Юрий Михайлович Виноградов |
Юрий Михайлович Виноградов кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче 70 çул тултарать. Вăл Пушкăрт Республикинчи Макар (халĕ Ишимбай) районне кĕрекен Йĕкенпуç ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Михаил Степанович, шкулта учительте, кайран нумай çул хушши директорта ĕçленĕ, амăшĕ, Ирина Вавиловна, колхозра тăрăшнă.
Тăван ялĕнчи шкултан вĕренсе тухсан Ю. М.Виноградов 1960 çулта Пелепейри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. 1965-70-мĕш çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче, Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. 1970-74 -мĕш çулсенче Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхипе литературин кафедри çумĕнче аспирантурăра вĕреннĕ. 71-мĕш çулхи çу уйăхĕнче çулталăклăха çара службăна тивĕçет.
Юрий Михайлович хăйĕн ĕç биографине тăван ялĕнчи шкулта пуçлать - пуçламăш класри ачасене, вĕрентет. Каярахпа Вăрмар районĕн Тупах шкулĕнче те тăрăшать.
Юрий Михайлович Виноградовăн пурнăçĕ пĕтĕмпех чăваш чĕлхе ăслăхĕпе тата шкулпа çыхăннă темелле. Виçĕ çул хушши Наукăпа тĕпчев институтĕнче тăрăшнă хыççăн 1977 çулта филологи наукисен кандидачĕ пуçĕпех чăваш интеллигенцине - пулас учительсемпе журналистсене, культура ĕçченĕсене - чăваш чĕлхине тĕплĕн вĕрентес ĕçе кÿлĕнет, Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн кафедринче студентсене чăваш чĕлхин синтаксисне, орфографийĕпе пунктуацине, литература чĕлхин историне тата методикине вĕрентнĕ. 1995 çултан пуçласа паянхи куна çитичченех Юрий Михайлович Виноградов шкулта ачасене вĕрентес ĕçе парăннă. Учительсен пĕлĕвне паянхи чĕлхе ăслăхĕ шайĕнче тытас, ачасене вĕрентмелли кĕнекесем кăларас, чăваш чĕлхин кулленхи вырăнĕ пирки тăрăшас тата вĕрентÿпе çыхăннă чылай-чылай ыйтăва татса парас енĕпе тăрăшать пирĕн аслă педагог. Унăн çĕршер наука статйисемпе методика кăтартăвĕсем, вĕренÿ кĕнекисемпе хăнăхтару пуххисем çĕршер вĕрентекенпе пин-пин вĕренекен умĕнче куллен усă курмалли вĕренÿ тата ĕç хатĕрĕсем пулса тăчĕç. Çак сумлă ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Юрий Михайлович Виноградов 2003 çулта "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕренÿ ĕçченĕ " хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Республикăри тата унăн тулашĕнчи нумай-нумай чăваш ăна паллă юбилейпе чун-чĕререн саламлать, телейпе сывлăх сунать.
Юрий Михайлович Виноградов |