Урок тĕсĕ: хутăш урок
Урок тĕллевĕ: К.В.Ивановпа Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕн чăваш литературинчи вырăнĕ çинчен вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: сăвăçăсен чăваш литературине аталантарас ĕçре тунă пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем çинчен пĕтĕмлетсе вĕрентесси; урокра кейс, сакаллă кластер тата синквейн мелĕсемпе ĕçлеме хăнăхтарасси.
Аталантару тĕллевĕ: ачасене шухăшлама, ĕнентерÿллĕ пĕтĕмлетÿсем тума пулăшасси.
Сапăрлăх тĕллевĕ: кашни çынра пултарулăх пуррине ĕнентересси, сăвăçăсен тĕрлĕ енлĕ таланчĕпе паллашса пултарулăха аталантарма хавхалантарасси.
Урок эпиграфĕ:Чăваш поэзин чăн тÿпинче икĕ çутăран та çутă çăлтăр ялтăртатать: пĕри – Иванов, тепри – Çеçпĕл.
Петĕр Хусанкай, чăваш халăх поэчĕ