Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90

Пуçламăш класс ачисен текст ăслай-хăнăхăвĕсене тĕрĕслесси

Артемьева Т. В.
Артемьева Т. В.
 
Пуçламăш шкулта ачасене тăван чĕлхене вĕрентесси тĕп тĕллевсенчен пĕри. Пуплеве аталантарасси вара чĕлхе вĕрентĕвĕнче çак тапхăрти тĕп задачăсенчен пĕри. Çакна вĕренĕвĕн çĕнетнĕ стандартĕнче те çирĕплетнĕ. Çыхăнуллă пуплеве аталантарас ĕçре тĕпре – текст ăслай-хăнăхăвĕсене калăпласси: çак ушкăн хăнăху çителĕклĕ таран аталанни пур предметсене те ăнăçлă вĕренсе пыма май парать. Çакă вăл текст вĕренĕвĕн хутшăну единици пулнипе çыхăннă: вĕренÿ процесĕ пĕтĕмĕшле калуллă тата çыруллă текстсем урлă йĕркеленекен пуплев хутшăнăвĕнче пулса пырать. Ку ĕç тĕрлĕ енлĕ ăслай-хăнăху калăпласа аталантарассипе çыхăнать: текст йышăнма, ăнланма-ăса хума, асăмлама, калăплама пултарни.

Текста малалла вулăр...
■ Артемьева Тамара Васильевна.
педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент

Шкул ÿсĕмне ҫитменнисене чăваш чĕлхипе, йăли-йĕркипе, вăйă-юрăпа паллаштармалли методикă кăтартăвĕсем

Комиссарова А. Г.
Комиссарова А. Г.
 
Кашни халăх хăйĕн чĕлхипе, йăли-йĕркипе, тумĕпе, шухăш-кăмăлĕпе, тепĕр майлă каласан, хăйне евĕрлĕхĕпе палăрать. Ку иксĕлми пуянлăх. Юлашки вăхăтра чăваш каналĕсем, радиохумсем хутшăнни савăнтарать. Çапах та пăшăрхантараканни те юнашарах: майĕпен ялсем вырăсланаҫҫĕ, ачасем тăван чĕлхепе сайрарах калаҫаҫҫĕ.
Ĕнерхи тата паянхи ачасем. Малтанхи ăру килте, шкулта, урамра чăн чăвашла, атте-анне чĕлхипе калаҫнă. Чăвашла кĕнекесем вуланă, хаҫат-журналпа туслă пулнă. Сăвă-калав, сочинени, изложени, чăвашла ҫырасси пĕрре те йывăр пулман пирĕншĕн, ĕнерхи ачасемшĕн. Паянхи лару-тăру пачах урăхла.

Текста малалла вулăр...
■ Комиссарова Алина Геннадьевна.
Элĕкри "Пучах" ача сачĕ

ЧĂВАШ ШКУЛĔН 10-МĔШ КЛАСĔНЧЕ ТЕМАТИКА ПЛАНĔ ЙĔРКЕЛЕССИ

Паянхи çивĕч ыйтусенчен пĕри – Федерацин патшалӑх вĕренӳ стандарчĕ вӑя кĕнĕ тапхӑрта тӑван (чӑваш) чӗлхепе литературӑна вӗрентессине вӗрентӳпе методика енчен тивӗҫтересси.
Хальхи патшалӑх политики шкулти вӗренӱ ӗҫӗнче цифрланӑ / электронлӑ вӗрентӳ хатӗрӗсемпе усӑ курассине анлӑлатма тӑрӑшать.
Цифрланӑ / электронлӑ вӗренӱ ресурсӗсем тӑван литература урокӗсен пахалӑхне хальхи улшӑнусемпе килӗшӳллӗн йӗркелеме пулӑшаҫҫӗ.
Шкул пурнӑҫӗнче те цифрӑллӑ ҫӗнӗ технологисем ҫуралчӗҫ, вӗренӳпе методика хатӗрӗсем улшӑнчӗҫ, ҫӗнӗ майсем тупӑнчӗҫ, вӗсене пула чӑваш чӗлхипе литературине вӗренекен ачасен кӑсӑкланӑвне, хавхаланӑвне ӱстерме пулать.
Вӗрентекенсем цифӑрланӑ / электрон вӗренӳ ресурсӗсем усӑ курса уроксене ҫакӑн евӗр йӗркелеме пултараҫҫӗ:
 проект ӗҫне урокра ушӑнпа йӗркелени;
 кашни вӗренекене урокра харкам ӗҫ парса явӑҫтарни;
 шухӑшлавпа ӑмӑрту моделӗ урлӑ урокра тунӑ монологран акцент енне куҫни, вӗренекенсем хӑйсен шухӑшӗсене ҫирӗплетсе каласа пама пӗлни;
 вӗренекенсен опытне шута илсе ӗҫсем хушни;
 класри пур ача тимлӗхӗпе хавхаланӑвне тытса пыма тата тытса тӑма пулӑшни, ҫав шутра вӗренӱ ӗҫ-хӗл тӗсӗсене улӑштарассипе ҫыхӑннӑ ӑнланусене ӑсра тытни;
 урокӑн пӗтӗмӗшле результатне кашни харпӑр хӑй тӳпе хывнине ӑнланни;
 обзорлӑ уроксенче ЦВР/ЭВПР усӑ курни.

Текста малалла вулăр...
■ Иванова Надежда Григорьевна.
Чăваш Республики, Вĕренÿ институчĕ

Чăваш шкулĕн 5-9-мĕш классем валли хатĕрленĕ «Тăван (чăваш) литература» вĕренÿпе вулав кĕнекисенчи методика аппарачĕ

Иванова Надежда Григорьевна
Иванова Надежда Григорьевна
ФГОСа тивĕçтерекен вĕренÿ кĕнекисемпе меслет сĕнĕвĕсем пĕчĕккĕн пичетленсе тухса пыраççĕ. Чăваш Республикинче чăваш тата вырăс шкулĕсенче усă куракан «Чăваш чĕлхи», «Тăван литература», «Чăваш литератури» предметпа пичетленсе тухнă вĕренÿ кĕнекисем Федераци переченьне кĕреймен. Ку перечене кĕрсе вĕренÿ кĕнекине УЧЕБНИК тесе çыртарма тĕслĕх программа (1-4; 5-9 классем), вĕренÿпе вулав кĕнеки (учебник), учитель валли çырнă методика сĕнĕвне, электрон мелĕпе тунăучебник хатĕрлемелле.
Вĕренÿпе вулав кĕнекисем ФПВС (ФГОС) тивĕçтермелле. Ҫак статьяра чăваш шкулĕнче 5,6,7,8,9,10,11-мĕш классенчи «Тăван литература» предметпа вĕрентме хатĕрленĕ вĕренÿ кĕнекисене кĕртнĕ çĕнĕлĕхсемпе паллашма пултаратăр.

Текста малалла вулăр...
■ Иванова Надежда Григорьевна.
Чăваш республикин
вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ

Современные подходы к организации воспитательной работы на уроках ИКРК (РК) в 1-4 классах

Иванова Н. Г.
Иванова Н. Г.
Проблема воспитательного потенциала урока затрагивает различные стороны функционирования классно-урочно-предметной системы современной школы. Базой развития и воспитания ребенка продолжают оставаться фундаментальные знания, которые он получает в ходе образовательного процесса. Однако образование личности должно быть сориентировано не только на усвоение определенной суммы знаний, но и на развитие самостоятельности, личной ответственности, созидательных способностей и качеств человека, позволяющих ему учиться, действовать и эффективно трудиться в современных экономических условиях. На это ориентирует нас Концепция модернизации российского образования, определяя приоритетность воспитания в процессе достижения нового качества образования.

Текста малалла вулăр...
■ Иванова Надежда Григорьевна.
доцент кафедры чувашского языка и литературы БУ ЧР ДПО «Чувашский республиканский институт образования» Минобразования Чувашии

Тăван (чăваш) литератури урокĕсене ҫĕнĕлле ирттермелли урок çул-йĕрĕ

Иванова Надежда Григорьевна
Иванова Надежда Григорьевна
Ҫĕнĕ вĕренÿ технологисемпе усă курса ирттермелли урокăн çул-йĕрĕ мĕнрен пуҫланать?
Чи малтан урок тĕсне суйласа илнинчен. Урок тĕсĕ урок тĕллевне пурнăслама суйласа илнĕ вĕренÿ технологинчен тухать (аяларах 19 технологи списокне панă). Вĕренÿ технологийĕн хăйĕн концепцийĕ, йĕрки пур. Вĕренÿ технологи концепцийĕн кашни хăйне уйрăм тĕнче. Унта урок тапхарĕ, кашни тапхăрта вĕрентекенсемпе вĕренекенсен ĕҫĕсен тĕллевĕсем, урок тĕллевĕсене пурнăҫламалли мелсемпе меслетсем. Учитель хăй суйласа илнĕ технологине (урок тĕсне) палăртнă хыҫҫăн ҫеҫ урок конспектне (урок конструкторне) ҫырма ларать.

Текста малалла вулăр...