Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Маркова О. В.
Маркова О. В.
 
Урок теми: «Нарспи çĕршывĕнче» ( вĕреннине пĕтемлетесси)
Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ (ăмăрту-урок.)
Сапăрлăх тĕллевĕ: кашни çынра пултарулăх пуррине ĕнентересси, сăвăçăн тĕрлĕ енлĕ таланчĕпе паллашса пултарулăха аталантарма хавхалантарасси, «Нарспи» поэма илемĕпе киленме вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕсем: «Нарспи» поэмăн темипе тĕп шухăшне тĕрлĕ меслетсемпе мелсемпе тупма хăнăхтарасси. Хайлаври сăнарсене, вĕсен ĕçĕ-хĕлне, шухăш-кăмăлне хакласси (характеристика); ĕçсемпе пулăмсен çыхăнăвне, хирĕçÿлĕхне палăртасси.
Аталантару тĕллевĕ: илемлĕ литературăри ырă сăнарсен чун-чĕре илемне туйма, литературăри тата пурнăçри хирĕçÿлĕхе ăнланма, хак пама вĕрентесси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: Учитель сăмахĕ, ыйту-хурав, илемлĕ вулав, словарь ĕçĕ,фонетика зарядки, физкультминутка туни, тестсемпе, карточкăсемпе ĕçлени, таблицăллă, чечеклĕ кластер туни, илемлĕх мелĕсене палăртни, икĕ енлĕ дневник ăсталани, йăнăшсем тупни.
Пуплеве аталантарас тĕллевсем: тĕрĕс ыйту пама, хуравлама хăнăхтарасси, сăнарсене хак пама, кирлĕ сăмах çаврăнăшĕсене тупма хăнăхтарасси, сăмах вăйне туйма хăнăхтарасси.
Словарь ĕçĕ: Калăм, Мăнкун, Çинçе, Çимĕк, Учук
Кирлĕ хатĕрсем: учебник, компьютер, проектор, « Нарспи» поэма», кĕнеке выставки, презентаци, «Нарспи» телепоэма.
Урок эпиграфĕ: Константин Иванов хăйĕн çиçсе тăракан пысăк талантне пĕтĕмпех чăваш халăхне панă, чăваш литературине классика тÿпине çĕкленĕ, хăйĕн вун çичĕ çулхи чĕринчен кăларса çитес çулсене, малашлăха «Нарспи» поэмине вĕçтернĕ.
■ Маркова Ольга Васильевна.
чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен,
Туçи Çармăсри тĕп шкул, Вăрнар районĕ.

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 1722, Хаçат: 3 (21), Категори: Чăваш литератури

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: