Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
 
Дунаева Галина Витальевна
Дунаева Галина Витальевна
Тишкерÿ тĕллевĕ: «Ултăк» калава 7-мĕш класра вĕренетпĕр. Çак произведение туллин вĕреннĕ чух ман тишкерÿ усăллă пуласса шанатăп.
Тишкерÿ йĕрки:
1. Хайлавăн писатель пултарулăхĕнчи вырăнĕ
2. Калав ячĕн пĕлтерĕшне уçса пани
3. Çырнă вăхăчĕпе тĕллевĕ
4. Хайлав темипе шухăшĕ тачă çыхăнни. Жанрĕ,тĕсĕ
5. Сăнарсем
6. Сюжет аталанăвĕ, композицийĕ, конфликт
7. Автор позицийĕ
8. Хайлавăн сăнарлă чĕлхи
9. Ытти хайлавсемпе танлаштарни
10. Пĕтĕмлетни
 
1. Хайлавăн писатель пултарулăхĕнчи вырăнĕ
Чăваш культуринче Ю.Скворцов пирки «çын шухăш-кăмăлĕн, туйăмĕн тĕпчевçи» тесе палăртаççĕ. Ю.Скворцов çырнисенче хамăрпа куллен-кун пулса иртекен, куçа курансах та кайман ĕç-пуçсем йышăнаççĕ. Анчах та калăпăшĕпе пысăках мар япаласенче авторăн таса та хыпăнчăк чунĕ, тулли те тутă ăш-чикки тухса тăрать. Пур çĕрте те этем психологине çивĕч пĕлни, кăмăл сулăнчăкĕсене тишкерни тыткăна илет. Авторăн «Сурăм хĕрĕ», «Уках хурăнĕ», «Хĕрлĕ мăкăнь», «Пушмак йĕрĕ» хайлавĕсемпе пĕрле «Ултăк» та тивĕçлĕ вырăн йышăнать.
Чун панă амăшне тим пама вăхăт çитереймен кай ăслă ачи-пăчи çинчен «Ултăк» калав. Пĕрре пăхсан, ним тĕлĕнмеллиех те пулса иртмест пек. Амăшне пытарма килнĕ Володя ятлă ывăлĕн ÿкĕнÿ-шухăшлавĕ кăна темелле. Анчах та мĕн чухлĕ чĕрĕ туйăм çавăнта, мĕн чухлĕ таса кăмăл. «Ултăк» произведенин вулакана кăчăк туртаслăхĕ мĕнре-ши? Ман шутпа, писатель вулаканпа тÿррĕн те чăннăн калаçнинче. Ку вăл шавсăр, чунтан килекен калаçу.
2. Калав ячĕн пĕлтерĕшне уçса пани
Калав ячĕ – «Ултăк». Ултăк (улатăпа) вăл – вăрман кăвакарчăнĕ, вырăсла «дикий голубь», «вяхирь». Халăх ăс-тăнĕнче илемлĕх, ачашлăх, юрату, тăнăçлăх палли шутланать. Халĕ те мăшăрланнă çамрăксем çемьере тăнăçлăх пултăр тесе тÿпене мăшăр кăвакарчăн вĕçтерсе яраççĕ. Юрри унăн хурлăхлă илтĕнет. Амăшĕ улатăпа çинчен юрланипе тата çав кайăках хурлăхлăн юрласа макăрнипе калава вĕçлесе автор вулаканăн чунне витересшĕн пулнă. Улатăпа юрри текстра виçĕ хутчен тĕл пулать. Пĕрремĕш хут – ача чухне Володя ăна темиçе те илтнĕ иккен. Иккĕмĕш хутĕнче – амăшĕ Володьăна лашапа автобус чарăнăвне леçме кайсан илтет, амăшĕнчен çак кайăк çинчен ыйтать. Ун чухне амăшĕ улатăпа юррине юрласа пани – йĕрсе ярас вырăнне кăмăла пусарни. Виççĕмĕш хут хайлав вĕçĕнче – амăшĕ вилсен вара улатăпа хурлăн уласа юрланинче «ул уссине кураймарăм» сăмахсем илтĕнеççĕ Володьăна.
