Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Васильева О. Н.
Васильева О. Н.
 
Тĕллевĕсем: -2 слайд
1) çыншăн çемье пĕлтерĕшĕ мĕн тери пысăк пулнине палăртасси;
2) çемье историне тĕплĕнрех тишкерсе ăна юратас, хисеплес, унпа мухтанас туйăма аталантарасси;
3) ачасен пултарулăхне аталантарасси, тĕрĕс те илемлĕ калаçас хăнăхусене çирĕплетесси;
4) туслăх, пĕр-пĕрне пулăшу парас кăмăла палăртни.
 
Икĕ ача тухать
-Эсĕ кама юрататăн?
Аçуна е аннÿне,
Аппуна е пиччÿне?
-Юрататăп аннене,
Юрататăп аттене,
Кукаçине, кукамая,
Аппана та шăллăма.
Асатте те хаклă маншăн,
Асаннене хăварам-ши?
Çук , паллах. Вăл лайăх питĕ:
Мана юратать вăл хытă.
Юрататăп вĕренме,
Ĕмĕтпе ялан утма.
Юрататăп, юрататăп,
Юрататăп пурнăçа
Вĕрентекен: Çапла ĕнтĕ. Эпир хамăр çемьере пурăнакан кашни çыннах, çывăх тăвана çав тери юрататпăр. Апла пулсан эсир, юлташсем, тавçăртăр пуль мĕн пирки калаçу пулĕ - пирĕн кашнин юратнă çемйи çинчен – Çемье ăшши- атте-анне!
Паян эпир сирĕнпе икĕ чи пултаруллă ачасен ушкăнне пайланса ĕçлĕпĕр.
1-мĕш ертсе пыракан:
 
Атте килĕнче, анне çумĕнче
Çуралтăм чăваш ялĕнче.
Асран кайми, нихçан манайми
Усрĕм эп ял-йыш умĕнче.
 
2-мĕш ертсе пыракан:
 
Тăван кил йышăм – чун йăпатмăш –
Манми ачалăхăн сăпки.
Кÿретĕн пурнăçа эс савăнăç,
Хĕвел шевли, кун-çул çути.
 
1-мĕш ертсе пыракан: -3 слайд
Ахальтен мар эпир паянхи урока çемьене халаллатпăр. Кĕçех - чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче, юлашки вырсарни кун, пĕтĕм Раççейре Аннесен уявне паллă тăваççĕ. Вырăсла День Матери тетпĕр. Ăна 1998 çултан чысласа ирттерме пуçланă.
 
2-мĕш ертсе пыракан:
Тĕнчере вара ку уява çу уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче ирттерме йышăннă.
 
Вĕрентекен: Çапла, тĕрĕсех ĕнтĕ, тусăмсем. Анчах та Аннене халалланă уявсене пурне те каласа тухрăмăр –ши, аса илĕр-ха.
1-мĕш ертсе пыракан: Ачасем, тен эсир аса илме пулăшăр.
(пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ).
2-мĕш ертсе пыракан: Аттесен те уявĕ пур. Ачасем тавçăраççĕ паллах. Ку вăл Çĕршыва хÿтĕлекенсен уявĕ – нарăсăн 23 –мĕшĕ.
1-мĕш ертсе пыракан:
Тÿпере- пĕр хĕвел,
Çĕр çинче -пĕр анне.
Çавăнпа эс ялан
Упрасам вĕсене.
Сар хĕвел йăл кулать,
Çĕр питне ăшăтать.
Анне ăшшăн кулать,
Чунăма йăпатать.
 
2 – мĕш ертсе пыракан:
Атте тесен- атте умра,
Анне тесен – анне.
Чун çĕкленет, чун савăнать
Вĕсем пĕрле чухне.
 
Вĕрентекен:
Аттепе анне – çемье пуçламăшĕ. Апла пулсан çемье уявĕ те пурах. Кам пĕлет, хăçан уявлаççĕ –ха çемье уявне?
Çемье кунĕ – Петрпа Феврони çвяттуйсен кунĕ – утă уйăхĕн 8-мĕшĕ. Петрпа Феврони çемьешĕн кĕл тăвакан çвяттуйсем шутланаççĕ. Вĕсем 13 ĕмĕр пуçламăшĕнче Муром хулинче пурăннă. Петр кнеç пулнă, Феврони вара– тĕрлĕ чир-чĕрсенчен сыватакан çамрăк хĕр. Икĕ çамрăк пĕр-пĕрне питĕ юратнă, туслă пурăннă. Вилессе те пĕр кунта вилнĕ. -4 слайд
2-мĕш ертсе пыракан.
Эпĕ те илтнĕ кун пирки. Вĕсене вилсен икĕ тĕрлĕ тупăка вырттарнă, анчах та ирхине валли вĕсем пĕр тупăкрах выртнине курсан пур çын та хытă тĕлĕннĕ.
Вĕрентекен: Çапла пулнă. Вĕсем пĕр-пĕрне çав тери хисеплесе юратнă, туйăмĕсем питĕ вăйлă пулнă иккен вĕсен.
Çак уявăн символĕ пур, ачасем – салтак тÿми чечекĕ.Халĕ сире çак çветтуйсем çинчен пĕчĕк фильм пăхма сĕнетпĕр.
1-мĕш ертсе пыракан: Атьăр-ха, ачасем, аттепе анне валли салтак тÿми укерер. («Атте» тата «анне» сăмахсемпе кластер тăвасçĕ.)Ушкăншар – пĕрисем аннене, теприсем аттене хаклаççĕ. Доска умĕнче
 
