Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90

Шкул пуррине шута илмелле

«Хыпар» хаçатра (2021, çĕртмен 4-мĕшĕ, 9 стр.) Ирина Кошкина корреспондента Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши панă интервью пичетленсе тухрĕ. Интервью паракана хуравлас, унпа тавлашас йăла, тен, пурнăçра пулман та-тăр. Апла пулин те эпĕ писатель чăваш орфографине хакласа каланă сăмахсем пирки тăват-пилĕк асăрхаттару тăвас терĕм. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен вулавçăсем 400-е яхăн кĕнеке кăларнă, расна ят-сум темиçе хут та илнĕ, нумай хура-шур курса халал çырма хатĕрленнĕ халăх писателĕ каланинче йăнăш пулас çук тесе пăтрава кĕрсе ӳкме пултараççĕ. Йăнăш тени çук мар вара.
Пĕрремĕшĕ. Хальхи уйрăм çырас йĕркене Михаил Николаевич правительство, власть шайĕнче çирĕплетмен тет. Тĕрĕссипе, çирĕплетнĕ. Тивĕçлĕ йышăнăва ун чухнехи Патшалăх Канашĕн Председателĕ В. Шурчанов алă пуснă. Документ айне дата лартнă: 1994 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕ.

Текста малалла вулăр...

ÇЫРУПА ПУПЛЕВЕ ЙĔРКЕЛЛĔ ТĂВАС ТЕСЕН ЧĔЛХЕНЕ ТĔП ВЫРĂНА ХУМАЛЛА

Виноградов Юрий Михайлович
Виноградов Юрий Михайлович
 
Чěлхепе пуплеве пěр-пěринчен уйăрасси ăслăлăхшăн кăна мар, практикăшăн та пěлтерěшлě, мěншěн тесен шкулта ачасене тěрěс калаçма тата çырма вěрентмелле. Куна тумашкăн чěлхен тытăмне пěлмелле. Ку пěлÿ текст тума кирлě. Текст темине, тěп шухăшне тата тытăмне ачасем кěçěн классенчех пěлеççě. 4-мěш класс пěтернě çěре шкул ачи хăй тěллěн каласа е çырса пама пултармалла. Текстăн темăпа рема черетленсе пынинчен тата шухăшлав манерěнчен килекен тěсěсене тата стилěсене ачасем аслă классенче уйăрма хăнăхаççě, ку е вăл пахалăха тивěçтерекен текстсем тума пултараççě.
Текст çырнă май микротемăсене килěшÿллě вырнаçтарса, предложение умри предложенипе шухăш тăрăх çыхăнтарса пынисěр пуçне ачасем çырăва орфографипе пунктуаци, пуплев тата грамматика енчен те тěрěс тума тивěç.

Текста малалла вулăр...
■ Виноградов Юрий Михайлович.
филолологи ăслăлăхěн к-чě, Чăваш Енěн Вěренÿ тата çамрăксен политики министерствин СХПП (КӲ) «Чăваш Республикин вěренÿ институчě» БВУ реги

Пуласлăха ăнтăлакан Раççейрен юлас марччĕ

Виноградов Юрий Михайлович
Виноградов Юрий Михайлович
 
2017 ҫулхи раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче «Пĕрлехи Раҫҫей» политика партийĕн XVІІ съездĕнче тухса калаҫнă май Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ В.В. Путин Раҫҫее малалла ăнтăлса ҫĕнелме чĕнсе каларĕ, ҫĕнелӱ хальхи ачасемпе ҫамрăк ҫынсен пуласлăхĕпе тачă ҫыхăннине палăртрĕ. Президент шухăшĕпе, пуласлăх мĕнлерех ҫулпа каясси, ăнăҫу эпир кивви патне каялла таврăнма ҫук лару-тăру туса хума, ку е вăл чăрмава сирсе хăварма пултарнинчен, хальччен мĕн тунине упраса малалла аталантарма вăй ҫитернинчен килет.
В.В. Путин Раҫҫей аталанăвне пĕтĕмĕшлĕн курать, ăслăлахпа шкул малашлăха ертсе пыма тивĕҫлĕ иккенне палăртать, ҫапах манăн, чĕлхеҫĕ пулнă пирки, Президент каланине чăваш чĕлхине шкулта вĕрентессипе тачă ҫыхăнтарас, ыйтăва кĕреттĕн тишкерес килет паллах.

Текста малалла вулăр...
■ Ю. Виноградов.
чĕлхеçĕ

Кун ячĕ пÿрне ячĕ-и?

Паллах, кун ячĕ пÿрне ячĕ мар, çапах иккĕшне танлаштармалăх сăлтав пур, мĕншĕн тесен орфографире пÿрне ячĕсене мĕнле çырас пирки тавлашу тухмасть, кун ячĕсене çырасси çинчен вара пĕр-пĕрне хирĕçлекен шухăш калаççĕ. Орфографи комиссийĕн юлашки ларăвĕнче эпĕ кун ячĕсене пĕрле çырас шухăша хирĕç сасăларăм. Çавăнпа пирĕн комисси ларăвĕн йышăнăвĕ мĕншĕн йăнăш пулнине ăнлантармах тивет.
Пĕрле çырассине тавăрас тесе пуçланă тавлашу вырăнлă маррине тата вăхăтсăр иккенне ĕнентернĕ май А.С. Егорова доцент орфографи комиссийĕн чи малтанхи ларăвĕсенчен пĕринчех кун сăмахлă ятсем пÿрне ячĕсем майлă пулнине шута илмелле терĕ. Çакнашкал параллель пуррине, хăй вăхăтĕнче, хальхи правилăсене йышăнас умĕнхи тĕл пулусенче И.А. Андреев профессор та калатчĕ, уйрăм çырни чĕлхе тытăмĕпе килĕшсе тăнине ĕнентеретчĕ.

Текста малалла вулăр...