Калаври ултăк амăш сăнарĕпе пĕр евĕрлĕ. Кăвакарчăн пек кăлтăртатса амăшĕ пĕчченех 4 ачине пăхса ÿстернĕ, виçĕ ачине аслă пĕлÿллĕ пулма пулăшнă. Ырми-канми ĕçлесе пурнăç тÿнтерĕсене ачисене кăтартма тăрăшман, ытларах хăй нушаланнă, анчах хăйне хисеплеме, пулăшма вĕрентеймен. Ултăк юрринче – калавăн тĕшши. Амăшĕн сăнарĕ ултăк юрринче ачисенче çынлăх туйăмĕсене вăратайманшăн ÿкĕннĕ пек, хăйне айăпланă пек тухса тăрать.
3. Çырнă вăхăчĕпе тĕллевĕ
1950-мĕш çулсен варринчен тытăнса çĕр-шывра культ йăлисене сирме пуçласан этем ирĕклĕхне хисеплесси, халăх шухăш-кăмăлне шута илесси сарăлса пынă. Шăпах çак вăхăтсенче чăваш литературинче талантсем палăрма пуçлаççĕ. Ю.Скворцов – вĕсенчен пĕри. 1953 ç.«Ялавра» унăн пĕрремĕш сăвви пичетленсе тухнă. Çакăн хыççăн сăвви-калавĕсем час-часах пичетленме тытăнаççĕ.
4. Хайлав темипе шухăшĕ тачă çыхăнни. Жанрĕ, тĕсĕ
«Ултăк» - психологиллĕ калав. Калав вăл – çын пурнăçĕнчи пĕр-икĕ ĕç е пулăм çинчен калакан пысăках мар прозăллă хайлав. Психологиллĕ калав чун-чĕре хусканăвне кăтартать. Ю.Скворцов пире çак калавра кăмăл-сипет çинчен шухăшлаттарать. Тăван киле, аннесене манас марччĕ, вĕсемшĕн тĕрек пуласчĕ тесе асăрхаттарать. Ашшĕ-амăшĕн ачи умĕнчи тивĕçĕ – вĕсене пăхса ÿстерсе йĕркеллĕ çын тăвасси. Ачисен вара ашшĕ-амăшне мĕн çĕре кĕричченех пулăшмалла. Калав теми – ачисемпе ашшĕ-амăшĕсем хушшинчи хутшăну. Тĕп шухăшĕ - ачисемпе ашшĕ-амăшĕсен пĕр-пĕрне ăнланма, туйма, пулăшма пĕлмелле, эгоист пулмалла мар.
5. Сăнарсем
Автор ĕç-пулăмсем ăçта, хăçан, хăш вăхăтра пулса иртнине уçса парать те сăнарсемпе паллаштарать.
Амăшĕ – 55-рен иртсе ĕç шутĕнчен тухнă карчăк. Автор текстра ун ятне кăтартман. Саттин саппунлă, шурă тутăрлă, пилĕк хуçми ярса тăхăннă шурă пÿс (шуратман пир) кĕпеллĕ карчăк. 4 ачине пĕччен пăхса аслă пĕлÿ пама пултарнă. Халĕ килĕнче пĕччен пурăнать. «Пурăнкалатăп çапла, шывран илсе каççине хурса тенĕ пек. Мĕн ман, ват çыннăн пурăнни… Унтан ыратать, кунтан сурать…вăл çитмест, ку çитмест…Пĕччен çынна хисеп çукрах çав», - тет курма килнĕ Володьăна йывăр пурнăçĕ çинчен систерсе. Чух пурăнать пулсан та тулăх пурăнакан ывăлĕсене апат-çимĕçпе пулăшать. «Вăхăтсăр вилсе ывăлсене чăрмантарас марччĕ», - тенĕ амăшĕ чирлесен те. Çут çанталăк ытамĕнче çеç хăйне телейлĕ туйнă пулĕ. Хăй юратнă вăрман кĕтессинчех, илемлĕ вырăнти масар çинче чун канăçлăхне тупрĕ карчăк.
Володя – хулара учительте ĕçлет. Институт пĕтернĕренпе те тăван ялĕнче пулман. Ĕçлеме пуçлани 3 çул ĕнтĕ, авланни 2 çул. Арăмне яла илсе килсе кăтартман-ха. Ялне килсен те амăш апат-çимĕçĕпе хĕпĕртесех хăналансан кунĕпех тăван тавралăх илемĕпе киленсе çÿрет те амăшне пулăшса урлă выртана тăрăх çавăрса хумасăрах тепĕр кунне хулана тухса каять. Амăшĕ вилсен çеç хуçалăхĕ юхăннине, амăшне нимпе те пулăшманнине асăрхаса ÿкĕнет.
Хăйсене пурнăç çулĕ çине кăларнă амăшне юлашки çула ăсатма Володьăсăр пуçне Иллепе Çитăр килеймен.
Саша – кĕçĕн ывăлĕ. Амăшĕ: «Аслисем çын пулчĕç-ха хăйсене пурăнмалăх, кĕçĕннине çеç вĕрентеймерĕм», - тесе калаçать пулин те, 4 ывăлтан пĕр Саша çеç чăн-чăн çын пулнине куратпăр. Вăл аякка ĕçлеме кайнă пулсан та амăш патне час-часах çыру çырать, унăн хавшак сывлăхĕшĕн кулянать, пур-çук укçине ярса тăрать, çурт-йĕрне юсасшăн, пиччĕшĕсем амăшне маннăшăн ÿпкелешет.
Калуçă кунта автор шухăш-кăмăлне вулакан патне çитерекен хушма персонаж. 3-мĕш сăпатри калу формипе вăл хайлаври ĕç-пуçа пуçарса, унтан мĕн пулса иртнине каласа ăнлантарса пырать. Калавра калуçă кам майлă пулни те сисĕнет. Калуçă ывăлĕсене ырласах кайманни, сивлени çак ирониллĕрех йĕркесенче курăнать: «Вĕсем тăван ялĕ çинчен те, унта амăшĕпе чи кĕçĕн шăллĕ пурри çинчен те мансах кайнă теме çук: ик-виçĕ çулта пĕрре çыру çыркаланă, киле пырса курас шут та тыткаланă. Анчах вĕсем яла пырас тенĕ кун яланах тĕнче шавкăнĕ пăсăлнă: çумăр, çил, сивĕ…е килти «çанталăк» пăсăлса кайнă». Амăшне шеллесе «эй, шеремет чăвашĕ» тет вара.
6. Сюжет аталанăвĕ, композицийĕ, конфликт
Мĕншĕн автор çак сюжета илнĕ-ха? Калас пулать, ку, тĕпрен илсен, ун пурнăçĕпе çыхăннă. Хăй те ашшĕ патне Арапуçне пурăнма тухса кайсан тăван ялне урăх килмен, амăшне 6 çул хушши курман. Вăтам шкул пĕтерсен çеç тăван ялне таврăннă. Ютшăну туйăмĕ пулнах ĕнтĕ.
Калавра сăнланă ĕçсем пĕрин хыççăн тепри йĕркипе пулса пыраççĕ. Апла пулсан сюжетпа композици шайлашуллă. Çакăн пек ĕç йĕркине фабула тытăмлă е тÿрĕ тытăмлă тетпĕр.
Ĕç умĕ илемлĕ хайлав пуçламăшĕнче пулать. «Ултăк» калавра автор Володя яла курма килнинчен пуçлать. Иллепе Çитăр тăванĕсем ялта нумай çул пулманнине асăнать. Володя тăван ялне çитет.
Ĕç аталанăвĕ. Амăшĕ ывăлне чăвашла, ывăлĕ амăшне вырăсла сывлăх суннинчен ывăлĕпе амăшĕ хирĕçле сăнарсем пулни сисĕнме пуçлать. Анчах ку конфликт тĕвĕленĕвĕ мар-ха. Амăшĕ: «Унтан ыратать, кунтан сурать…вăл çитмест, ку çитмест…Пĕччен çынна хисеп çукрах çав», - тесе калани ывăлĕн хăлхине кĕмест. Ывăлĕ: «Мĕн тери ырă аннепе сĕтел хушшинче ларма! Анне пĕçернĕ апат-çимĕçпе хăналанма!»- тесе хĕпĕртет. Володя кунĕпех тăван тавралăхпа киленсе çÿрет. Акă конфликт тĕвĕленĕвĕ. Ку вăл тулашри конфликт – сăнарсем хушшинчи хирĕç тăру.
Амăшне пытарма кайсан Саша çырăвне вуласа тухсан Володя пĕр хушă чĕлхесĕр пек пулса ларать. Вăл пÿрт-çуртне, хуралтăсене сăнама пуçлать, амăшне аса илет. Ун чунĕнче психологиллĕ(шалти) конфликт вăй илет. Ывăлĕ хăй айăплине ăнланса илет. Хăйне хăй ятласа çине-çинех риторикăллă ыйтусем парать. Ку вăл кульминаци пулать.
Ĕç амăшне пытарнипе, ачасен амăшĕ умĕнчи парăмĕ пирки аса илтерекен хурлăхлă кĕвĕпе вĕçленет.
Пĕр енчен, калаври конфликт татăлчĕ теме пулать, мĕншĕн тесен Володя текех амăшĕпе тÿрĕ конфликта кĕрес çук ĕнтĕ. Анчах, тепĕр енчен, калав кульминацийĕ тата унăн вĕçĕ Володя чунĕнчи конфликт нихçан тÿрленмелле мар тарăн суран хăварнине кăтартать.
7. Автор позицийĕ
Кирек мĕнле литература хайлавĕнче те автор хаклавĕ пуррине палăртма пулать.Тепĕр майлă ăна автор позицийĕ те теççĕ. Автор хаклавĕсĕр илемлĕ хайлав пулма та пултараймасть, мĕншĕн тесен çыравçă обществăри пĕр-пĕр проблемăна халăх умне илемлĕх тĕлĕшĕнчен йĕркелесе кăларать те вулакана тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тума май парать. Юлашки сывлăшĕ тухнă чух та: «Ах, ман урайĕнче шăлăнмасăр çÿпĕ юлать-ха, çавна шăлмасăр вилсе каяс марччĕ», - текен хĕрарăмсене автор шеллет. «Чухăнччĕ-и Володя уйăхсерен пĕр вунă тенкĕ те пулин амăшне укçа ярса памалăх? Чĕлхесĕрччĕ-и вăл амăшĕн сывлăхĕ пирки ыйтса пĕлме?» сăмахсенче Володьăпа автор сăмахĕсем пĕрлешсе каяççĕ. Писатель Володьăна ÿпкеленипе пĕрлех амăшне хĕрхенни те курăнать.
8. Калавăн сăнарлă чĕлхи
Кашни ÿнерĕн ăна тивĕçлĕ ĕç хатĕрĕ, материалĕ пур. Кĕвĕ-çемĕ хайлама нота çырăвне пĕлмелле. Скульпторшăн тăм е гипс ал майлă. Писателĕн ĕç материалĕ – сăмах, чĕлхе. Чĕлхепе хуçа пулмасăр, сăмаха мĕнле кирлĕ çапла авкалама вĕренсе çитмесĕр пысăк шухăшлă та илемлĕ, уçăмлĕ та витĕмлĕ япала çырма çук.
Писатель чĕлхи сăнарлă пулнине тÿрех асăрхама пулать. Пĕлсе усă курнă илемлĕх мелĕсемпе пуплев фигурисем текста пуянлатаççĕ.
Глаголсене çуклă формăра лартса, иртнĕ вăхăтпа усă курса (юсаман, пăсман, çыпăçтарман, çурăлнă, чĕнмесĕр тăчĕç) çак çемьери хутшăнусем тĕрĕс маррине, тÿнтерле пулнине кăтартать автор. Сасăсен килĕшĕвне пăхас пулсан, çакна каламалла: сăмахсенче ялан янравлă хупă сасăсем илтĕнни (турăм, кураймарăм, пĕлтĕр, хурлăн) чуна çÿçентерет, кисрентерет. Уçă сасăсене тăсса калани, вĕсен кĕвĕлĕхĕ (у-ултăк, ул, хĕр, усси, турăм, кураймарăм) амăш хÿхлевне аса илтерет.
Диалект сăмахĕсем хайлаври ĕç-пуç, санар хăш тăрăхра пулнине кăтартаççĕ. Текстра тури чăваш калаçăвĕн уйрăмлăхĕсем куç умне тухса тăраççĕ (ул, шур пÿс кĕпе, лайăх пурăнса-и, таса пурăнса, ĕнĕçмест, хĕрен, Алтая кайса-иç, сайхахлăх).
Ю.Скворцов чылай предложени умĕн те, хыççăн та нумай пăнчă лартать. Ку вăл автор шухăша вĕçлеменнине пĕлтермест. Нумай точкăсем Володя шухăш-туйăмне малалла тăсма, аталантарма кирлĕ. Çыравçă текстра кĕске, хутсăр предложенисемпе усă курать (Карчăка йăтса кайрĕç… Пытарчĕç… Тула тухрĕ…Пĕлтĕр те çаплаччĕ кусем…). Пысăк шухăшах кĕскен, анчах татăклăн калама пултарнинче автор ăсталăхĕ курăнать.
Илемлĕх мелĕсемпе автор виçеллĕ усă курнă (ытлашши пылак та лĕклентерет). Текст эпитетсемпе, метафорăпа, олицетворенисемпе, фразеологизмсемпе (çара кил карти, çийĕнсе пĕтнĕ каска вырăн тупнă, килти çанталăк пăсăлса кайнă, тĕнчĕ шавкăнĕ пăсăлнă, улатăпа уласа макăрчĕ, кутăнла ĕç) илемлĕ.
Ăшри монолог тĕслĕхĕнче Володя пăтранчăк шухăшсемпе асапланни курăнать. Шухăшсен капланăвĕ чун канăçсăрлăхне çиеле кăларать. Ахальтен мар унăн пуплевĕ риторикăллă ыйтуллă («Чухăнччĕ-и Володя уйăхсерен пĕр вунă тенкĕ те пулин амăшне укçа ярса памалăх? Чĕлхесĕрччĕ-и вăл амăшĕн сывлăхĕ пирки ыйтса пĕлме?»).
Володя, тен, хăй айăпне йышăнмасть те пулĕ, анчах персонаж чун-чĕринче мĕн пулса иртнине вулакан тавçăрасса, тĕрĕс хакласса шанать автор. Саша çырăвне те ăшри монолог тĕслĕхĕ теме пулать.
Символсем те çыравçăн нумай вăрттăнлăхне уçса параççĕ, хайлава тарăнрах ăнланма май параççĕ. Карчăкăн выльăх-чĕрлĕх ĕнĕçмест: пĕр сысна çури вилнĕ, кăвакал чĕпписем амăшсĕр, ĕни хĕсĕр. Кусем амăш тăлăх пурăннине кăтартаççĕ. Пĕр çĕклем çатрака, чĕлпĕкленсе-çийĕнсе пĕтнĕ каска пуканĕ ват çыннăн чун терчĕ-асапне, пĕччен пурнăçри хурлăхне сăнлаççĕ. Саланса кайнă чĕпĕсене çăра курăк хушшинче шыраса çÿрекен карчăк ытарлă шухăш упрать. Ачи-пăчине пĕрле пухса шăкăл-шăкăл калаçайманнипе хурланса йĕретчĕ пуль, ачи-пăчи вара чунсăр, ним туйми.
9. Ытти хайлавсемпе танлаштарни
Ненец халăхĕн «Куккук ачисем» юмах пур. Тăлăх арăмăн виçĕ ача пулă. Ахаль те ашшĕсĕр ÿсеççĕ тесе хĕрарăм ачисене çав тери ачашланă, нимĕн те ĕçлеттермен. Ачисем çавна май тÿр пилĕклĕ ÿснĕ, амăшне те шеллеме пĕлмен. Пĕррехинче амăшĕ сунара кайсан шăнса чирлет, вырăнпах выртать. Амăшĕ шыв ĕçтерме ыйтнине те, утиялпа витме каланине те итлемеççĕ ачисем. Хырăмĕ выçсан çеç киле кĕреççĕ те амăш апат хатĕрлеменшĕн тăрăхаççĕ. Чунсăр ачасем ÿстернине ăнланса илнĕ амăшĕ йĕрсе ярать те Вăрман туррине хăй патне илме ыйтать. Кайăксем пĕрер тĕк татса параççĕ те, хĕрарăмран кайăк пулса тăрать. Ачисем патĕнчен вĕçсе каять. Хăй ачисемшĕн тунсăхласа ку-ку! ку-ку! тесе авăтакан кайăка куккук теме пуçлаççĕ вара.
Икĕ текстра та амăшĕсем ачисене тĕрĕс мар пăхса ÿстернине, хăйсене хисеплеме вĕрентменнине куратпăр.
10. Пĕтĕмлетни
Текст кирек кама та шухăша яма пултарать. Чуна тытса пăчăртаса илекен произведени. Пурнăçран гармони тарса çухални чуна пусахлать. Чăнах та, анне пирĕншĕн пурнăç, тĕрек, савăнăç, кил ăшши, телей. Эпĕ вара уншăн тĕрек, савăнăç, телей пулайăп-ши тесе ыйтмалла кашнинех хăйĕнчен. Çемье вулавĕн тĕслĕхĕ пулмалла ку калав.
 
 
 
 
■ Дунаева Галина Витальевна.
Канаш районĕ, Карăклă вăтам шкулĕ
 
: 3428, Хаçат: 3 (15), Категори: Чăваш литератури

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: