Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Г.Н.Волковăн ĕçĕ-хĕлĕ нумай енлĕ. Вăл – аслă вĕрентекен, писатель, ученăй, шухăшлавçă, публицист, куçаруçă, критик, академик, этнопедагог. Унăн пархатарлă ĕçне паян чăвашсемпе вырăссем çеç мар, ытти нумай-нумай халăхсем пысăка хурса хаклаççĕ. Калмăксемпе узбексем, кăркăссемпе таджиксем, якутсемпе поляксем, нимĕçсем. Чехословакире, Болгарире тата ытти чылай çĕршывсенче унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕлеççĕ, пурнăçра усă кураççĕ.
„Чăваш халăхĕн этнопедагогики”, - чăваш халăхĕн ăс-хакăл пурнăçĕн вышкайсăр энциклопедийĕ”, - тесе çырнă чăваш халăх поэчĕ П.Хусанкай 1967 çулта. В.Сухомлинский вара чăвашăн космонавт кăна мар, педагог та пур тенĕ. Раççейри çеç мар, тĕнчере те Г.Н.Волков этнопедагогика пионерĕ шутланать.
Паянхи çамрăксен шайĕпе, вĕсен куçĕпе пăхсан академикăн вĕрентĕвĕнчен эпир мĕн илме пултаратпăр?
Пĕлетпĕр, Г.Н.Волков калавĕсем çитĕнекен ăрăва ăс парас, вĕсене тÿрĕ те ырă чунлă пулма вĕрентессипе палăрса тăраççĕ. Çавăн пекех ашшĕ-амăшне, ватăсене хисеплесси, пурнăçра аслисем вĕрентнине тимлесси, кил-йышпа лайăх пурăнасси, тÿрĕ чунлă пулма хăнăхтарасси, ĕçе, тăван халăха, тăван чĕлхене юратасси çинчен калани малти вырăнта.
Паянхи çамрăк ытла та кăткăс вăхăтра пурăнать. Ку тапхăрта ăна чăннипех чун апачĕ çитмест. Эпир çакна аслисем лайăх пĕлсе тăратпăр. Апла пулсан пирĕн Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн ăслă та тарăн шухăшлă калавĕсене, унăн сăмахĕсене ÿссе пыракан ăрăвăн кашни ывăлĕ-хĕрĕ патне çитерме тăрăшмалла. Ку пирĕн тивĕç те.
Акă, илер-ха „Анне яшки” калавне. Вăтăр çул иртсен пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем тĕл пулаççĕ. Çак тапхăрта вĕсем тем тума та ĕлкĕрнĕ. Камăн чаплă машина, теприн хăтлă хваттер, виççĕмĕшĕ ученăй ятне илнĕ, тăваттăмĕшĕн арăмĕ чаплă тăхăнса çÿрет. Пиллĕкмĕшĕн пахчинче ют çĕршывра ÿсекен çимĕçсем çитĕнеççĕ. Çакăн çинчен вĕсем пĕр-пĕрне пÿле- пÿле мухтанса каласа панă. Анчах та вĕсен пичĕ-куçĕнче савăнăç туйăмĕ темшĕн ытлах сисĕнмен. Тепĕр юлташĕ вара калаçăва хутшăнман, айккинчен шăппăн итлесе ларнă. Сăн-сăпачĕ савăнăçлă. Çак япаласем унăн пурте пур ĕнтĕ. Вăл мухтанмасть. Ăна амăшĕ ача чухнехи пек çăмах яшки çитернĕ, ашшĕ тунă йывăç кашăкпа. Ачалăхне аса илнĕ, амăшĕ те сывах-ха. Ыттисем пурте шăпланнă. Вĕсене намăс пулнă, ашшĕ-амăшне аса та илмен, пуянлăхĕпе çеç мухтаннă. Пурнăçра япала мар, çывăх çын – анне чи хакли пулнине çирĕплетет Г.Н.Волков академик.
„Аçу- аннÿ яланах хисепре пултăр”, „Ăслă ача” калавĕсенче ватта сума сăвакан – хăй те ватă пулакан, ватта хурлăх тăвакан – хăй те хурлăх куракан шухăш тĕпре. Тăван амăшне панă чух пĕр пĕрчĕ шеллекен нимсĕр тăрса юлнă. Ашшĕ-амăшне йĕртекен пархатар курман тени пустуй сăмах мар çав.
