Осипова О. Н. |
Тĕллев: ачасен ăс-тăнне, тавра курăмне, шухăшлавне, çыхăнуллă пуплевне, пултарулăхне аталантарма чăваш йăли-йĕрки, чăваш ача-пăча сăмахлăхẽ епле пулăшнине тишкерни.
Тĕллеве пурнăçламалли мелсем:
1. чăваш пурнăçĕнче ял-йышпа пухăнса ирттерекен йăла-йĕркепе ачасене паллаштарни;
2. ваттисен сăмахĕсен витĕмлĕхĕ;
3. чăваш ача-пăча сăмахлăхĕпе ачасене паллаштарни;
4. класс тулашĕнчи мероприятисенче ачасене чăваш чĕлхине юратма вĕрентни;
5. хамăр тавралăхри халăх сăмахлăхĕпе паллаштарни, тĕрлĕ тĕл пулусем йĕркелени.
Тĕпчев объекчĕ: чăваш чĕлхи тата литература вулавĕ урокĕсем, класс тулашĕнчи ĕç.
Ҁẽнẽ шухăш: Чăваш халăх сăмахлăхẽ, йăли-йĕрки ачасен тавра курăмне, çынлăхне хăпартас тĕллеве пурнăçлать.
Актуаллăх: нацилẽхе упрас ыйту ҁивẽчленнẽ тапхăрта халăх сăмахлăхẽн пẽлтерẽшẽ пысăк, пуҁламăш класа килекен ачасем ытларах вырăсла калаҁаҁҁẽ, апла пулсан вẽсене тăван чẽлхе пахалăхẽпе (е илемлĕхĕпе)паллаштарас ыйту ҁивẽч тăрать.
Тĕпчев вăхăчĕ: 2014/2016-мĕш çулсем