Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90

Инçет вĕренÿ тата сайтсем

Инçет вĕренĕве йĕркелемелли çĕнĕ портала тăвас ĕçе уйăх каялла кăна пуçăннă. Çавăнпа та вăл хальлĕхе хатĕр мар. Паллах, уйрăм уроксене кĕртсе учительсемпе вĕренекенсене пулăшма тăрăшăпăр.
Унсăр пуçне интернетра чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕрентме пулăшма пултаракан ытти сайтсем те пур. Вĕсем çинчен хăй вăхăтĕнче ятарласа презентаци те тунăччĕ. Паян çавна пирĕн журналтан уçласа илсе усă курма пулĕ.
Пурне те инçет вĕренÿ уçлăхĕнче ăнçусем сунатăп.
 
Презентацине çак каçăпа уçласа илме пулать: https://yadi.sk/i/JKgiRhAF09NWqw
■ Владимир Андреев.
"Шкулта" интернет журналăн редакторĕ

Чăвашла çырнине компьютерпа тĕрĕслесси

Чăвашла çырнă май компьютерпа ăна тĕрĕслесси малти вырăна тухса тăрать. Çавăнпа та ку пĕлтерĕшлĕ ĕçе темиçе çул хушши ĕнтĕ туса пыратăп. Ку орфографи тĕрĕслевĕпе çыхăннă виççмĕш статья. Ун çумне эпĕ орфографи словарĕн виççĕмĕш хут çĕнетнĕ электрон словарьне вырнаçтаратăп. Пĕрремĕш вариантра 50 пин сăмах пулнăччĕ, иккĕмĕш вариантра 80 пин ытларах, хальхинче сăмахсара 90 пине яхăн сăмах кĕнĕ.
Орфографи тĕрĕслемелли сăмахсара компьютерти Microsoft Office ятлă папкăна вырнаçтармалла та ăна усă курма курак паллине лармалла. Вара малалла унпа Microsoft Office-а кĕрекен кирек хăш программăра та чăвашла çырнине тĕрĕслеме пулать. Хăть презентаци ту, хăть текст ăстала, хăть таблицăсенче ĕçле, уншăн пурпĕрех - пур çĕрте те йăнăш пуррине кăтартса аялтан хĕрлĕпе паллă тăвĕ.
Офиса кĕмен программăсенче - калăпăр, интернетра браузерпа ĕçленĕ чухне эсир чăвашла çырнине пур çĕрте те хĕрлĕпе паллă тăвĕ, эсир тĕрĕс е тĕрĕс мар çырнине пăхмасăр.

Текста малалла вулăр...

Чăвашла çырнине компьютер чăвашла словарьпе тĕрĕслĕ

Эпĕ чăвашла çырнине компьютерпа тĕрĕслеме ятарлă словарь хатĕрлерĕм. Ку сăмахсара пухса çитерме темиçе çул ĕçлеме тиврĕ. Анчах та ĕçлени харама каймасса питĕ шанас килет.
Словарь ытти компьюерсем çинче мĕнле тытни тата ытти офиссенче мĕнле ĕçлени кăсăклантарать мана. Енчен те словаре хăвăр компьютер çине лартса усă курнă хыççăн интереслĕ шухăшсем çуралчĕç пулсан, вĕсемпе мана паллаштарсан аван пулмалла. Ĕç малалла пынăçем словарĕн лайăх енĕсене те аталантарса пыма май килессе шанас килет.
Ку сăмах çумне çыпăçтарнă статьяра словаре мĕнле вырнаçтармаллине кĕскен çырса панă. Çавăн пекех словарĕ хăй те пур. Ăна ирĕклĕнех уçласа илме те тус-юлташăрсем хушшинче сарма пултаратăр. Усса пултăр.
Словаре архива чикнĕ - усă куриччен кăларас пулать.
■ Владимир Андреев.
журнал редакторĕ

Тăван чĕлхе пирки тата...

Мана юлашки вăхăтра пĕр япала пуринчен те ытларах савăнтарать - вĕт-шакăр чăвашла калаçни.
Мана юлашки вăхăтра пĕр япала пуринчен те ытларах кÿрентерет - чăваш хĕрарăмĕ ачипе чăвашла калаçманни.
Мана пуринчен те ытларах тарăхтараканни - укçа тĕтĕмĕнче чăваш чăваш чĕлхине, чăваш культурине курма пăрахни.
 
Эпĕ хамăн сăмаха çакăн пек пуçланинчен ан тĕлĕнĕр тархасшăн. Чун ыратăран вăл. Чунĕ вара çынсем хăш чухне, хăйсем сисмесĕрех, чăннипех суккăр пулнишĕн ыратать. Хамăн шухăша уçăмлатса пама тăрăшăп халь çакăн пек кÿрентернĕ е кÿрентермен хăшпĕр вулакана.
 
Шухăшăм нумай та тарăн паян, çавăнпа та сăмахăм уçăмлах пулаймĕ те пуль, ун пек-кун пек пулсан каçару ыйтатăп тÿрех.
 
Малтан чĕлхе пирки.

Текста малалла вулăр...
■ Владимир Андреев.
2014 ç., ака уйăхĕ.

Чăваш орфографине тĕрĕслемелли хатĕр словарь

"Шкулта" интернет журналăн 5-мĕш номĕрĕнче "Чăваш чĕлхин тăтăшлăх словарĕ" статья пичетленсе тухнăччĕ. Çавăнтах словаре кĕрекен малтанхи 100 сăмаха илсе кăтартнăччĕ.
Çав статьяна пичетленĕ хыççăн ирттернĕ тĕпчевсем сăмахсен тăтăшлăх пуххи орфографие тĕрĕслевне йĕркелеме пулăшасси палăрчĕ. Компьютер пуçтарнă базăна алă вĕççĕн пăхса туса сăмахсен орфографи пуххине йĕркелерĕм. Унта пĕтĕмпе 52 пин ытларах сăмах кĕчĕ.
Орфографи словарьне Microsoft офисне кĕрекен программăсенче чăвашла çырнине тĕрĕслеме хатĕрленĕ. Çапла вара текстсем, электрон таблицăсем тата презентацисем ăсталанă чухне эсир çырнине компьютер тĕрĕслесе пырĕ. Чăвашла çырнă чухне Н. Плотников хатĕрленĕ сарăмпа усă курмалла. Паллах, Alt + а йышши мелпе усă курса чăвашла çыракансем те ку словарьпе усă курма пултараççĕ.

Текста малалла вулăр...