Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Данилова Алевтина Петровна
Данилова Алевтина Петровна
 
Сывлăхран хакли çук пурлăх,
Сывлăх пур-тăк пурнăç ырлăх.
 
Асра тытăр ĕмĕрех:
Сывлăх чăн та кирлĕрех.
 
Сывлăх хаклă пуринчен,
Упра ăна виличчен.
 
ÇУК пулнишĕн сывлăху,
Куншăн айăплă эс ху.
 
Сывлăха улăштармаççĕ,
Укçапа та илеймеççĕ.
 
Сывă пурнăç йĕркине
Кĕрт хăвăн кун йĕркине.
 
Ÿтре сывлăх пулмасан
Пурнăç ăнăçаймĕ сан.
 
Сывлăха ялан упра,
Питĕ хаклă вăл тупра.
 
Сывлăхран хакли вăл çук,
Ăнлансам çакна, Куçук.
 
Сывлăх пулсан пурте пур,
Эсĕ ырă та сатур.
 
Сывă пурнăçăн йĕрки
Ку чухнехи кун ыйтни.
 
Сывлăх хаклă ĕмĕрех,
Сан ăсна çак кĕтĕрех.
 
Пурлăх теççĕ сывлăха,
Кирлĕ пĕтĕм халăха.
 
Упрăр пур чух сывлăха,
Ан кĕрсемĕр çылăха.
 
Чи кирли пурнăçра – сывлăх.
Ăнланмасан çакна – хурлăх.
 
Ваттисем çакна ăнланнă:
Сывлăх упрама каланă.
 
: 2196, Хаçат: 1 (13), Категори: воспитани ыйтăвĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: