![]() |
Димитриева А. Г. |
Презентаци 5 слайдран тăрать. Слайдсемпе ĕçленĕ май вĕрентекен çак ĕçсен тума сĕнет:
1 слайд – 5 ÿкерчĕке курса урок темине тата тĕллевĕсене палăртни, юрату (мĕнле?) хĕвеллĕ кластер туни.
2 слайд – Чăваш тата вырăс чĕлхисенчи ваттисен сăмахĕсемпе 2 синквейн туни.
3 слайд - А.Лазаревăн «Пирвайхи юрату» тата И.Тургеневăн «Первая любовь» хайлавĕсене танлаштарса Венн унки туни, пĕр пеклĕхсемпе уйрăмлăхсем тупни.
4 слайд – «Автобиографи паллисем» таблица тултарни.
5 слайд – ушкăнпа ĕçлени, А.Лазаревăн «Пирвайхи юрату» тата И.Тургеневăн «Первая любовь» хайлавĕсем тăрăх «Ансăр тата анлă ыйтусем» пани, «Юратман чĕрене ирĕксĕр юраттараймăн» ятлă эссе çырни.
Килте тума çак ĕçсене сĕнме пулать: 1. А. Лазаревăн «Тайга хăрушă мар» калавне вуламалла. 2. «Çулсем иртсен…» калав çырмалла. 3. Юрату темипе сăвă çырмалла.