„Чи пысăк инкек” калавăн пĕлтерĕшĕ те шухăша ярать. Мĕн-ши этемшĕн чи пысăк инкек? Алă çукки, урасăр пулни, илтейми пулни, курми пулни, ăсран тайăлни. Çук иккен. Вĕсенчен те пысăкрах инкек пур çĕр çинче юлхавлăх. Юлхав – чи пысăк инкек.
Е тата „Çил-тăвăл” калавне сăнар. Çанталăк питĕ сивĕ тăнă, урамра çил-тăман вĕçтернĕ. Пĕрене çинче пĕр старик ларнă. Çав вăхăтра пĕр çамрăк урампа иртсе пынă. „Мучи, мĕн туса ларатăн урамра çак çил-тăман вăхăтĕнче”, - тесе ыйтнă çамрăк. „Эй, ачам, тулти çил-тăвăл мĕн вăл? Пÿлĕмре ав ывăлăмпа кинĕм харкашаççĕ, ниçтан чарма çук. Ку чăнласах хăрушă çил-тăвăл. Яланах ас ту ачам: тулти çил-тăвăл килти çил-тăвăлран лăпкăрах. Ахальтен мар-çке ĕлĕкех ваттисем: „Кил-йышпа пĕрле пулсан çеç ăш-чик лăпкă пулать”, - тесе каланă. Чăнах, кил-йышра пĕр пек, лăпкă, килĕштерсе пурăннине ним те çитмест иккен.
„Суяпа инçе каяймăн” калавра пĕр çын мĕн ачаранпах ухмахла шÿт тума та суйма юратнă. Пĕррехинче кашкăр! кашкăр!, тепринче пушар! пушар! тесе кăшкăрать. Икĕ хутĕнче те кÿршисем чупса çитеççĕ ун патне. Пăхаççĕ: нимĕн те çук. Хăй кăна ахăлтатса ларать. Виçççĕмĕшĕнче ун çуртне чăннипех вăрăсем кĕреççĕ. – Вăрă! Вăрă! – тесе кăшкăрать çакскер. Ун патне никам та пымасть. Вăрăсем çакăнне пĕр япала хăвармасăр çаратса тухса кайрĕç тет. Ирхине суеçĕ макăрса ларать тет. Анчах кÿршĕсем ăна ĕненмерĕç те, хĕрхенмерĕç те тет. „Çынна улталăп тесе ан шутла, хăвна улталани анчах пулать”, - тесе вĕрентнĕ ваттисем. Пĕрре улталăн, иккĕ улталăн, виççĕмĕшĕнче ларса макăрăн.
„Çамрăкла вĕренни – чул çинче” калавра вара ача чух тăрăшса вĕренмеллине пĕлтерет. Юра çил те вĕçтерет, сар хĕвел те ирĕлтерет, чул çĕр çул хушши те тĕрĕс-тĕкелех выртать.
Упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕринпе хирĕçсе харкашса пурăнни çинчен çырса кăтартнă „Асамлă турпас” калавра. Хĕрарăм ним çукшăнах упăшкине киревсĕр сăмахсемпе ятлама пултарнă. Вĕсен ялĕнчех пĕр ватă старикпе карчăк пурăннă. Иккĕшĕ те питĕ ăслă пулнă. Хайхи çак хĕрарăм ăслă карчăк патне ăс ыйтма пырать. Ăсран ытла кунта эмел кирлĕ тет карчăк. Эпĕ сана асамлă турпас паратăп, упăшку ĕçрен килсенех эсĕ ăна çăварна хур та шăлусемпе çырт. Тем пулсан та кăларса ан ÿкер. Хĕрарăм ăслă карчăк вĕрентнĕ пек тунă. Темле ятлаçас килсен те чăтнă. Арăмĕ ятлаçманнине кура, упăшки те улшăннă. Пурнăçĕ вĕсен çапла кунран-кун лайăхланса пынă. Тахăшĕ айăплă, калама йывăр. Анчах ахаль мар: „Усалпа усал пулан, ырăпа ырă пулан”, - тенĕ авал. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç текен сăмахсем те çав шухăшах пĕлтереççĕ.
Кашни калавĕнчех Г.Н.Волков çамрăксене ваттисен сăмахĕ урлă ăса вĕрентсе калать.
Тепĕр шухăш. Тăван киле телей кÿрекен пул, тет академик. Пилĕк сăмах. Анчах вĕсенче мĕнле тарăн шухăш палăртать аслă вĕрентекен. Çакă ачан мĕн пĕчĕкрен тăрăшса вĕренмеллине, унтан алла специальность илсе çĕршыва юрăхлă çын, ыттисемшĕн, уйрăмах хăвăн ачусемшĕн ырă тĕслĕх пулмаллине калать. Вара этемĕн пурнăçĕ, ватлăхĕ канлĕ пулĕ. Унтах тепĕр шухăш çирĕплетет. Аçу-аннÿшĕн чи пысăк телей вăл – санăн тÿрĕ пурнăçу, ĕçченлĕхÿ, санăн ĕçри, вĕренÿри ÿсĕмÿсем.
Ман анне пек телейлĕ пулăр, тет Г.Н.Волков. Ман пек телейлĕ пулăр тесе академик амăшĕ тăтăшах каланă. Мĕнре курнă-ши хăйĕн телейне вăл? Ывăлĕсен пархатарлă ĕçĕнче паллах. Академик, профессор, пĕрре мар, иккĕ. Вĕсем çине пăхса савăннă амăшĕ, хăйĕн ачисен пархатарлă ĕçĕпе мăнаçланнă. Акă, ырă тĕслĕх кашнишĕнех.
Тепĕр шухăш та питĕ пысăк пăлтерĕшлĕ çамрăк ăрушăн, пуриншĕн те. Тăван çĕрĕн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак тет Г.Н.Волков. Кашни çыншăн тăван çĕршыв, тăван ен, тăван кĕтеспе тăван кил чи хакли. Кашни çын хăйĕн çĕршывĕпе, тăван ен, тăван чĕлхипе мухтантăр. Нихçан та тăван киле, тăван ене ан мантăр, ăна упратăр, унпа мухтантăр.
Мĕн чухлĕ ăслă та тарăн шухăш академикăн сăмахĕнче, вĕрентĕвĕнче. „Кашни çыннăн е уйрăм халăхăн шăпине виçĕ юрату татса парать – ачасене юратни, ĕçе юратни, Тăван çĕршыва юратни”, - тесе çырнă Г.Н.Волков хăйĕн пĕр кĕнекинче. Ахальтен мар. Геннадий Никандрович ачасене те, ĕçе те, Тăван çĕршыва та чăннипех юратнă. Анлă та сулмаклă пурнăç çул-йĕрĕпе утса хăйĕн вăй –халне шеллемесĕр Аслă Вĕрентекен чăваш халăхĕшĕн калама çук пысăк та сăваплă ĕç туса пынă.
Шел, паян пĕтĕмпех иртнĕ вăхăтра çырма тивет. Геннадий Никандрович мĕнле шăп пурăннă, çавăн пекех хăй юратнă, хисепленĕ çывăх çыннисемпе яланлăхах сыв пуллашса пирĕнтен шăппăн уйрăлса кайрĕ.
Геннадий Никандрович пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Апла пулсан та унăн сăнарĕ халăх асăнче яланах упранĕ. Эпир унăн вĕрентĕвне тĕпе хурса ачасене вăл хушнă пек тÿрĕ чунлă, ăслă, сăпайлă, Тăван çĕршыва, тăван чĕлхене юратма, хаклама, аслисене хисеплеме вĕрентсе пырăпăр. Унăн пил сăмахĕсем пире малашне те ĕçлеме вăй-хал парса тăрĕç.
■ Никифорова Л.В., Керукова Г.А.
Шупашкарти 49-мĕш вăтам шкулти чăваш чĕлхи учителĕсем
 
: 3198, Хаçат: 3 (9), Категори: Педагогика ыйтăвĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: