Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Карасева С. Н.
Карасева С. Н.
 
Тĕллев: ачасене ырă туйăмлă çепĕç юрă-кĕвĕ ытамне кĕртесси, ачасен тавракурăмне, ăс-тăнне аталантарас, çынлăхне ÿстерес тĕллевпе ача- пăча сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсемпе пурнăçра усă курма хавхалантарасси. Чăвашсен тăванлăх туйăмне упрас туйăма аталантарасси.
Çак вăйăна 5-6 çулхи ачасемпе ирттерме пулать.Кураканĕсем- ашшĕ-амăшĕсем, воспитательсем.
Усă курмалли хатĕрсем: сăпка, краççын лампи,пиçиххи, юман тата çăка ÿкерчĕкĕсем.
 
Вăйă йĕрки
Воспитатель: Ачасем, пăхăр-ха, мĕн-ши ку? Асамлă çăмха пулас.Унпа пĕрле темĕнле хут пур пулас.Мĕн çырнă-ши унта? «Эпĕ сире хăнана чĕнетĕп. Ăçта чĕннине эсир çăмха хыççăн пырсан куратăр.» Çула тухма хатĕр-и, ачасем? Апла пулсан кайрăмăр. (Ачасем каяççĕ)
Пÿлĕмре краççын лампи çутнă. Асанне кĕнчеле арласа сăпка сиктерет, юрă юрлать.
Асанне: Çĕн çăпата, шур чăлха,
Çĕн çăпата, шур чăлха,
И, и астуман,
Астумарăм, каларăм, каларăм.
Утма çăмăл пулинччĕ,
Утма çăмăл пулинччĕ,
И, и астуман,
Астумарăм, каларăм, каларăм.
 
Мăнукăм та çывăрса кайрĕ. Хамăн та ыйхă киле пуçларĕ. Ĕлĕк аннесем «Ыйхă пусса килсен - хăна килет» - теççĕччĕ .Кăштах çакăнта выртса канам-ха. (Асанне çывăрма выртать, кĕрĕк витĕнет.)
Воспитатель: Анюк, Машук, килĕр кунта выляма. Пăхăр-ха, асаннен халĕ те краççын лампи çунать. Вăл халĕ те çывăрать пулас. Айтăр асаннене чĕнетпĕр.
(Ачасем асаннене чĕнеççĕ) ( Асанне вăранать.)
Асанне: Ачасем-çке. Манăн кушак та паян ирех питне çăвать. Кушак пит çусан , хăна килет теççĕ. Килĕр, килĕр. Эп сире яланах хавас. Эсир питĕ эпĕ каласа панине итлеме юрататăр. Паян та çавăнпа килтĕр пуль-ха?
(Ачасем калани)
Асанне: Мĕн çинчен каласа парам-ши? Паян эпĕ сире ача çуралнипе çыхăннă чăваш йăли-йĕрки çинчен каласа парасшăн. Сирĕн ун çинчен итлес килет-и?
(Ачасем калани)
Асанне: Апла пулсан çак сак çине вырнаçса ларăр. Тимлĕ итлĕр. Ача-пăча- чун йăпатмăш тет чăваш. Ачасăр çемье телейсĕр, ырлăхсăр шутланнă. Ырра ĕмĕтленекен чăваш сак туллии ача кĕтнĕ. Ача илсе киличчен хĕрарăм пÿрт- çурта тирпейленĕ, кĕпе-йĕм çуса тасатнă. Анчах та малтанах ача кипкине хатĕрлесе хуман, сăпкине те пÿрте кĕртмен, ятне те шыраман (ача вилесрен хăранă).
Ача çурални кил-йыша пысăк уяв кÿнĕ. «Çĕнĕ кайăк», «улпут», «пике» тенĕ халь кăна çут тĕнчене килнĕ ачана. Пĕр-пĕр килте ача çуралсан, ял-йыш çапла каланă:
- Çавсем çĕнĕ кайăк тупса килнĕ.
- Ылтăн-и, кĕмĕл-и?
- Ылтăн! - тенĕ арçын ача пулсан.
- Кĕмĕл! – тенĕ хĕр ача пулсан.
Ача çуралсан ĕлĕк: «Шыв ăсма кайсан çăлтан ача тупса килтĕм»,- тенĕ. Хăшĕ-пĕррисем хатĕ те çапла калаççĕ. Ку авалхи йăларан юлнă. Пепки таса, сывă пултăр тесе, чирлесе ан вилтĕр тесе усал сывлăша ултатама пикеннĕ.
Çак «ылтăнпа» «кĕмĕле» чысласа чаплă чÿке пухăннă. Тин çуралнă ачана çĕнĕ кипкепе е пирпе мар, лайăх çуса тасатнă кивĕ чăваш кĕпипе тытнă. Пурте пепке валли парнесем илсе килнĕ. Парнесене ашшĕне е амăшне панă. Кил хуçисем ирĕк памасăр çуралнă ачана пăхма юраман. Пепкине кăтартасшăн пулсан, амăшĕ е асламăшĕ ача çамки çине кăмакари хăрăмпа пăнчă лартнă е мăйне йăлтăркка çакнă. Ача ан куçăхтăр тесе çапла тунă. Чÿк пуçĕ (апăс) ачана чĕрçи çине илсе пĕрремĕш сăмах çапла каланă: «Пысăк пул! Çу çисе килтĕм, çу пек çемçе чĕлхеллĕ пул. Пыл çисе килтĕм, пыл пек тутлă чĕлхеллĕ пул », ăсчах (знахарь) ачана алăра тытнă, çын ячĕсене каланă. Мĕнле ят каласан ача макăрма чарăннă, çав ятлă хунă.
Хăнасем пурте сĕтел хушшине вырнаçнă. Хаваслă каçа пылак çимĕçрен пуçланă. Малтан ваттисем сăмах илнĕ. Курма килнисенчен кашниех сăмах каланă.
- Пĕр ача пĕрлĕхсĕр.
- Тур калашле виççĕ.
- Хĕр пулсан амăш тирпейсĕрĕ курăнмасть.
- Ывăл ачасăр хăчĕ çук.
Çакăн йышши каларăшсене асăнмасăр хăварман. Çамрăксем хаваслă юрă пуçланă. Аслăраххисем- хурлăхлă юрă. Ку уявра тĕпĕртетсе ташламан, çур çĕрччен киле саланнă. Тепĕр çул каллех ача çумалла пултăр тесе тухса кайнă.
Пĕрремĕш хут ачана шыва кĕртнĕ чух, шывне тимĕрпе тăвар ярса: «Тимĕр пек пиçĕ пул, çын сăмахĕ ан çиттĕр, çилĕпе хаяр ан çиччĕр»,- тенĕ.
Пĕчĕк ача ытларах сăпкара выртнă. (Ача макăрнă сасă илтĕнент.) Ман мăнукăм вăранчĕ пулас. Ăна сăпка юррисем юрласа парсан вăл татах çывăраканччĕ. (Асанне юрлать.)
Ай-лю, ай-лю темесен,
Сăпка юрри юрланмасть.
Папа-паппа темесен,
Сăпка ачи çывăрмасть.
Тата кам юрласшăн сăпка юрри? (Ачасем юрлаççĕ)
Ачине, паппине
Сиктерер-ха сăпкине.
Хăва хуллинчен сăпкийĕ.
Хытăрах ÿстĕр ачийĕ.
Ачине, паппине.
Ачи папа тутăр-и?
Тутлă тĕлĕк куртăр-и?
Ă- ă –ă, ă- ă- ă.
Асанне: Мăнукăм çывăрса та кайрĕ. Ăса вĕрентекен сăмахсене те сăнарласа каланă. Эпĕ çакăн пеккине астăватăп.
- Кам тирĕк тĕпĕнчи яшкана çисе ярать, вăл час пысăкланать.
(Ачасем калани )
Кам çуннă çăкăра тиркемест, вăл упаран хăрамасть.
Ир юрлакан ача кăнтăрла макăрать.
Сак çинче уруна силлесе ларсан, аннÿ вилет.
Асанне: Çакăн пек йăпатмалли сăвă-такмак астăватăп эпĕ. Ыйхăран вăраннă ачана ачашламалли:
Кăшăк-кăшăк- кăшăк
Пысăк пул.
Кашни карăнмассерен çитĕн.
Эсир мĕнлине пĕлетĕр? Кам каласа парасшăн?
(Ачасем калани)
Пысăк пул, пысăк пул.
Ÿссен маттур ача пул.
Юрлама та ăста пул.
Ташлама та маттур пул.
Асанне: Йĕрекене йăпатмалли те пулнă. Эпĕ çакна астăватăп.
Пирĕн ачи ÿкмен, шăши ÿкнĕ.
Ах çав шăшинеччĕ!
 
(Ачасем калани )
Пирĕн ачи ÿкмен, кушак ÿкнĕ.
Прис, пиçукка!
Ан макăр – анчăк килет.
Анчăк килет –çыртса илет.
Çыртса илет – сипленмест.
Çичĕ çулсăр тÿрленмест.
Асанне: Арçын ача çуралсан унăн ашшĕпе амăшĕ юман лартнă. Юман пек çирĕп пултăр тенĕ. Хĕр ача çуралсан çăка лартнă. Çăка пек çемçе кăмăллă пултăр тенĕ. Халĕ мана кăтартăр-ха, хăшĕ ку ÿкерчĕкре юман, хăшĕ çăка?
(Ачасем кăтартаççĕ.) Тен, эсир вĕсем çинчен сăвă та пĕлетĕр?
(Ачасем калани )
Çирĕп йывăç шутланатăп
Ятăм сумлă халăхра.
Эп ÿсетĕп виççĕ çул.
Эп чăтатăп çичçĕр çул.
Çирĕп мар эп, хытă мар эп,
Манăн кăмăлăм çемçе.
Пыл чечекĕм питĕ сиплĕ,
Пулăшатăп чир-чĕртен.
Асанне: Çемьере малтанхи ачасем вилнĕ пулсан, теприсене кайăк ятне е чĕрчунсен ятне панă. Хĕр ачасене – Чĕкеç, Чакак, Пăрчăкан. Арçын ачасене – Курак, Шăнкăрч, Кашкăр. Çав ятсем вара вилесрен сыхланă имĕш. Ачасем, халĕ тен, вăйă выльăпăр? (Ачасем выляççĕ.)
Вăйă «Пиçиххилле»
Шут ярса вуннăмĕш тухнă ачана вăйă пуçĕ тăваççĕ. Вăл «пиçиххи» тесе кăшкăрать те пиçиххине çÿлелле ывăтать. Çав вăхăтра вылякансем тарса пĕтеççĕ, вăл вĕсене хăвалать.
Асанне: Хăнана килсен эсир мана яланах ташăпа савăнтараканччĕ. Паян та тен ташласа паратăр? (Ачасем япала пĕр-пĕрне парса яраççĕ. Кĕвĕ чарăнсан япали камра пулать, çавă ташласа парать, ыттисем алă çупаççĕ.)
( Ачасем юрлаççĕ)
Тух-ха, Ванюк, пирĕн умма
Эсĕ ташша пит ăста.
Тух-ха, Ванюк, пирĕн умма
Эсĕ ташша пит ăста.
Кăвва-кăвва, кăвва-кăвва,
Кăвва-кăвва, тут-тут.
Асанне: Ачасем вара çитĕнсе çитсен, кайăк чĕпписем пек йăваран вĕçсе тухса кайса мăшăр тупаççĕ, пурнăç çулĕ çине тăраççĕ, çемье çавăраççĕ. Çапла пулмалла та. Кашни амăшĕн пысăк ĕмĕчĕ вăл- сывă, ĕçчен, тÿрĕ кăмăллă ачасем ÿстересси.
Пирĕн аннесене упрасчĕ. Вĕсем юнашар пулсан тĕнче илемлĕ. Хамăрăн ырă ĕçсемпе кăна аннесен чунĕсене савăнтарасчĕ. Çакна яланах асра тытар. Пурнăç малаллах шутăр. Хаваслă ача-пăча сасси ялан янратăр.
Ачасем, эсир мана паян питĕ савăнтартăр. Каиччен сире хăналаса ярам-ха.
(Ачасене хăналать.) (Ачасем асаннене тав тăваççĕ, сывпуллашаççĕ)
Асанне: Чипер кайăр. Ман пата ÿлĕм килсе çÿрĕр.
■ Карасева С. Н.
Муркаш районĕ, "Золушка" ача панчи
 
: 2222, Хаçат: 1 (16), Категори: Ача панчинче

Комментарисем:

светлана карасева (2015-10-30 21:30:32):
сертификата менле илмелле-ши?

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: