Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90

Пирĕн ачалăх

Егорова Т. А.
Егорова Т. А.
Урок тĕсĕ: вăйă урокĕ
Пĕлÿ тĕллевĕ: ачасене чăваш юмахĕ-халапĕпе, вăййисемпе интереслентересси, хисеп ячĕсене аса илесси
Сапăрлăх тĕллевĕ: ушкăнпа ĕçлеме хăнăхтарасси.
ачасен шухăшлавне, пуплевне аталантарасси, пĕтĕмлетÿ тума вĕрентесси.
Урокра усă куракан меслетсем: ыйту - хурав, учитель сăмахĕ, харпăр хăйне тĕрĕслени, урокра вĕреннипе усă курса хăнăхтарусем пурнăçлани, пĕтĕмлетÿсем туни, ĕçе хаклани, ушкăнпа ĕçлени.
Калаçу чĕлхине аталантарни: шут сăмахсем тупасси, театр йĕркелесси, ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси, сцена çинче сăпайлă пулма, хăйсем тĕллĕн выляма хăнăхтарасси, ушкăнпа ĕçлесе пуç ватмăш тупсăмне хăвăрт тупма хавхалантарасси;
ВУДсем:
Харкамлăх результачĕ: ачасен тăван чĕлхене тĕплĕнрех вĕренес, харкамăн пуплев ĕç-хĕлĕсене аталантарас кăмăлĕ амаланни;
-тантăшĕсен тата харкам пуплевне сăнама, тĕрĕслеме вĕренсе пыни;
-тăван чĕлхе пуянлăхĕпе, илемĕпе киленме пуçлани.

Текста малалла вулăр...
■ Егорова Татьяна Альбертовна.
Вăрмар вăтам шкулĕ

Çĕрпÿ – пирĕн тăван хула

Сапăрлав тĕллевĕ: Чăваш республикинчи хуласем ҁинчен вĕреннĕ пĕлĕве аса илесси; пуплев культурине аталантарасси;ушкăнпа ĕҁлеме тата пĕр-пĕрин шухăшне, калаҁăвне итлеме хăнăхтарасси; ачасене тăван хулана хисеплеме, юратма вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: Ҁĕрпÿри паллă вырăнсем ҁинчен пĕлесси; хамăрăн тĕп хуламăра юратма, унăн илемĕпе киленме вĕрентесси, ăна упрама, хисеплеме кирлине ăнлантарасси.
Аталантару тĕллевӗ: палăртуллă каласа пама вĕрентесси; пуплев культурипе шухăшлавне аталантарасси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: фонетика зарядки:,учитель сăмахĕ,ыйту-хурав, аудировани, илемлĕ вулав, кластер , синквейн, каласа пани, текст.
Пуплеве аталантарасси: вуланă текстпа усă курса шухăша ҁирĕплетесси; диалог йĕркелесси; палăртуллă каласа парасси.

Текста малалла вулăр...
■ Иванова Елена Николаевна.
Çĕрпÿри 1-мĕш вăтам шкул

Работа над связной речью в начальных классах

Минина Т. С.
Минина Т. С.
 
«Работа над связной речью в начальных классах».
Одной из основных задач начальной школы в обучении русскому языку является развитие устной и письменной речи школьника.
С первых дней пребывания ребенка в школе учитель работает над устной связной речью.
Подготовка к письменным сочинениям начинается с 1 класса со II полугодия.
К решению этой задачи ведется целенаправленная систематическая работа.
Ученики 1 класса ежедневно учатся строить простые распространенные (полные) предложения, учатся правильно оформлять предложения на письме.

Текста малалла вулăр...
■ Минина Татьяна Степановна.
Шупашкарти 30-мĕш шкул

ЯЗЫК –ЖИВАЯ ДУША НАРОДА

Уланкова Н. Ю.
Уланкова Н. Ю.
 
Каждый язык интересен и уникален, и в условиях двуязычия учитель –филолог должен прививать любовь и к русскому, и к родному языку. Очень помогает поразмышлять на эту тему высказывание Кайсы́на Кули́ева, которое хорошо предложить школьникам на вводных уроках русского языка в среднем звене или при обучении анализу текста (подготовка к ЕГЭ, ГИА)
(1) Каждый язык – это целый мир. (2) Язык не только предмет для изучения, а живая душа народа, его радость, боль, память, сокровище. (3) Он должен вызвать у каждого из нас горячую любовь, признательность, трепетное отношение. (4) Язык каждого, пусть даже самого малочисленного народа, – это целый мир, полный прелести и волшебства.

Текста малалла вулăр...
■ Уланкова Надежда Юрьевна.
СОШ №30 г. Чебоксары

Технологи картти

Ефимова В. П.
Ефимова В. П.
 
Эпĕ 5-мĕш класра ирттернĕ урокăн технологи карттине ярса парас терĕм. Урока ФГОСпа килĕшÿллĕн ирттернĕ. Хальхи вăхăтра кăсăклă тесе шутлатăп. Тен, манăн ĕç вĕрентекенсене технологи картти çырма пулăшĕ.
 
Урок теми: Ылтăн кĕркунне
Чăваш чĕлхи, 5 класс (вырăс чĕлхиллĕ шкул)
Хатĕрлекенĕ – Ефимова Валентина Павловна, Куславкка районĕн Куславккари 3-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен
Класс – 5 класс
Тема (пай) - Кĕркунне
Урок теми – Ылтăн кĕркунне
Урок тĕсĕ – Çĕнĕ пĕлÿ илмелли урок
Технологисем - Модульлĕ е блок-модульлĕ, вăйă, ушкăнпа вĕренни, пĕрле ĕçлесе вĕренни, харкамлăха аталантарасси, «Критикăллă» шухăшлава аталантарасси, сывлăха упрасси, системăллă-ĕçлевлĕхлĕ.

Текста малалла вулăр...
■  Ефимова Валентина Павловна.
Куславкка районĕ, Куславккари 3-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Тинĕс те типме пултарать

Павлова Р. А.
Павлова Р. А.
 
Урок тĕллевĕсем:
1) Арал тинĕсĕн историйĕпе тата хальхи шăпипе паллаштарни.
2) Текстпа ĕçлени, пуплеве аталантарни.
3) Çутçанталăка упрас, юратас туйăмсене анлăлатни.
Урока кирлĕ хатĕрсем: компьютер, Арал тинĕсне сăнлакан слайдсем, ÿкерчĕксем.
Çĕнĕ сăмахсемпе сăмах ушкăнĕсем: Арал тинĕсĕ, фауна, çĕр мамăкĕ, сăрхăн, пăслан, тăварлă тăпра, тăварлă тусан.
Урок юхăмĕ
Класа йĕркелени
I. Çĕнĕ темăпа ĕçлени.
1. Урок темипе тĕллевĕсемпе паллаштарни.
2. Текстпа ĕçлени:
 çĕнĕ сăмахсемпе паллашни,
 мĕн ăнланнине вырăсла кĕскен каласа пани.

Текста малалла вулăр...
■ Павлова Римма Алексеевна.
Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул

Тĕнче уçлăхне вĕçни

(вăйă çул çÿрев)
План:
 
1. Ум сăмах.
2. Тĕп пайĕ:
а) Асамлă караппа çулçÿреве тухасси;
ă) Марс планета;
б) Венера планета;
в) Меркурий планета;
г) Юпитер планета;
д) Сатурн планета;
е) Уран планета;
е) Нептун планета;
ĕ) Çĕр планета;
3. Хыç сăмах.
Пĕлÿ тĕллевĕ:
1)„Тĕнче уçлăхĕ” ăнлавпа тарăнрах паллашасси;
2) Ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси, çĕнĕ сăмахсемпе пуянлатасси.
Сапăрлăх тĕллевĕ: ачасен тавра курăмне анлăлатасси, пултарулăхне
аталантарасси.
Аталантару тĕллевĕ: вăйă урлă пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха çирĕплетесси, ырра ырăпа тавăрма вĕрентесси.

Текста малалла вулăр...
■ Иванова Татьяна Владимировна.
Шупашкарти уйрăм предметсене тарăн пĕлÿ паракан 49 - мĕш вăтам шкул

Эпир - чăваш ачисем

Валентина Чердакова
Валентина Чердакова
 
Тĕллевсем: 1. Ку таранччен вĕреннĕ материала аса илсе çирĕплетсе хăварасси.
2. Ачасен ăс-тăнне, шухăшлавне, çыхăнуллă пуплевне, пултарулăхне аталантарасси.
3. Ачасен чăваш чĕлхин пуянлăхне, илемне курма, унпа мухтанма вĕрентесси.
 
Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем, «Чăваш чĕлхин ÿкерчĕклĕ словарĕ» - вырăс шкулĕнче усă курмалли электрон вĕрентÿ пособийĕ.
 
Слайдсен аннотацийĕ:
1-мĕш слайд: Тема
2-мĕш слайд: Зал
3-мĕш слайд: Манăн пÿлĕм
4-мĕш слайд: Кухня
5-мĕш слайд: Ваннăй
6-мĕш слайд: Тупмалли юмахсем
7-мĕш слайд: «Вăрманта» кластер
8-мĕш слайд: Калав ту
9-мĕш слайд: Предложени ту.

Текста малалла вулăр...
■ Чердакова Валентина Геннадьевна.
Куславккари 3-мĕш вăтам шкул

Фразеологи словарĕ

Терентьева Галина Петровна
Терентьева Галина Петровна
 
Хальхи тапхăрта шкул умĕнчи тĕп тĕллевсенчен пĕри- ачасене хăйсем тĕллĕн пĕлÿ илме вĕрентесси.
Ачасене хăйсем тĕллĕн пĕлÿ илме пулăшас ĕçре словарьсемпе усă курни пĕлтерĕшлĕ.
Словарьсемпе усă курса пĕлĕве аталантарма, харпăр хăй тĕллĕн шухăшлама, ĕçлеме, çыхăнуллă пуплеве аталантарма пулать.
Фразеологизмсем- ирĕклĕ мар сăмахсен пĕрлешĕвĕсем.
Кĕçĕн класри ачасене фразеологизмсене ăнланма, ас туса юлма çăмăлах мар.
Çак фразеологи словарĕпе чăваш чĕлхипе литература вулавĕсенче, класс тулашĕнчи ĕçсенче усă курма пулать.

Текста малалла вулăр...
■ Терентьева Галина Петровна.
Красноармейски районĕнчи Именкассичи тĕп шкул