Паллах, кун ячĕ пÿрне ячĕ мар, çапах иккĕшне танлаштармалăх сăлтав пур, мĕншĕн тесен орфографире пÿрне ячĕсене мĕнле çырас пирки тавлашу тухмасть, кун ячĕсене çырасси çинчен вара пĕр-пĕрне хирĕçлекен шухăш калаççĕ. Орфографи комиссийĕн юлашки ларăвĕнче эпĕ кун ячĕсене пĕрле çырас шухăша хирĕç сасăларăм. Çавăнпа пирĕн комисси ларăвĕн йышăнăвĕ мĕншĕн йăнăш пулнине ăнлантармах тивет.
Пĕрле çырассине тавăрас тесе пуçланă тавлашу вырăнлă маррине тата вăхăтсăр иккенне ĕнентернĕ май А.С. Егорова доцент орфографи комиссийĕн чи малтанхи ларăвĕсенчен пĕринчех кун сăмахлă ятсем пÿрне ячĕсем майлă пулнине шута илмелле терĕ. Çакнашкал параллель пуррине, хăй вăхăтĕнче, хальхи правилăсене йышăнас умĕнхи тĕл пулусенче И.А. Андреев профессор та калатчĕ, уйрăм çырни чĕлхе тытăмĕпе килĕшсе тăнине ĕнентеретчĕ.
1992 – 94 çулсенче йышăннă правилăсем шăпах Иван Андреевичăн концепцийĕпе тÿр килеççĕ. Паллă учyнăй никĕслесе хăй аллипе çырса хăварнă правилăсем вăя кĕрсе çитрĕç теттĕмĕр, çапах, 20 çул ытла иртнĕ хыççăн, ним сăлтавсăр тавлашу пуçлакансем тупăнчĕç. Ученăйсем чăвашла пуплеве çĕр çинче сыхласа хăварас ыйтăва кайран валли хăварчĕç те усăсăр калаçăва кĕрсе кайрĕç. Тавлашу, пĕрремĕшĕнчен, ытларах ăслăлах дискуссийĕ пек мар, суйлав умĕнхи политика кампанийĕ майлă пулса пычĕ, мĕншĕн тесен тавлашу пуçаракансем ытларах чух чĕлхе пирки мар, чĕлхеçĕсем пирки калаçрĕç. Иккĕмĕшĕнчен, хăшĕ-пĕри хăйне реванш ăмăртури пек, темиçе çулта пĕрре иртекен спартакиадăпа олимпиадăри пек туйрĕ. Имĕш, унччен çĕнтерейменнине халь çĕнтереççĕ пулать.