![]() |
Миронова Л. В. |
Ертсе пыракан: Хисеплĕ ачасем! Эсир пĕлетĕр ĕнтĕ кăçалхи çул К.В.Иванов çулĕ.Çак çула халалласа « Асамлă уй-хир» вăйă ирттеретпĕр. Вăйă виçĕ туртан, финалтан тата хушма вăйăран тăрать.
Пĕрремĕш тур ирттерме виçĕ вылякан кирлĕ. Кам çак ыйтусене маларах хуравлать, çав выляма тухать.
1) Константин Иванов çуралнă çĕр-шыв ( Пушкăрт Республики)
2) К.Иванов çуралнă ял ячĕ ( Слакпуç)
3) Константин Иванов чăвашсен хăш паллă поэчĕпе пĕр ялтан тухнă?(Ухсай Яккăвĕ)
Акă пирĕн 1-мĕш турта вылякансем паллă пулчĕç те. Тархасшăн, малалла тухса хăвăр вырăна йышăнăр.