Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90

Иван Андреевич Андреев

Виноградов Юрий Михайлович
Виноградов Юрий Михайлович
Кăçал, 2018 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче, чăваш тата ытти тĕрĕк чĕлхисене тĕпчекен ученăйсем, тăван чĕлхемĕре вĕрентекенсем тĕрĕк тĕнчишĕн паллă ученăй Иван Андреевич Андреев профессор çуралнăранпа 90 çул çитнине паллă турĕç.
Иван Андреевичăн юлашки ĕç вырăнĕ Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри пулчĕ. Кунта ученăй профессор должноçĕнче ĕçлерĕ.
Иван Андреевич пĕтĕм пурнăçне чăваш чĕлхи ăслалăхĕпе, чăваш чĕлхине шкулта вĕрентессипе çыхăнтарнă çынччĕ – кафедрăра вара чăваш чĕлхине вырăс шкулĕнче вĕрентессишĕн ответлăччĕ, çавăнпа лекцисемпе практика занятийĕсене ирттернисĕр пуçне шкулсене тухса çÿретчĕ, курс ĕçĕсене ертсе пыратчĕ.

Текста малалла вулăр...