Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Çĕнĕ çул уявĕн сценарийĕ
Вĕрентекен
Ертсе пыракан ачасем
Амăшĕ
Асанне
Юр пĕрчисем
Куянсем
Çăлтăрсем
Хĕл Мучи
Кушак
 
Хĕл уявĕ валли хатĕрленĕ залра пулса иртет мĕнпур ĕç.
 
Вĕрентекен
 
Каллех хĕл çитрĕ таврана
Çăвать шур юр, юхать юка,
Е алхасатĕ çил-тăман.
Çапах та пур ун лайăххи
Хĕлле килет пире валли
Çак капăр ёлкăн ыр вăйии.
 
Ачасем "Çĕнĕ çул" юррине юрлаççĕ.
 
1-мĕш ача
Пит сивĕ урамра
Шăнать ман ал-ура.
Анчах та ман çапах
Асанне патне часрах
Çитес килетĕ хăвăртрах.
 
2-мĕш ача
 
Уета печени, канфетсем
Сĕтел тулли-çке асаннен.
Эпир унта чунтан савнатпăр,
Ташлатпăр тĕрлĕ атшăсем.
 
Ачасем çĕнĕ çул ташшине ташлаççĕ. Ёлка патне шап-шурă тум тумланнă асанне кĕрет.
Асанне.
 
Эпир паян кушакпала
Капăрлатса çак чăрăша.
Пит ывăнтăм эп пулмалла,
Кăштах канса илем кунта.
 
1-мĕш ача
Асанне, эсĕ кансам
Çак пукан çине ларсам.
Эпир, санăн ачусем,
Юрлар ырă юрăсем
 
Ачасем юрăсем юрлаççĕ
Амăшĕ
Эпир асанне валли
Вĕри шыв вĕретĕпĕр
Вĕри шыв вĕретĕпĕр,
Вĕри чей ĕçтерĕпĕр.
Вăл чей ĕçнеĕ хушăра
Кашни сăвă калăпăр.
 
Ачасем сăвă калаççĕ
 
Асанне
Эй,епле аван паян,
Çĕнĕ çул хитре паян,
Ачасем те пит маттур,
Вĕсем валли парне ман пур.
 
Ачасене кучченеç валеçсе парать.
Юр пике кĕрет.
 
Юр пике
Çĕнĕ çул капла кичем
Хĕл мучи кирлех пире
Çавăнпа та ачасем
Хăвăртрах ăна чĕнер.
 
Юр пикепе ачасем Хĕл мучине чĕнеççĕ: "Хĕл Мучи!!", анчах лешĕ курăнмасть.
 
Юр пике
 
Хĕл Мучи тем курăнмасть,
Унсăр Çĕнĕ çу пулмасть.
Атьăр пурте ачасем
Шырама ăна пуçлар.
 
Ачасем пурте Хĕл Мучине шыраççĕ, кам ёлка тавра чупать, кам куракансем хушшинче шырать, кам юнашар пÿлĕмре пăкалать.
 
Пурте Юр пикене Хĕл Мучи çуккине пырса калаççĕ.
Юр пике.
Эх, капла асаннепех
Ёлка иттерме тивет.
Вăл пит ватă, ав каллех
Çывăрать, тем тĕлленет.
 
Ёлка айĕнчен кушак тухать.
Кушак.
Эсир ман асаннене
Пит ан тиркĕр хурласа
Вăл сире Хĕл Мучине
Самантрах парать тупса.
 
Амăшĕ.
Ку чăнах та тĕрĕсех,
Асанне вăл пĕлетех,
Хĕл Мучийĕ ăçтине.
Вăл ăçта çÿренине.
 
Кушак
 
Эсир калăр сăвăсем,
Эсир юрлăр юрăсем,
Эсир ташлăр ташăсем.
Сире илтсен асаннен
Кăмăл пулĕ туллиех.
Вара пирĕн асанне
Тупса парĕ Мучине.
 
 
Ачасем сăвăсем калаççĕ, юрăсем юрлаççĕ, ташăсем ташлаççĕ.
Асламăшĕ малтан çывăрать, кайран вăранать те, ачасемпе пĕрле юрлать, ташлать
 
Ачасем
Хĕл Мучи нита та çук,
Асаннеçĕм пулăшсам
Эс кăна пĕлетĕн теççĕ
Хĕл Мучийĕ ăçтине.
 
Асанне.
Пĕлейместĕп çав, ачсем,
Тĕл пулман ăна кăçал.
Анчах Юр пĕрчийĕсем
Пĕлмеллех, ыйтса пăхар.
 
Юр пĕрчисем çинчен юрă юрлать. Çав юрă çеммипе Юр пĕрисем çаврăнса кĕреççĕ, ёлка тавра ташлаççĕ.
 
Асанне
Юр пĕрчисем вĕçсе çÿреççĕ,
Ăçта кăна вĕçсе çитмеççĕ,
Курнах-ха пулĕ-çке вĕсем
Хĕл Мучие уй-хирсенче.
 
Юр пĕрчисем
Курман паян çÿренине,
Ĕнер пыратчĕ михĕпе.
 
Ачасем.
 
Асанне, атя чĕнер куянсене,
Вĕсем чупаççĕ пур çĕрте,
Курнах ĕнтĕ Хĕл Мучие.
 
Кушак.
 
Вĕсен хÿри кĕске, манăнни пек мар,
Вĕсем нимех те пĕлес çук, ыйтар та мар.
 
Куянсем чупса кĕреççĕ.
 
Куянсем.
 
Ку кушак ялан суять!
Курнă Хĕл мучине эпир.
Вăл михĕпе утать,
Тепăртакран кунта çитет.
 
Путарнă çăлтăрсем нумай,
Кашни вĕсем ăста çав тер
Кашнин валли парне самай
Кушак валли кăна çук тем.
 
Амăшĕ
 
Куянсем, эсир ытла
Ан кÿрентерĕр кушака.
Кушак хуçа килте
Ăна итлер.
 
 
Кушак
Эп алăка уçса хурам,
Хĕл Мучине кĕтме тухам.
 
Юр пики
Эп те тухам-ха кушакпа,
Хĕл Мучине пулăшмалла.
 
Асаннепе амăшĕ.
 
Юрлар-ха атьăр ачасем,
Савăнтарма хатĕрленер
Хĕл Мучине.
Парне илсен калатпăр сăвă
Юрла, ташла та саваăн.
 
Ачасем юрлаççĕ, ташлаççĕ.
Вĕсем савăннă хыççăн ёлка тавра çăлтăрчăксем чупма тытăнаççĕ.
Пĕр чупса кĕреççĕ, тепре тухаççĕ, унтан каллех уйрăммăн-уйрăммăн кĕреççĕ.
 
"Хĕл Мучи" килет тесе кăшкăраççĕ.
 
Хĕл мучи, миххине ёлка умне лартса.
 
Ачасем, ак çитрĕ ёлка
Симĕс чăрăшĕ тавра
Савăнса кĕтсе илетпĕр
Эпир тепĕр çĕн çула.
Эп пурне те саламлатăп
Çакă пысăк уявпа
Кашнинех сунатăп сывлăх
Эпĕ пĕтĕм çĕнĕ çулĕпе!
Сывлăх пултăр!
Телей пултăр,
Пултăр пиллĕк дневникре!
 
Ачасем юрлаççĕ, савăнаççĕ, Хĕл Мучине сăвăвсем каласа параççĕ
■ Виталий Виссаров.
Шупашкар хули
 
: 2268, Хаçат: 5 (11), Категори: Сценарисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: