Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90

Интернет журнала çыракансен мĕн пĕлмелле?

Журнала материал ярса парас пулсан пирĕн авторсен хăш-пĕр уйрăмлăхсене шута илме тивет. Тĕпрен илсен вĕсем çаксем:
1. Хатĕр материалпа пĕрле заявлени ярса памалла (пирĕн патăрта заявленисĕр материалсем "тусанланса выртаççĕ". Питĕ шел. Вĕсем хушшинче самаях лайăх та усăллă материалсем пур).
2. Автор фото сăнĕ пулмалла (хăвăра килĕшекенни).
3. Материалсен (презентацисен, статьясен, урок планĕсен) рецензийĕ пулсан аванччĕ.
4. Урок планĕсене е презентацисене уйрăммăн ярса панă чухне вĕсем çумне уйрăм файлпа ăнлантарса çырнине çыпăçтарăр.
5. Презентацисене 1 мегобайтран ан ирттерĕр.
6. Статьясене, тархасшăн, "чăвашла" шрифтсемпе ан çырăр. Вĕсене йĕркене кĕртме вăхăт кирлĕ (вăл ахаль те сахал).
7. Видеоматериалсем, аудиоматериалсем 5 меобайтран ытла ан пулччĕр.

Текста малалла вулăр...

Информатизацин çĕнĕ утăмĕ

Зоя Владимировна Петрова
Зоя Владимировна Петрова
Çĕрпÿ районĕнче вĕренÿ ĕçне информатизацилесси чи кирлĕ задачăсенчен пĕри пулса тăрать. Çак уйăхра тухакан интернет журналăн пĕрремĕш номерĕ те Çĕрпÿ енте информатика хатĕрĕсен системи малтан мала аталанса пынине кăтартакан тĕслĕхсенчен пĕри тесе шутлатăп.
Пĕр вунă-вун пилĕк çул каялла кăна-ха компьютер тесен шартах сикеттĕмĕр. Класа е ĕç пÿлĕмне кĕртсе лартнă çак "аппарат" пирĕншĕн нихçан алла илме çук асам пек туйăнатчĕ. "Ăçта пусмалла? Кунта пуссан мĕн пулать? Ку тата мĕн апăрши тухса ларчĕ? Вăт, каллех тем шутлать, çывăрса кайман-и вăл?" - хамăр тĕллĕн пăшăлтататтăмăр компьютер умĕнче.
Халь аса илсен кулăшла та.

Текста малалла вулăр...
■ З. Петрова.
Çĕрпÿ район администрацийĕн вĕренÿпе социаллă пурнăç пайĕн методика пÿлĕмĕн ертÿçи

Хапăл туса йышăнатпăр!

Владимир Андреев
Владимир Андреев
Сире çак сайтра хапăл туса йышăнатпăр!
Чăвашла интернет журнал кăларас ĕмĕт тахçанах пулнă. Халĕ ку ĕçе пуçăнас вăхăт çитрĕ. Паллах, журнал пĕтĕмпех шкул тата шкул таврашĕнчи пурнăçпа çыхăннăскер пулать.
Вĕрентекен пурнăçĕ хальхи саманра çăмăл теме çук. Уроксене хатĕрленесси, тĕрлĕрен хут ĕçĕ тăвасси, уроксем хыççăн ачасене канăвне йĕркелесси тата ... вуншар-вуншар ыйту тухса тăрать. Çав вăхăтрах харпăр хăй пĕлĕвне ÿстересси те чи çивĕччисенчен пĕри. Ăна ниепле те аякка хăварма пулмасть - кунта пирĕн кулленхи пурнăç, пирĕн шалу, çемье пуласлăхĕн тĕп пайĕ.
Интернет журналăн тĕп тĕллевĕ шăпах Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан вĕрентекенсен пурнăçне çăмăллатасси.

Текста малалла вулăр...
■ Владимир Андреев.
Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕн ертÿçи