Яклашкина С.Н. |
Паянхи пурнăç шкул ачисене чăвашла вĕрентессине тĕпрен лайăхлатма хушать. Пурнăç ыйтăвне тĕпе хурса вĕренÿ программисемпе кĕнекисисене те çĕнĕлле хатĕрлесе пичетлесе кăларчĕç. Анчах та вĕсене темле çĕнĕлле йĕркелесен те, вĕрентекенсем хальхи вĕренÿ меслечĕсемпе усă курмаççĕ пулсан, вĕрентÿ ĕçĕн тухăçлăхĕ ÿсессе шанма çук. Вĕрентекенĕн вĕрентÿ ĕçĕнчи ăнăçлăхĕ тĕрлĕ меслетсемпе мелсене тухăçлă усă курма пултарнинчен нумай килет.
Ачасен активлăхне, вĕренÿ тухăçлăхне ÿстермелли мелсенчен пĕри вăл – вăйă. Ачасен пуплевне аталантарас, чăваш чĕлхине юратса вĕренес кăмалне хăпартас, вĕсен калаçăвĕпе çыру чĕлхине, творчествăлла шухăшлавне çивĕчлетес, пуянлатас, тавçăруллă та нумай пĕлÿллĕ пулма хавхалантарас ĕçре тĕрлĕ вăйăсем ирттерни пулăшать те ĕнтĕ. Вăйă выляттарнă чух кашни ача ĕçе хутшăнать, хăш-пĕр ĕçе пĕччен мар, ытти çынсемпе туни тухăçлăрах пулнине тавçăрса илет. Вăйăсенче ачасен пĕр-пĕрне хисеплесси, пулăшасси, тăван вырăнне хурса хакласси аталанать.
Акă, тĕслĕхрен, вăрман çинчен вĕреннине аса илме, çирĕплетме, пĕтĕмлетме «Кăлтармач» интерактивлă вăйă ирттерни пулăшать. Ку вăййа пĕччен те, мăшăрпа та, ушкăнпа та выляма пулать. Ăна выляса вĕренекенсем харăсах виçĕ темăна аса илсе çирĕплетеççĕ. Кăлтăрмача çавăраççĕ, унăн йĕппи кăтартакан хĕрлĕ çаврашка çине пусса ыйту çине хуравлаççĕ. Çакăн майлă вăййа ытти темăсемпе те ирттерме май пур.
Çыпăçтарнă файлсем:
Комментарисем:
► Оксана Васильева (2017-02-21 08:34:10):Тавах сире вăйăшăн, питĕ килĕшрĕ. Ĕçре усă курма лайăх пулăшу.
► sveta (2017-03-07 13:32:28):
Питĕ интереслĕ, пысăк тав! Кĕçĕн классенче усă курма аван.