Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Назарова Галина Петровна
Назарова Галина Петровна
 
Сапăрлăх тĕллевĕсем: ачасене çуркуннехи илеме сăнама, кайăксене упрама, пулăшма вěрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕсем: çуркунне паллисемпе паллаштарасси, «Çуркунне» калава тишкерÿллĕн вуласси, чăвашларан вырăсла куçарма, ыйтусемпе усă курса çыхăнуллă каласа пама хăнăхтарасси.
 
Аталантару тĕллевĕсем: Çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси.
 
Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну технологийĕсем, сывлăха сыхлас технологисем, проблемăллă тата аталантару технологийĕсен элеменчĕсем, ушкăнра хутшăнса ĕçлесси.
 
Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, калаçу, шырав-тĕпчев, хăнăхтарăва çырса пурнăçлани, проблемăллă ыйтăва хуравлани, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, çурма сасăпа, саспа вуласси, суйлавлă вулав, илемлĕ вулав, ăнланнине тĕрĕслемели тест ирттересси, мăшăрсенче, ушкăнсенче ĕçлесси, диалог,монолог тăвасси, валеçÿ карточкисемпе усă курни.
 
Пуплев хăнăхăвĕсем: сасăсене тĕрĕс илтесси, пĕр-пĕрне ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарасси, палăртуллă вулав, сăмах йышне пуянлатасси, çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем;
Усă курнă литература: 1) Н.Н.Чернова, В.И.Игнатьева, З.С.Антонова «Чăваш сăмахе: вырăс шкулен 2-мěш классе валли.-Ш. 2005. 2) Чăваш чěлхи : Вырăс шкулěсенчи 1-4 классен программи / Ш. 2008. 3) Н.Н. Чернова, В.И. Игнатьева Вырăс шкулěн 2-мěш класěнче чăвашла вěрентесси: Методика кăтартăвěсем.- Ш. 2005.
 
Интернет - сайтри материалсем, «Чувашский народный сайт» htpp://chuvash.org.
 
Урок юхăмĕ.
 
I. Класа урока йĕркелени. (1 слайд)
- Ырă кун пултăр, ачасем!
- Ырă кун пултăр, вĕрентекен!
- Ырă кун пултăр, хăнасем!
Вĕрентекен: Шăнкăр – шăнкăр! шăнкăрав
Акă иртрĕ те тăхтав.
Ларар парта хушшине
Пуçлар чĕлхе урокне.
 
II. Вăйă «Хěр ачасене пулăш».
1.Çулталăк вăхăчĕсене аса илесси.
 
Фонетика зарядки. (2 слайд)
Кăштах чĕлхесене вылятса илер – ха.
 
Тĕрĕс калăр!
 
ÿ-ÿр-ур-çур 1) учитель вулать
çитрě ěнтě çур 2) вырăсла куçарасси
3)учитель хыççăн ачасем вулаççĕ
4)хорпа,икшер йĕрке,пĕчченшерĕн вулаттарасси
 
Урокăн темипе,тĕллевĕсемпе паллаштарни.
Паянхи урокра «Çуркунне» калава тишкерÿллĕн вулăпăр, çуркунне паллисемпе паллашăпăр,çыхăнуллă пуплеве, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарăпăр.
Çĕнĕ материалпа (калавпа) ĕçлени.
 
Кĕнекесене 134-мĕш страницăна уçатпăр, «Çуркунне» калава тупатпăр.
 
1. Словарь ĕçĕ. (3 слайд)
Сăвва лайăх ăнланма малтан словарь ĕçĕ туса ирттерĕпĕр.
вěçсе килеççě – прилетят
шăнкăрч йăви – скворечник
çакаççě – вешают
тав тăваççě – благодарят
1) учитель – хор;
2) ача вуласа вырăсла куçарни;
3) мăшăрсемпе вулани;
4) сăнчăрпа пĕрер сăмахăн вулани;
5) сăмахсемпе предложенисем туни.
2.Кăтартуллă вулав.
Халĕ эпĕ сире калава пĕтĕмĕшле вуласа парăп.Тимлĕ итлĕр,ăнланма тăрăшăр,ударенисене асăрхăр.Калавăн содержанине вырăсла каласа пама хатĕрленĕр.
 
3.Калавăн содержанине вырăсла калаттарасси.
 
4. Калава ачасене хăйсене тĕллĕн çурма сасăпа вулаттарасси.
Халĕ калава хăвăр тĕллĕн çурма сасăпа вулатпăр.
5.Калава сасăпа вулаттарасси.
6.Суйлавлă вулав.
134-мěш стр. Ÿкерчěке сăнласа паракан предложенисене тупса вулăр.
7.Ыйтусем çине хуравлаттарасси. ( слайд)
Калава мĕнле ăнланнине ыйтусем парса тĕрĕслĕпĕр.
 
-Çуркунне мěнле çанталăк ?
-Ачасем мěн тăваççě ?
-Часах мěнле кайăксем вěçсе килеççě?
-Шăнкăрчсем хитре юрлаççě-и ?
 
8.Ачасене калава тепĕр хут вулаттарасси.
Халĕ калава пĕтĕмĕшле илемлĕ те тĕрĕс вулатпăр.
9. Калав тăрăх пěтěмлетÿ тăвасси.
Физкультура саманчě.
Çыру ěçě ирттерни.
 
▲- хěл каçма юлакан кайăксем
O- ăшă енне каякан кайăксем
 
1. Курак 6. Тăри
2. Çерçи 7. Чакак
3. Чěкеç 8. Шăпчăк
4. Кăсăя 9. Тăрна
5. Чана 10. Уйăп
 
 
Çыру ěçне тěрěслени.
 
Йăнăш çук – «5»
1 йăнăш – «4»
2 йăнăш – «3»
3 йăнăшран ытла – «2»
 
VI. Физкультура саманчĕ. (Куçсене,кĕлеткене кантарни.)
 
 
Тест результачĕсене тĕрĕслени. (14 слайд)
 
йăнăш çук «5»
1 йăнăш «4»
2 йăнăш «3»
3 йăнăшран ытла «2»
 
VIII.Çыхăнуллă пуплеве аталантарни.
1) «Кайăк ятне кала» вăйă.
2) Тупмалли юмахсем.
 
 
 
 
Урока пĕтĕмлетни.
Сивĕ,хаяр хĕл иртрĕ
Тусем урлă çур çитрĕ.
Çуркуннен хăш пĕр паллисене каласа хăварар-ха. ( слайд-çуркунне паллисем)
 
Сапăрлăх саманчĕ: Çут çанталăкра кашни вăхăтăн хăйĕн илемĕ. Илеме курма пĕлмелле, çут çанталăка сăнамалла, ăна упрамалла. Йывăç-курăка ан хуçăр, , чĕр чунсемпе кайăксене пулăшăр, вара çут çанталăк татах та илемлĕрех пулĕ. ( слайд)
 
- Ачасем, сире паянхи урок килĕшрĕ-и?
- Паян урокра мĕн турăмăр?
 
Киле ĕç пани.Калава илемлĕ вулама вĕренмелле.
 
Ачасен ĕçне хаклани.
 
Урока вĕçлени.
 
 
Ачасемпе сыв пуллашни.
■ Назарова Галина Петровна.
Çĕнĕ Шупашкар, 18 – мĕш лицей

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 2519, Хаçат: 2 (8), Категори: Хутăш урок

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: