Ефимова В. П. |
Эпĕ 5-мĕш класра ирттернĕ урокăн технологи карттине ярса парас терĕм. Урока ФГОСпа килĕшÿллĕн ирттернĕ. Хальхи вăхăтра кăсăклă тесе шутлатăп. Тен, манăн ĕç вĕрентекенсене технологи картти çырма пулăшĕ.
Урок теми: Ылтăн кĕркунне
Чăваш чĕлхи, 5 класс (вырăс чĕлхиллĕ шкул)
Хатĕрлекенĕ – Ефимова Валентина Павловна, Куславкка районĕн Куславккари 3-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен
Класс – 5 класс
Тема (пай) - Кĕркунне
Урок теми – Ылтăн кĕркунне
Урок тĕсĕ – Çĕнĕ пĕлÿ илмелли урок
Технологисем - Модульлĕ е блок-модульлĕ, вăйă, ушкăнпа вĕренни, пĕрле ĕçлесе вĕренни, харкамлăха аталантарасси, «Критикăллă» шухăшлава аталантарасси, сывлăха упрасси, системăллă-ĕçлевлĕхлĕ.
Мелсемпе меслетсем – ыйту-хурав; учитель сăмахĕ; тишкерÿ, словарь ĕçĕ; тема тăрăх калаçу ирттерни; ыйтусем çине хурав тупма вĕренни; ваттисен сăмахĕсемпе пĕтемлетÿсем тума хăнăхнине малалла аталантарни, мăшăрпа ĕçлени, илемлĕ, ăнлантаруллă вулани; вуланă хайлава хак парани, пĕтĕмĕшле тишкерÿ йĕрки тăрăх пĕтĕмлетÿсем тума хăнăхнине аталантарани, кĕвĕ итлени, шыравпа танлаштару, пĕрлештерÿ, уйăру, çыхăнтару.