,хутша накан карточкисене ярса пана .Ачасене сувартв ра каларна сертификачесем перин те щук Пулашар тархасшан веще херрине тупма.

aleshkina.alinochka @mail.ru (2017-03-14 17:40:07):
"Хастарлăх çăлкуçĕ" видеоконкурсăн 2 - мĕш турĕ хăçан пулĕ-ши?

Галина (2017-03-14 22:45:11):
11-15 çулхисен сертифакачĕсем папкăна ниепле те уçаймастпăр. Мĕн тума пулать-ши. Тархасшăн, пулăшăр.

галина (2017-03-30 20:02:15):
меншен пери те усалмассе?

Аксар Чунтупай (2017-04-25 22:36:12):
Ман видеофайлсемпе Чăваш наци телевиденийĕн сюжетĕнче те усă куртăр, анчах та сертификатне лартма "хăюлăх" çитереймерĕр вара, Андреев Юлташ!

Аксар Чунтупай (2017-04-25 22:40:08):
Тĕлĕнмелле! Тĕлĕнмелле! Тĕлĕнмелле!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: