Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Кулакова СветланаПантелеймоновна
Кулакова СветланаПантелеймоновна
 
«Вĕрентекен» сăмах пĕлтерĕшĕ калама çук анлă. Ĕмĕр тăршшĕпе кам кăна вĕрентмест пире: атте-анне, асатте-асанне, кукаçипе кукамай, аслă аппасемпе пиччесем, учительсем, юлташсем...
Апла пулин те, ман шухăшпа, чăн-чăн вĕрентекен-пурнăç. Ахальтен-им, пурнăç вĕрентет тенĕ.
....Ырă туйăмлă аса илÿсен ытамĕнче ларатăп. Куç умне савăк та хаваслă вăхăтсем, тулли кăмăлпа ирттернĕ ачалăхăн паха саманчĕсем пĕрин хыççăн тепри кинори пек шуса иртеççĕ. Аса илÿ çăмхине сÿтсе яратăп та куç умне юратнă кукамай сăнарĕ тухса тăрать. Ыррине, пахине нумай панă вăл мана. Тĕрĕссипе, ăс-хакăл çÿпçи тейĕттĕм ăна. Пирĕн вăхăтра ялсенче ача сачĕсем пулман. Шкул çулне çитиччен манашкал шăпăрлансем вăхăта ытларах асламăш-кукамăшĕпе ирттернĕ.
Манăн та ачалăхăм Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ялĕнче кукаçипе кукамай ытамĕнче иртнĕ. Чи пĕрремĕш мăнукĕ пулнăран-ши хăйĕн хĕрĕ вырăннех хуратчĕç. Кукаçи ăста платник пулнăран ялан тĕнчереччĕ. Пушă вăхăтра та хăйĕн мастерскойĕнчен тухма пĕлмесчĕ: чÿрече рамкисем, сĕтел-пукан, кĕрепле таврашсем ăсталатчĕ. Анчах та сăмахăм ман паян ытларах юратнă кукамай çинчен.
Кукамая ялта хисеплесе Анастасия Федоровна, Наççа аппа, кумма, инке тесе чĕнетчĕç. Кÿршĕ ялсенче пурăнакансем те паллатчĕç, пĕлетчĕç ăна. Ытахальтен мар. Калама çук ырă кăмăллăччĕ вăл, унра тĕлĕнмелле ăшă тапса тăратчĕ. Шкулта та туллин вĕренме май килмен, ятарлă пĕлÿ те илмен вăл. Анчах та пурнăç шкулне алла илнĕ, пурнăç вăрттăнлăхне аван пĕлнĕ.
Тин кăна çуралнă чарăнми йĕрекен пепкесене лăплантарма пĕлетчĕ, çынсене тĕлĕксем каласа паратчĕ.Тĕрлĕ чир-чĕртен халăх меслечĕпе, курăксемпе сипленмеллине те чухлатчĕ. Çанталăк пулăмĕсене те тавçăратчĕ. Кăмпана, çырлана, мăйăра, çăл куç тапакан вырăна, утара ертсе çÿретчĕ. Хăйĕнпе пĕр вăхăтри çынсем патне кайнă чухне те хăвармасчĕ. Çула май вара ÿсен-тăран, кайăк-кĕшĕк, чĕр-чун тĕнчипе паллаштаратчĕ. Пушă вăхăтра ал ĕç вăрттăнлăхĕсене уçатчĕ, чăваш апатне янтăлама хăнăхтаратчĕ... «Кăна çапла ту»,- тесе кăнттаммăн та турремĕнех каламасчĕ вăл. Вăрттăн меслетсемпе усă куратчĕ. Урай шăлнă чухне çÿп-çап таврашне хăварсан е лайăх типĕтмесен пулас упăшку шакла пуçлă ĕçекен арçын пулать , япаласене хытă пăрса çакмасан- ачу сĕлекеллĕ, ачаш пулать тетчĕ. Тум-тире вырăнсăр пăрахсан усал ерет тесе асăрхаттаратчĕ. Тен ахаль сăмахсемпе каланă пулсан, ăша вырнаçман та пулĕччĕ. Кĕскен те ытарлăн калатчĕ. Тирпее вĕрентнĕ мĕн пĕчĕкрен. Пусма картлашкине те хăйăрпа, кусарпа хырса çутаратчĕ. Сап-сар пулатчĕ типсен, хĕпĕртесе сăнатчĕ ман ĕçе, мухтаса та илетчĕ. Савăннипе тата та ытларах тăрăшаттăм. Унăн вĕрентĕвĕ пирки вĕçĕ-хĕррисĕр çырма пулать. Вăрттăнлăха упрама, сăмаха шăл хушшинче тытма вĕрентетчĕ. «Çăвартан тухни хăлхана кĕретех, чултан та шыв тухать теççĕ»- вĕрентетчĕ ăслă кукамай. Пурнăç пурăнса курнă çын ачасене мĕн вĕрентсе каламаллине, еплерех сĕну-канаш памаллине, мĕнле сăмахсемпе каласа чуна витермеллине пĕлнех ĕнтĕ. Унăн чунĕ витĕр мĕн чухлĕ хĕн-асап, курену-тарăху, савăнăç-хĕпĕрту тухман-ши! Пур-пĕрех хăй тÿснĕ хура-шура ачисене кăтартасшăн марччĕ, ывăл-хĕрĕн кун-çулĕ тикĕс те вăрăм пултăр, пурнăç çулне ăраскаллă утса тухма пил паратчĕ: «Ĕмĕре йĕркеллĕ пурăнса ирттерме пуçра -ăс, алăра-ĕç, чун-чĕрере çирĕп сывлăх та ырă кăмăл кирлĕ»- тетчĕ кукамай. Çынсемпе те, тăван-хурăнташпа та лăпкă та ăшшăн калаçатчĕ, Турра ĕненсе унран пулăшу ыйтатчĕ, çавăнпа хăйне аван туятчĕ. Куккасемпе аппасем тăтăшах килсе çуретчĕç тăван килне. Шăкăл-шăкăл калаçса-шутлесе ларатчĕç. Сасса хăпартса вырăнсăр сăмахсемпе пĕр-пĕрне курентернине вара астумастăм. Çын хуйхăрнă чухне те асăрхануллă, ăш пиллĕ пулма вĕрентетчĕ. Кивçен ыйтаканăн кăмăлне яланах тивĕçтеретчĕ. «Мăшăрна путсĕр сăмахсемпе курентерни мана намăслантарни пулать»- тетчĕ ывăл-хĕрĕсене. 7 пĕр тăван кукамай пилне асран яман. Пурте хăйсен вырăнне тупнă, çемйисемпе килĕштерсе пурăнаççĕ, хăйсем хыççăн ырă йĕр хăвараççĕ.
Кукамайăн ĕмĕрĕ вăрăмах пулмарĕ пулин те ачисен йышлă мăнукĕн телейне курса çĕре кĕчĕ, ырă ят хăварчĕ, хăйĕн ылтăн çупçине пире парса хăварчĕ. Эпĕ вара унăн пархатарлă сăмахĕсене ăша хывса упратăп, ачасене ырăлăхпа йĕркелĕхе ăса вĕрентсе кукамайăн ырă тĕслĕхĕпе кун-çул сукмакне такăрлататăп.
■ Кулакова СветланаПантелеймоновна.
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен,
Патăрьел районĕ, Ыхра Çырми шкулĕ
 
: 2323, Хаçат: 5 (11), Категори: Чăваш культури

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: