Пур вăхăтра та педагогика ăслăлăхĕ кашни ачан хăйнеевĕрлĕхне, пайăрлăхне хисеплесе, унăм ӳсĕм шайне, характерĕпе кăмăлĕн уйрăмлăхĕсене шута илсе, туйăмĕсене хакласа, хисеплесе вĕрентни тĕп вырăнта тăмаллине тĕпе хунă. Паянхи пурнăҫ таппи ку ҫеҫ ҫителĕксĕррине палăртать. Пирĕн обществăна пултаруллă, активлă, хăйĕн ĕҫĕсемшĕн яваплă ҫынсем кирлĕ. Вĕсен малалла вĕренме талпăнмалла, йывăрлăхсене парăнтарма пултармалла, паянхи кун ҫинчен анчах мар, пуласлăх ҫинчен шухăшласа пурнăҫа планласа йĕркелеме пĕлмелле, ҫине тăмалла.
Ачасен вĕренӳри хастарлăхне ӳстересси, пурнăҫра активлă позици йышăнма вĕрентесси ман ĕҫре тĕп ыйту шутланать. Критикăллă шухăшлав технологийĕпе чăваш чĕлхипе литература урокĕсене ирттернĕ чухне усă курни вара мана ĕҫри ҫак ҫивĕч ыйтăва татса пама пулăшать. Ку технологи тӳрех темиҫе задачана пурнăҫлама май туса парать:
• ачасем хăй тĕллĕн ĕҫлеме вĕренеҫҫĕ;
• вĕсен пултарулăх шайĕ, хастарлăхĕпе пуҫарулăхĕ ӳсет.
Критикăллă шухăшлав технологийĕпе ĕҫлекенĕн ҫакна шута илмелле:
• вĕренӳ тĕллевне уҫăмлă лартмалла, ăна пурнăҫлама кирлĕ содержанине ҫителĕклĕ палăртмалла;
• ачасене мĕн кирлине пĕлмелле;
• вĕренӳ программине суйласа илме май пурине асра тытмалла;
• пĕтĕмĕшле тĕллеве пурнăҫлама тĕрлĕ мелсемпе, меслетсемпе (мăшăрăн ĕҫлени, юлташсемпе канашлани, ушкăнпа ҫивеч ыйтусене сӳтсе явни) усă курма пулать;
• ачасене хатĕр пĕлĕве ăса хывнисĕр пуҫне хăйсене кирлĕ пĕлĕве шырама, ăнкарма вĕрентмелле,
• ачасен пĕлĕвне тĕрĕслесе кирлĕ чухне ҫитменлĕхсене пĕтерме, юсама май пур.
Лукина Ирина Ивановна |