Вăйă. Эсир мĕн пĕлетĕр-ха хăвăр килти çывăх çынсем çинчен.
1. Санăн аннÿ хăйĕн çуралнă кунне хăçан паллă тăвать?
2. Ирхине анне миçе сехетре вăранать?
3. Анне çамрăк чух кам пулма ĕмĕтленнĕ?
4. Мĕн кукли ытларах кăмăла каять ăна?
5. Анне куçĕ мĕн тĕслĕ?
6. Сирĕн килте çăкăр патне лавккана кам çÿрет?
7. Эсĕ килти ĕçсенчен хăшне пурнăçлатăн?
 
Вĕрентекен: «Çын çичĕ пиллĕ пулсан, вăл çичĕ ют пулсан та тăван», - тенĕ ĕлĕкех чăвашсем. Мĕн авалтан пирĕн халăхра пил парас йĕрке çирĕпленнĕ.
1-мĕш ертсе пыракан: Пил (урăхла ăна халал та теççĕ) – ырă суннине, чунран хисепленине пĕлтерет, уйрăлса каякан çын юлакансене вăрах асра тытма, пурнăçлама хушса, вĕрентсе, каланă сăмах е парса хăварнă пурлăх.-5 слайд
2-мĕш ертсе пыракан: Халĕ сире Иван Яковлевич Яковлев 1921 çулта пĕтĕм чăваш çыннисене çырса парса хăварнă халал сыпăкне итлесе пăхма сĕнетпĕр. Ăна 11 класра вĕренекен Васильев Дима вуласа парать.- 6 слайд (пил сăмахĕсене вуланă чухне ерипен кăна илемлĕ кĕвĕ яратăп)
Вĕрентекен: Тимлĕ итлĕр ăна, ачасем, ăса хывăр.
 
Вĕрентекен: Ачасем, эсир халалти сăмахсемпе килĕшетĕр-и? Миçе çул иртнĕ ăна çырса хăварнăранпа(???), çапах та унăн пĕлтерĕшĕ çухалмасть.
Кану саманчĕ- 7 слайд
Макçăм арăмĕ ăçта кайнă-ши?
Ăçта кайнă –ши?
-Икерчĕ пĕçерме кайнă пуль, кайнă пуль.
-Ун икерчи мĕнле-ши?
Мĕнле-ши?
-Ак çапла çÿллĕ пуль,
Ак çапла аяллă пуль,
Ак çапла сарлакăш пуль,
Ак çапла пĕрĕнчĕк пуль
 
1-мĕш ертсе пыракан: Ачасем, эсир Шупашкарта пулса курнă-и? Апла пулсан кулмек –залив хĕррине те анса курнă ĕнтĕ эсир. Калăр-ха, унта мĕнле палăк ларать?(8 слайд)
2-мĕш ертсе пыракан: Тĕрĕсех, «Управçă Анне» палăкĕ вăл. Ун çине çапла çырса хунă – «Пĕр-пĕрне юратса тăнăçлăхра пурăнакан ачасем, пехил сире!»
2-мĕш ертсе пыракан: Эсир, ачасем хăвăра телейлĕ тесе шутлатăр паллах, çапла вĕт. Мĕн-ха вăл сирĕншĕн телей?
Юнашар юратнă атте-анне пулсан, шкулта лайăх вĕренсен, юлташсем нумай пулсан, сывлăхлă пулсан - эсир ТЕЛЕЙЛĔ. Телей сăмахпа синквейн çырса тултарасси.
Катя Степанова сăвă вулать.
 
Телей, телей тесе калатпăр.
Анчах мĕнне пĕлетпĕр-и?
Пĕрне пĕр тĕрлĕ курăнать вăл,
Теприншĕн пач вăл урăххи.
 
Телей вăл- сывлăш, вăл тавралăх,
Çак çутă тĕнчене курни.
Телей вăл – пурнăç, чыс, сăпайлăх
Пĕрне-пĕри хисеплени.
 
Атте-анне çумра пулсассăн-
Телейлĕ тетпĕр хамăра.
Телей вăл савăнăç, хаваслăх,
Çывăх çынсем тăрсан умра.
 
Телей вăл – вĕçсĕр-хĕрсĕр туслăх,
Таса та çепĕç юрату.
Çавăнпа сирĕн çемйĕрте
Пултăрччĕ килĕшу, тату.
 
1-мĕш ертсе пыракан:
Пурнăçра çул кăтарса пыраççĕ
Ылтăнран та хаклă тăвансем.
Туслă çемьере ай, пурăнасчĕ:
Ыр тăван вăл – пурнăçри илем.
2-мĕш ертсе пыракан: - 9слайд
Халĕ ачасем, тĕрĕслесе пăхар-ха, ваттисен сăмахĕсене лайăх пĕлетĕр-и?
«Ваттисен сăмахĕсен вĕçĕсене тĕрĕс суйласа илесси» вăйă.
 
Çемье ăшши – чун -ăшши.
Атте-аннене сутăн илеймĕн.
Атте-анне пурри – чи пысăк телей.
Аçупа аннÿне хисепле- хăвнах ырă пулĕ.
Ача макăрать –амăшĕн кăкăрĕ ыратать.
Ашшĕсĕр ача – çур тăлăх, амăшĕсĕр – хăр тăлăх.
Ача-пăча ырра курса ÿссен ырă пулать, усала курсан – усал пулать.
Асатте кил ăшши тытать, асанне- пÿрт ăшши.
Атте-анне ятне ярас мар.
Ачаш ача – ашшĕ амăшне йывăрлăх.
 
Вĕрентекен: Ачасем, эсир килте аттепе аннене нумай ĕçре пулăшакан пулса çитрĕр пулĕ?
Мĕн чухлĕ ĕç хуçăлăхра, çапла вĕт. Атте вăл ялан ĕçре, çемье валли укçа ĕçлесе илнĕ çĕрте. Кил-çурт аннесем çинче тытăнса тăрать. Акă мĕн пĕлтерет кун çинчен статистика.
Пирĕн аннесем, çемьере икĕ ача пулсан, пĕр çулталăк хушшинче 18000 çĕçĕ, вилка, кашăк, 13000 тарелка, 8000 чашăк çăваççĕ. Çав чашăк-тирĕк йывăрăшĕ – 5 тонна. Лавккана апат-çимĕç туянма утнă çул тăршшĕ – 2000 çухрăмпа танлашать. Паллах, эпир аннесене пулăшсан, çак хисепе пĕчĕклетме пулать.
2-мĕш ертсе пыракан: Ялта пурăнакан кирек хăш çемьере те выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Ачасем, эсир те аннепе аттене выльăх пăхма пулăшатăр, çапла вĕт. Выльăхăн та çемйи пур темелле – ашшĕ, амăшĕ, ачи. Тупса пĕлер-ха сирĕнпе вĕсен йышне.
Сурăх, така, путек
Ĕне, вăкăр, пăру
Кĕсре,ăйăр, тиха
Чăх, автан, чăх чĕппи
 
1-мĕш ертсе пыракан: Халĕ эпир ачасем сире сăмах паратпăр. Эсир çав тери илемлĕ хаçатсем хатĕрлесе килнĕ. Кунта хăвăр çемьери çынсем пирки каласа парасшăн пулни куçкĕрет. Тархасшăн, сире сăмах. -10 слайд
 
Вĕрентекен: Пирĕн урок, ачасем, вĕçленсе пырать ĕнтĕ. Мĕн çĕнни, кăсăкли пĕлтĕр-ха эсир паян? Тата мĕн пĕлес килет сирĕн çемье пирки?-11 слайд
 
2-мĕш ертсе пыракан:
Анне пулсан – хĕвел питре,
Атте пулсан – кун-çул хитре.
Çемье пулсан – телей питре,
Юрлать пĕр вĕçĕм чун-чĕре.
1-мĕш ертсе пыракан:Ак çак чĕресене паян пурне те маттур пулнишĕн парне парас тетпĕр, ачасем. Вĕсене атте-аннене парнелеме пултаратăр, хăвăр вĕсене хытă юратнине калама ан вăтанăр.
Вĕрентекен: Хĕвел хăй ăшшине çĕр çине еплерех сапалать, аттепе анне те хăйсен чун-чĕре ăшшине пире парнелеççĕ. Вĕсен тĕреклĕ çуначĕ айĕнче эпир ним шикленмесĕр савăнса ÿсетпĕр. Атте-анне пурри – пуянлăх. Çак пуянлăха çухатас марччĕ, тимлĕн упраса пурăнасчĕ.Телей сире, юратнă тусăмсем!
 
Юлашкинчен ачасем «Тавах сире, атте-анне» (сăвви В.Давыдов-Анатри) юрă юрлаççĕ.

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 5436, Хаçат: 3 (18), Категори: Хутăш урок

Комментарисем:

Наталия (2016-04-16 20:26:26):
Питĕ килĕшрĕ мана сирĕн материал. Тавтапуç.

светлана (2017-04-19 18:31:37):
питĕ маттур

Надежда (2017-08-23 17:49:25):
Пите лайах материал. Уса курмалла пулать пуле. 8-906-38-78-039.

галина (2017-09-17 18:39:53):
питĕ лайăх материал тавах

галина (2017-09-17 20:38:27):
питĕ лайăх материал тавах

галина (2017-09-17 20:38:33):
питĕ лайăх материал тавах

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: