Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Майя Никитина
Майя Никитина
 
Чăваш çынни хăй ĕмĕрне юрăпа ирттернĕ: сăпка сиктерет-и, вăййа тухать-и, ĕçре вăй хурать-и—яланах юрланă. Уншăн юрă ырă çимĕç, сиплĕ эмел вырăннех пулнă. Юрăпа пурăнакан çынна пуян чун-чĕреллĕ, уçă кăмăллă, ырă шухăшлă, илемлĕ çын тенĕ. Çавăнпа та ачисене те юрра-кĕвве пĕчĕклех хăнăхтарнă, тĕрĕс пăхса çитĕнтерме тăрăшнă. Эпир те хамăр ачасене чăн чăваш пулса çитĕнме май парас тĕллевпе класс тата шкул тулашĕнчи ĕссене йĕркелетпĕр. Паян эпир сире «Вăйă картинче» сценарипе паллаштарасшăн.
 
Пурте юрлаççĕ: Çыран хĕрне тухрăмăр, тухрăмăр
Тантăшсене пухрăмăр, пухрăмăр.
Карталанса юрлама,
Çепĕç кĕвĕ калама.
 
Каччăсем: Хĕрсем, эсир хăш ялсем, хăш ялсем?
Хĕрсем: Эпир Улăх Шĕмшешсем, Шĕмшешсем.
Каччăсем: Сирĕн çулсем ăçталла ?
Хĕрсем: Пирĕн çулсем тăвалла.
 
Пурте: Айтăр вăйă пуçлар-и, пуçлар-и.
Карталанса тăрар-и, тăрар-и?
Вăйă пăхан çынсене,
Савăнтарса выляр-и?
1 арçын ача. Хĕрсем! Паян пирĕн Анюк вăййа тухман. Кайса чĕнес.
Хĕрсем :Чĕнес! Чĕнес!
1 арçын ача: Анюк, вăййа тух, тухсам, Анюк, вăййа.
Анюк: Эсир вăййа тухнă та-и? Часах эпĕ те тухăп. (Анюк чупса тухать.) Эсир юрласа ташлама та пуçланă-и?
Ачасем: Пуçларăмăр çав.
1 хĕр ача: Анюк, тăрсам хампа юнашар.Чăнах та, айтăр пуçлар-ха вăйă. Купăсçă, купăсна кала.
Чип-чип, чипер терĕç,
Чипер терĕç мĕн терĕç.
Санран чиперри кам пур
Сик, тух, Марине.
1 арçын ача. Ой, вăйлă та-çке эсĕ, Марине.
1 хĕр ача: Малалла выляр-ха.
Чип-чип, чипер терĕç,
Чипер терĕç мĕн терĕç.
Санран чиперри кам пур
Сик, тух, Илемпи.
2-мĕш хĕр ача: Пултаратăн та вара Илемпи.
1-мĕш хĕр ача: Пултаратăп çав. Малалла выляр.
Пат-пат, патвар терĕç,
Патвар терĕç мĕн терĕç.
Санран патварри кам пур
Сик, тух , Кĕçтенкки.
Кĕçтенкки: Пулаймарĕ манран.
Чип-чип, чипер терĕç,
Чипер терĕç мĕн терĕç.
Санран чиперри кам пур
Сик, тух, Пинерпи.
 
2 арçын ача. Лайăх вылярăмăр, тепре ташласа илер-и? Купăсçă, кала-ха çеммÿне.
Айтăр вăййа тухар-и те,
Вăйă карти тăвар-и?
Курма килнĕ туссене
Савăнтарса тăрар-и?
 
Тÿнкки-тÿнкки параппанĕ
Çапмасăрах тÿнклетет.
Эпир вăййа тухсассăн та,
Чĕнмесĕрех çын килет.
 
Садра, садра, сад пахчинче
Сарă кайăк йăвара
Улма йывăççи çинче.
 
Эпир кунта вăй картинче
Пăхса тăрăр пирĕн çине
Еплерех пултарнине.
 
Садра, садра, сад пахчинче
Сарă кайăк йăвара
Улма йывăççи çинче.
 
Эпир кунта вăй картинче
Пăхса тăрăр пирĕн çине
Еплерех пултарнине.
 
 
2 хĕр ача. Халĕ айтăр-ха татах выляса илер. Килĕр кунта, çывăхарах ларăр. Тарьепе Марье, эсир вăйă ертсе пыраканнисем пулăр-ха.
Вир пушмак, вир пушмак,
Вир анкарти хыçĕнче
Лăпсăр-лапсăр хĕр ташлать.
Астартăм, тустартăм,
Евлен патне çитертĕм.
Евлен, сана, тав сана,
Тарье, пире тутăр пар.(япала парать)
3 хут юрласа япала пухмалла .
 
2-мĕш хĕр ача: Çитĕ пулĕ япала пуçтарса.
1-мĕш хĕр ача: Япалисене хуçисене валеçсе парар-ха. Çак япала хуçине мĕн тутарттарăпăр?
Ачасем: Юрлаттарас.
1-мĕш хĕр ача: Анюк, тухсам, санăн юрлас пулать.
Анюк: Эпĕ юрлаятăп-ши? Юрласа пăхам. («Çĕмĕрт çеçки çурăлсан» юрра юрлать)
1-мĕш хĕр ача: Ачасем, çак япала хуçине мĕн тутарттарăпăр?
Ачасем: Юрларамăр, тепре ташлаттарас!(япала хуçи ташлать)
1-мĕш хĕр ача: Мансах кайнă, манăн кунта татах япала пур. Ун хуçине мĕн тутарттарăпăр?
3-мĕш хĕр ача: Юрларăмăр, ташларăмăр, тепре халап итлес. Кĕçтентти, халапна пуçла.
Халап
Атте çураличчен асаттепе иксĕмĕр сурăх кĕтме кайрăмăр. Шăрăх. Сурса сурчăк ÿкмест, сывлама сывлăш тухмасть.(Пурте: «Чăнах-и?»—теççĕ .) Сурăхсем шывшăн пулчĕç. Хуса кайрăмăр тинĕс хĕррине. Тинĕс шăннă ларнă. ( Пурте: «Ай-уй!»). Шаккарăмăр чукмарпа—шăтмасть. Сурăхсене хăваласа килтĕмĕр киле. Тытрăмăр çул çинче путене. Сÿрĕмĕр тирне. Тирĕнчен кĕпе çĕлеме лартăмăр. Пĕчĕк ача кĕпине çитмерĕ, пысăк çын кĕпинчен юлчĕ.(Пурте: «Чăнах-и?») Çитрĕмĕр хапха умне. Путене ашĕ пысăк хапхаран кĕмерĕ, кĕçĕн алăкран ирĕккĕнех кĕчĕ. Пĕçерме тытăнтăмăр. Вунă витреллĕ хурана кĕмерĕ, пĕр çатмана тулаймарĕ. ( Пурте: «Ытла та тĕлĕнмелле!»)
 
1-мĕш арçын ача: Ытла та тĕлĕнмелле япала пулчĕ ку. Кĕçтентти, тыттарма пултаратăн та-çке эсĕ. Ахальтен каламан халап хапха тăрринче, юмах юпа тăрринче тесе. Ыран та пире халап каласа тĕлĕнтер-ха, Кĕçтентти.
 
3 ача. Ачасем, кĕçех каç пулать. килсене саланиччен тепĕр илемлĕ чăваш юрри юрласа илер-ха. Анюк, пуçла-ха пĕр юрă.
Анюк: Илемлĕ, илемлĕ
Илемлĕ чăваш юрри.
Илемлĕ чăваш юрри те
Юрлама пĕлсен кăна.
 
Илемлĕ, илемлĕ
Илемлĕ чăваш ташши.
Илемлĕ чăваш ташши те
Ташлама пĕлсен кăна.
 
Илемлĕ, илемлĕ
Илемлĕ чăваш кĕвви.
Илемлĕ чăваш кĕвви те
Калама пĕлсен кăна.
4 ача. Ачасем, тÿпере çăлтăрсем курăна пуçларĕç. Килелле уттарас.
Пурте: Утас, утас.
Хурăн çулçи, хурăн çулçи,
Хурăн çулçи такăнсан
Каять вăрман, каять вăрман,
Каять вăрман илемĕ.
 
Эпир вăйран, эпир вăйран ,
Эпир вăйран кĕрсессĕн
Каять урам., каять урам,
Каять урам илемĕ.
■ Никитина Майя Анатольевна.
Элĕк районĕнчи Шĕмшешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕрентекен
 
: 2882, Хаçат: 3 (9), Категори: Сценарисем

Комментарисем:

Людмила Андреева (2013-09-20 14:29:36):
Мĕн тери маттур Эсир! Пултаруллă. Питĕ лайăх сценари. Хаваспах паллашрăм. Хăвăрăн пултарулăх лаççинче тата та лайăхрах ĕçлеме сывлăхпа вăй-хăват сунатăп.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: