Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Теплова Р. С.
Теплова Р. С.
 
Елизавета Осипова çырнă « Пахчари хÿшĕ» калав тăрăх
Урок эпиграфĕ: «Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр»
Урок тĕсĕ: килти вулав урокĕ
Урок форми: урок инсценировка
Харкамăн пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем:
1.Ĕçре кăмăл пуянланнине, ăс çивĕчленнине, туслăх çуралнине туйса илме пултарни
2.Ĕçлекен çын хисеплĕ пулнине курни
3.Ĕçрен пăрăнманни, ăна вĕçне çитиччен пурнăçлани, чун çирĕплĕхне аталанма пулăшнине ăша хывни
Предметăн ятарлă илмелли тĕллевĕсем:
1.Хайлав темине, проблемине ,тĕп шухăшне палăртма пĕлни
2.Сăнарсен уйрăмлăхне курма пĕлни
3.Хайлав тытăмне йĕркелеме пĕлни
Предметăн пĕрлĕхлĕ тĕллевĕсем:
1.Харкам тĕллĕн, мăшăррăн, ушкăнпа ĕçлесе кирлĕ информаци тупма пĕлни
2.Илнĕ информаципе пĕтĕмлетÿ тума ,çĕнĕ ăслайсемпе ĕçлеме хăнăхтарни
3.Ачасен ăс-тăнне, шухăшлавне, кăмăл-туртăмне аталантарни
Лексика материалĕ : катмак-мотыга, хÿшĕ- шалаш, ÿпле,хÿтлĕх, им-çам-удобрени
Литература теорийĕ: калав - пурнăçра пулса иртнĕ пĕр-пĕр ĕçе сăнлакан литература хайлавĕ
сюжет - ĕçсем пĕрин хыççăн тепри аталанса пыни
эпиграф - хайлавăн тĕп шухăшне сăнласа пама лартнă цитата
Урокра усă курмалли меслетсемпе мелсем: учитель сăмахĕ, инсценировка, цифрограмма, рольсем тăрăх вулани, ваттисен сăмахĕпе ĕçлени, эпиграфпа ĕçлени, пĕчченшерĕн, икшерĕн, ушкăнсемпе ĕçлени, Инсерт(саспа хăвăрт вуласси), кластер, « тĕс+ кăмăл+ĕç» усă курса сăнарсене танлаштарни, видеоролик , ыйту-хурав, шырав(клоуз-тест), фишбоун( пĕчĕк проект), синквейн, тав хучĕ, словарь ĕçĕ
Кирлĕ хатĕрсем: презентаци, компьютер, проектор,цифрограмма . фишбоун схеми, карточкăсем(клоуз-тест валли), пахча çимĕç ÿкерчĕкĕсем
Технологисем: 1. Сывлăха сыхлас технологи(«Чăпар чăх», Су-джок)
2. Критикăлла шухăшлав технологийĕ
3.Информаципе коммуникаци технологийĕ
4.Диалог технологийĕ
5.Тĕпчевпе шырав технологийĕ
6. Проект технологийĕ
■ Теплова Регина Семеновна.
Вăрмар районĕ, Аслă Чакри тĕп шкул.

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 1760, Хаçат: 5 (23), Категори: Чăваш литератури

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: