Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Раштавра "Хальхи чăваш орфографийĕн çивĕч ыйтăвĕсем" ыйтăва чĕлхе комиссийĕнче пăхса тухнă. Хальлĕхе нимĕнле улшăнусем те пулмаççĕ. Кĕнеке издательствине вĕренÿ учебникĕсене хатĕрленĕ чухне хальхи орфографине çирĕп пăхăнма хушнă. Ку ыйтупа кĕнеке редакторĕсем вĕрентÿ институтĕнче ятарлă семинарта пухăнĕç. Гуманитари институтĕнче те "çавра сĕтел" тавра пухăнса калаçма палăртнă.
 
: 1919, Хаçат: 1 (7), Категори: Хыпарсем

Комментарисем:

Элли Илле (2013-03-04 22:42:00):
"Кĕнеке издательствине вĕренÿ учебникĕсене хатĕрленĕ чухне хальхи орфографине çирĕп пăхăнма хушнă..." ÇАКНА ЫРЛАТĂП! Анчах та:"А судьи кто?" 75-мĕш тата ытти параграфсене кам тĕрĕс, ултавсăр ăнлантарса парĕ çынсене? КАМ ИРĔК ПАНĂ ХĂШĔСЕНЕ ПРАВИЛĂСЕНЕ ТĔЛЛИ-ПАЛЛИСĔР ИНТЕРПРЕТАЦИЛЕМЕ? Хăшĕ тĕрĕс: 1)çутçанталăк; 2)çут çан талăк; 3)çут çанталăк; 4)çут-çан-талăк; 5)çут-çан талăк; 6)çут çан-талăк; 7)çутçан талăк; 8)çутçан-талăк.

Элли Илле (2013-03-05 13:48:07):
"... мĕнпур, пурпĕр, пуçхĕрлĕ, сакай, сăнӳкерчĕк, сăхсăх, сухапуç, çăматă, çĕршыв,..." АКĂ ВĂЛ 75-МĕШ ПАРАГРАФРАН ИЛНĔ ПĔЧĔК ÇЕÇ ФРАГМЕНТ! ЦИТАТА!!! Куратăр-и, унта "çĕршыв" сăмаха ПĔРЛЕ çырнă. Тата мĕн кирлĕ ĕнентерме?

Migulaj (2013-03-07 19:47:13):
ПРАВИЛĂ вырăнне чăваш е чăваш чĕлхипе пĕртăван чĕлхери сăмахпа улăштармалла.

Элли Илле (2013-03-08 00:01:10):
Пурăна-киле ПРАВИЛО вырăнне урăхларах сăмахпа усă курма тытăнăпăр-ха ăна... Кунта вара халлĕхе орфографи пирки "çеç". Çавăн пекех эп ПУНКТУАЦИ правилисен 50-мĕш пунктне тепĕр хут вулама сĕнетĕп çеç мар, чĕнетĕп те.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: