Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90

Ватта хисепле, хăв та ватăлăн

Антонова В. А.
Антонова В. А.
 
Урок теми: Ватта хисепле, хăв та ватăлăн
(Г.Н. Волковăн „Ăслă ача” хайлавĕ тăрăх)
Урок тĕсĕ. Хутăш урок.
Урок тĕллевĕсем: Геннадий Волковăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен кĕскен вĕренесси, писателĕн «Ăслă ача» хайлавне вуласа тишкересси; ачасене пĕлÿ шырас ĕçе хăнăхтарса пырасси, ыйтусем тăрăх харпăр хăй шухăшне калама вĕрентесси.
Вĕренекенсен результачĕсем:
Харкамлăх результачĕсем (личностные УДД):
- Ваттисене хисеплеме вĕренни.
- Харпăр хăйĕн тата тантăшĕсен ĕç – хĕлне сăнас – хаклас хăнăхусене алла илсе пыни.

Текста малалла вулăр...
■ Антонова Валентина Гкрмановна.
Вăрмарти вăтам шкул, Чăваш Республики

Электрон пособисем уçласа илме пулать

Паян эпир Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ ыйтнипе пирĕн вулакансен кулленхи ĕçне çăмăллатма 5-9 классем валли хатĕрленĕ электрон пособисене уçласа илме майсем туса паратпăр.
Ку электрон хатĕрсене икĕ ушкăна пайлама пулать. Пĕрремĕшне кĕрекеннисенче теори материалĕсĕр пуçне тĕрлĕрен электрон хăнăхтарусем кĕртнĕ. Вĕсем хушшинче пурте хăнăхнă тест евĕрлисем те, ача ĕçне тÿрех хаклаканнисем те пур. Çавăн пекех ÿкерчĕклĕ хăнăхтарусем те ăсталанă.
Кунсăр пуçне пĕрремĕш ушкăна кĕрекен электрон пособисен чи лайăх енĕ - вĕсенче ÿкерчĕклĕ лексика материалĕсем пурри. Кунта эсир Чăвашри кайăксемпе, тĕрлĕрен чĕр чунсемпе, хурт-кăпшанкăпа, пулăсемпе, ÿсен-тăранпа паллашма, вĕсен чăвашла тата вырăсла ячĕсене пĕлме пултаратăр.
Иккĕмĕш ушкăнри пособисем вара - компьютер вăйă пособийĕсем.

Текста малалла вулăр...
■ Владимир Андреев.
электрон пособисен авторĕ, "Шкулта" журнал редакторĕ

Чăваш чĕлхи урокĕсенче ирттермелли «Кăлтăрмач» интерактивлă вăйă

Яклашкина С.Н.
Яклашкина С.Н.
 
Паянхи пурнăç шкул ачисене чăвашла вĕрентессине тĕпрен лайăхлатма хушать. Пурнăç ыйтăвне тĕпе хурса вĕренÿ программисемпе кĕнекисисене те çĕнĕлле хатĕрлесе пичетлесе кăларчĕç. Анчах та вĕсене темле çĕнĕлле йĕркелесен те, вĕрентекенсем хальхи вĕренÿ меслечĕсемпе усă курмаççĕ пулсан, вĕрентÿ ĕçĕн тухăçлăхĕ ÿсессе шанма çук. Вĕрентекенĕн вĕрентÿ ĕçĕнчи ăнăçлăхĕ тĕрлĕ меслетсемпе мелсене тухăçлă усă курма пултарнинчен нумай килет.
Ачасен активлăхне, вĕренÿ тухăçлăхне ÿстермелли мелсенчен пĕри вăл – вăйă. Ачасен пуплевне аталантарас, чăваш чĕлхине юратса вĕренес кăмалне хăпартас, вĕсен калаçăвĕпе çыру чĕлхине, творчествăлла шухăшлавне çивĕчлетес, пуянлатас, тавçăруллă та нумай пĕлÿллĕ пулма хавхалантарас ĕçре тĕрлĕ вăйăсем ирттерни пулăшать те ĕнтĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Яклашкина С.Н.
Канаш хули, 10-мĕш вăтам шкул, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен