Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Федорова Ирина Николаевна
Федорова Ирина Николаевна
 
Ум сăмах
Тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕ: чăвашсен çут çанталăка упрас ыйтăва тапратнă çыравçисемпе, вĕсен хайлавĕсемпе паллашасси.
 
Тĕллеве пурнăçламалли мелсем:
1. Чăвашсен çут çанталăка упрас ыйтăва тапратнă çыравçисемпе вĕсен хайлавĕсем çинчен материалсем пухасси.
2. Пухнă материала системăласси.
3. Тĕпчев ĕçĕ çырасси.
4. Тĕпчев ĕçĕ тăрăх презентаци йĕркелесси.
 
Тĕпчев объекчĕ: илемлĕ литература хайлавĕсем
Тĕпчев материалĕ:
1.Чăваш çыравçисен хайлавĕсем.
2.ЧР тухса тăракан хаçат-журнал статйисем.
 
Хĕвел, сывлăш, шыв тата çĕр – этемлĕх сăпки. Этемпе çут çанталăк ĕмĕрсем хушши килĕшÿре пурăннă. XX ĕмĕр вĕçĕпе XXI ĕмĕрте этемлĕхе экологин çивĕч ыйтăвĕсем канăç памаççĕ. Хими им-çамĕпе çĕре-шыва варалани, фабрика-заводсен тĕтĕмĕ атмосферăна сиенлени тата çĕр эрозийĕ пирки пурте пĕлетпĕр.Тăван çĕрĕн илемне, тасалăхне упрасси кашни çыннăн чун тĕпĕнче анчах мар, ĕçĕнче те пулмалла.
Тăван тавралăх – сывлăх тĕрекĕ. Мăн асаттесемпе асаннесем çакна питĕ лайăх ăнланнă.Этем çут çанталăкран вăй-хăват илет, çавăнпа вĕсем ăна пуç çапсах хисепленĕ. «Эпир çĕртен пулнă, çĕрех пулатпăр», – теççĕ халĕ те.
Шыва та этем сĕмсĕррĕн варалать.Çуркуннесенче выльăх-чĕрлĕх фермисенчи тислĕк те çумăрпа юхса анать.Çăл куçсемпе юхан шывсем те типсе пыраççĕ, вăрмансене касса пĕтереççĕ, тулăхлă тăпра сийĕ арканать, чĕр чунсемпе кайăк-кĕшĕксен йышĕ те чакать.
Çĕр çинче халĕ темле хими япали те туса кăлараççĕ. Вĕсенчен чылайăшне этем организмĕнче тупаççĕ. Ку вара уншăн тата малашнехи ăрушăн питĕ сиенлĕ. Анчах та айăпĕ камра-ши? Паллах, хамăрта. Апла пулсан, çут çанталăка упрасчĕ. Ăна çăлса хăвармасан этем хăй те çăлăнса юлас çук. Унă организмĕ ăруран ăрăва пăсăлса пырсан этемлĕхĕн кунĕ те кĕскелĕ.
Этем çут çанталăка питĕ варалать, сиен кÿрет. Ку вара – айри турата касса янă пекех. Чăваш çыравçисенчен çут çанталăка упрасси çинчен хăшĕсем çырнине, çак ыйтăва вĕсем мĕнле хайлавĕсенче çутатса панине манăн питĕ пĕлес килет. Тантăшăмсене те çут çанталăкăн тусĕ тăвас кăмăлăм пысăк. Çавăнпа манăн пĕрле вĕренекенсене чăвашсен çут çанталăка упрас ыйтăва тапратнă çыравçисемпе тата вĕсен хайлавĕсемпе паллаштарас килет. Çут çанталăка упрасси – паянхи кунăн чи çивĕч ыйтăвĕ пулнине шута илсе те эпĕ çак тĕпчев ĕçне пуçăнтăм. Çак темăпа эпĕ çут çанталăк этемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, вăл çынсен сывлăхĕ, пурнăçĕ, шанчăкĕ пулнине туйтарас тата çут çанталăк илемне упрама вĕрентес тĕллев лартрăм. Ачасем çут çанталăк илемне курма, унпа савăнма çеç ан хăнăхчăр, çав илеме упрас, çĕнетес туйăмпа хавхаланччăр.
 
Тĕплĕнрех çыпăçтарнă файлра паллашма пулать
■ Федорова Ирина Николаевна.
Çĕрпÿ районĕнчи Михайловкăри тĕп шкул
 
: 2568, Хаçат: 5 (11), Категори: Чăваш литератури

Комментарисем:

даня (2018-04-19 16:01:33):
тавтапуç сире

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: