Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
 
Тĕллевсем:
1) Ачасене чăваш халăх йăли-йĕркипе паллаштарасси, вĕсен тавракурăмне, пуплевне аталантарасси,
2) чăваш халăхĕн юрри-ташшин илемлĕхне туйма хăнăхтарасси,
3) ачасене туслă, пĕрле пулма вĕрентесси.
Вырсарни ир. Çăварнин пĕрремĕш кунĕ (аслă çăварни). Хапха уçăлсан ача-пăчасем кăшкăрашса урама чупса тухаççĕ. Кашнин аллисенче пĕчĕк çунашкасем.
1-мĕш ачи: Ăçта пирĕн Анюк ? Халь те çывăрать-и вăл?! Атьăр: кайрăмăр вăратма!
Пурте: Атьăр!
Ик-виç ача: (Анюка чĕнеççĕ )Анюк– çывракан, кĕл пашалу çиекен! Урама тух.
1-мĕш ачи: Анюк, тух! Мĕн çывăрса выртатăн? Паян çерçи тăриччен тăрса çунашкапа ярăнмалла.
Анюк васкаса тумтирне тăхăнкаласа хапхаран тухать. Аллине çунашка тытнă.
Анюк: Икерчĕ çиме те памастăр вĕт мана. Атьăр чуптартăмăр выляма, çунашкапа ярăнма?
2-мĕш ачи: Сăрт çине хăпартăмăр,
Çăварние чĕнтĕмĕр.
Утас çулне икерч сартăмăр,
Сарă çупа сĕртĕмĕр.
3-мĕш ачи: Çăварниçĕм, çăварни,
Сарă хĕр, вăрăм çивĕт.
Хĕрĕх асанне мăнукĕ,
Виçĕ анне хĕрĕ!
Атя пĕрле хăнана
Шурă пÿрте кĕрĕпĕр,
Малти кĕтесе ларăпăр!
Икерч çисе савăнăпăр!
Юрлăпăр та ташлăпăр!
4-мĕш ачи: Икерч çисе савăннă
Кулач çисе тăраннă.
Каччăсем катаччи чупаççĕ,
Ачасем çунашкапа ярăнаççĕ.
 
 
1-мĕш ачи: Атьăр, вылятпăр, шăнса кайрăм.
 
Пурте: Атьăр, атьăр!
 
2-мĕш ачи : Анюк, эсĕ нумай çывăрнăшăн - «айăпли » пулатăн.
 
Ачасем пурте «Айăпла» выляма пуçлаççĕ.
 
Вăйă йĕрки.
Юпа çинче тĕрлĕ тĕслĕ лентăсенчен тунă кашта. Ачасем кашта тавра юрă юрласа çаврăнаççĕ, юрă пĕтсен чарăнаççĕ, кашни тĕрлĕ тĕслĕ лентĕ суйласа илеççĕ, Кама лентă çитмест вăл айăпли пулать. Айăпли сăвă е ташă ташласа парать ..
 
Ачасем вылянă хушăра лентăсемпе, шăнкăравсемпе капăпрлатнă çунашкасемпе ачасем чарăнаççĕ. Ачасем вĕсене курсан кăштах айккинелле пăрăнаççĕ. Хăйсене май выляççĕ, кăшкăрашаççĕ, юрпа перкелешеççĕ.
 
Хĕр ача: Сивĕ хĕл, сывă пул.
Килсем, ăшă çуркунне.
Парăр хут карап мана,
Эп яратăп юхтарса
Арçын ача: Çăварни! Çăварни!
Çăварни çитрĕ, çу çитрĕ!
Картлă- картлă пашалу,
Карчĕсерĕн услам çу.
Ачасем, Çăварнине чĕнер.
Анюк: Ачасем, пурте пĕрле калар-и, Çăварнине чĕнер-и?
Çăварни! Çăварни!
Çăварна карса кил! (пурте пĕрле 3 хутчен)
Çăварни тухать.
Çăварни: Сывă- и, ачасем!
Ман килес.Халĕ эпĕ сире тупмалли юмахсем калăп, эсир хуравĕсене калăр.
Скатерть бела Весь свет одела. (Снег- юр.)
Чист и ясен, как алмаз, а дорог не бывает. (Лед - пăр.)
Без рук рисует, без зубов кусается. (Мороз - хĕл мучи.)
Что вверх корнем растет? (Сосулька.)
Черный, проворный, Кричит «крак» – червякам враг. (Грач- курак.)
Что на сковородку наливают, Да вчетверо сгибают. (Блины- икерчĕ.)
Рассыпала Лукерья серебряные перья, Закрутила, замела, стала улица бела. (Метель- çил тăман.)
По голубому блюду золотое яблочко катится. (Солнце- хĕвел.)
Не живое, а дышит. (Тесто- чуста.)
Дам поесть – ворчит, Ничего не дам – молчит. (Сковорода- çатма.)
Çăварни: Тавтапуç. Савăнтартăр мана. Ăслă ачасем эсир.
Халĕ вара çунашка çинче ярăнтарăр мана. Вара сире ăшă икерчĕпе хăналăп.
5-мĕш ачи : «Эх, катаччи, катаччи!
Катăк çатма икерчи!»
Кайрăмăр катаччи чупма.
Анюк: Ачасем 2-3 çунашка çаклатса катаччи чупар-и?
-Ай аван та . Катаччи-и-и.
Ачасем 2-шерен 3 –шерен ларса çунашкапа ярăнаççĕ
-Халĕ вара арçын ачасене вăййа чĕнер. Кам вăйлăрах пулнине пĕлер.
Вĕрен туртаççĕ.
Икерчĕ çиме кĕреççĕ
 
 
■ Мордвинова Л.В.
Сĕнтĕрвăрри хулинчи 1- меш номерлĕ гимназире
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.
 
: 2418, Хаçат: 4 (10), Категори: Сценарисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: