Юркова И. Н. |
Литературăпа музыка композицийĕ
Тĕллевсем: Çеçпĕл Мишшин пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарасси; чăваш халăхне, чĕлхине чĕререн юратма, Çеçпĕл пек паттăр та хастар пулма хавхалантарасси; пуплеве аталантарасси.
Экран çинче Çеçпĕл портречĕ, поэт çырнă сăвă йĕркисем:
Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,
Çĕршывăн хастар ачисем,
Вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр,
Ан юлăр кун-çул уттинчен!
Чăваш тумне тăхăннă арçын ачапа хĕр ача (ертсе пыракансем) кĕскен поэт пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштараççĕ.