Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Модуль (блок) теми: Ăстасен çĕр-шывĕнче
Класс: 3 класс (вырăс чĕлхиллĕ шкул)
Урок теми: Кам пулмалла?
Урок тĕсĕ: Çĕнĕ темăна вĕрентмелли хутăш урок
Харкамлăх результачĕсем
а) вĕренÿпе кăсăкланма хавхалантарни;
ă) вĕренÿре харпăр хăй тивĕçне туйма, хăйĕн пултарулăхне шанма хăнăхни;
б) кирек епле професси те пурнăçра кирлине туйтарни.
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсем
а) харпăр хăй тĕллĕн ĕçлес туртăма аталантарни; илтнине ас туса юлма пултарни;
ă) -çă (-çĕ) аффиксемпе усă курса çĕнĕ сăмахсем (япала ячĕ) тума вĕренни, лексикăпа грамматика материалĕсемпе диалогра, монологра усă курни;
б) хăнăхтарусемпе тата карточкăпа ĕçленĕ чух тишкерни, ăнлав патне çитерни, çирĕплетсе калани;
Предметăн ятарлă результачĕсем
а)-çă (-çĕ) аффикс хушса япала ячĕсем тутарни;
ă) ачасен калаçу чĕлхине, вулав хăнăхăвне, тавракурăмне тата тавçăрулăхне аталантарни;
Технологисем сывлăха упрас; информаципе коммуникаци; ушкăнпа ĕçлени; вăйă.
Мелпе меслетсем: учитель сăмахĕ, ыйту-хурав, ушкăнпа ĕçлени, аудировани, харăссăн калани, аудировани, компьютер, слайд, проектор, хаçат, рефлекси ĕçĕ валли тĕрлĕ тĕслĕ стикерсем, буклет, «Пантомима» вăйă, видеоролик пăхни, карточкăпа ĕçлени,
Курăмлăх хатĕрĕсем: слайдсем «Професси», «-çă(çĕ)», «Кам мĕн тăвать?», хаçат «Кам пулмалла?», буклет «Кам пулмалла?», юрă «Ÿссен эсĕ кам пулан?» (Сăм. В.Давыдов-Анатри; кĕвĕ-Филипп Лукин) юрлакан-Краснова Алевтина Викторовна, музыка учителĕ), презентаци, карточкăсем, видеоролик.
Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, фонохрестомати: Чăваш сăмахĕ, 3 класс. Вырăсла калаçакан ачсене чăвашла вĕрентмелли сасă хрестоматийĕ. Шупашкар, Чăваш телерадиокомпанийĕ.
■ Горбунова Валентина Сергеевна, Николаева Надежда Ивановна.
́Çĕнĕ Шупашкар хули, 9-мĕш шкул,
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 1678, Хаçат: 2 (17), Категори: Хутăш урок

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: