Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90

«Кăмăл» çемье ансамблě

Никифорова Л. В., Керукова Г. А.
Никифорова Л. В., Керукова Г. А.
Кирек мĕнле халăх та пушă вăхăтра ĕлĕк-авалтанпах юрă юрланă, ташă ташланă. Уявсене ваттите, вĕтти те хутшăннă. Ахальтен мар вырăссем «Этем çăкăрпа кăна тутă пулмасть», - тенĕ. Аслă вĕрентекен И.Я.Яковлев та «Чăваш халăхĕн çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин сăмах», - тенĕ. Апла пулсан чăвашсем те авалтанпах юрă-ташăна, уявсене кăмăлланă. Халăх пултарулăхĕ виçесĕр, вăл чăн-чăн пуянлăх. Кунта унăн кун-çулĕ, йăли-йĕрки, кăмăл-туйăмĕпе шухăш-ĕмĕчĕ. Çавăн пекех унăн кунта ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пуянлăхĕ упраннă, ĕмĕртен-ĕмĕре куçса пынă. Пуринчен ытла юрă, музыка фольклорĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Текста малалла вулăр...

ЧĂВАШ ХАЛĂХ ЙĂЛИ-ЙĔРКИНЧЕ ШЫВ ХĂВАТНЕ ĔНЕННИ

Федорова Ирина Николаевна
Федорова Ирина Николаевна
Çут çанталăка упрасси – паянхи кунăн чи çивĕч ыйтăвĕ. Çут çанталăк илемне курма, унпа савăнма çеç мар, çав илеме упрама та пĕлмелле.
 
Тăван тавралăх – сывлăх тĕрекĕ. Мăн асаттесемпе асаннесем çакна питĕ лайăх ăнланнă. Этем çут çанталăкран вăй-хăват илет, çавăнпа вĕсем ăна пуç çапсах хисепленĕ. «Эпир çĕртен пулнă, çĕрех пулатпăр», – тенĕ.
 
Шыв… Шыв тĕнче пуçланичченех пулнă тесе каланă чăваш халăх юмахĕсенче. Шыв çинче çĕр, тĕнче, пурнăç пуçланса кайнă тенĕ. Шывăн шыва путаракан, çĕре ишсе юхтаракан, çĕре шăваракан, çĕре типĕтсе яракан, çĕре шăварса çĕртсе яракан, чир-чĕре сиплекен, чир-чĕр яракан, усал-тĕселе хăратакан вăйсем, таврашĕсем пур имĕш.

Текста малалла вулăр...
■ Федорова Ирина Николаевна.
Михайловкăри тĕп шкул, Çĕрпÿ районĕ

Пирěн пěчěк театр

I.Урок теми: «Пирĕн пĕчĕк театр».
II.Урок тĕллевĕсем:
1. Сапăрлав: тăван çĕр – шыва юратма вĕрентесси, чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ – хĕрĕпе мăнаçланма хăнăхтарасси;
2. Пĕлÿ: театр çинчен тĕпчесе пĕлесси;
3. Аталантару: ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси, сăмахĕсемпе вырăнлă та тирпейлĕ, сасă хатĕрĕсемпе пĕлсе усă курма вĕрентесси. Тĕрлĕ ситуацире пуплев хăвăртлăхне, кĕвĕлĕхне, сасă хулăнăшне улăштарса калаçма хăнăхтарасси.
III.Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, презентацисем, ачасен ÿкерчĕкĕсем, спектакльте вылямалли костюмсем, декорации, тест, тупмалли юмахсен сăмахĕсене пăтраштарнă хутаç.
Урок юхăмĕ.
Ачасене темăпа кăсăклантарса ярасси
-Сывлăх сунатăп пурне те!

Текста малалла вулăр...
■ Андреева Светлана Емельяновна.
Чăваш Республики, Куславкка районĕ, Тĕмшер тĕп шкулĕ

«Виçĕ актер çĕршывĕ» темăна вĕрентмелли материал

Лукина Татьяна Ивановна
Лукина Татьяна Ивановна
 
Шупашкар хулинчи 61-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Лукина Татьяна Ивановна Мордвинов Николай Дмитриевич, Садальский Станислав Юрьевич, Садальский Станислав Юрьевич актерсем çинчен каласа паракан презентаципе паллаштаать. Вăл шкул ĕçченĕсене кирлĕ пуласса шансах тăратпăр.
■ Лукина Татьяна Ивановна.
Шупашкар хулинчи 61-мĕш шкул

Чăваш ятне тĕнче уçлăхне çĕкленĕ паттăр

А.Г.Николаев – пирẻн паллǎ ентеш.Вǎл икẻ хут Совет Союзẻн геройẻ, авиаци генерал – майорẻ, техника наукисен кандитачẻ.
Икẻ хут тẻнче уçлǎхẻнче пулса чǎваш ятне çǎлтǎрсем таран çẻклерẻ
А.Г.Николаев 1929-мẻш çулхи сентябрẻн 5 –мẻшẻнче Сẻнтẻрвảрри районẻнчи Шуршảл ялẻнче хресчен çемйинче çуралнả. Ачалảх кунẻсене тảван Шуршảл ялẻнче ирттернẻ. Çамрảклах ашшẻсẻр тảрса юлнả, çурма тảлảх ÿснẻ, пурнảç ảна ачашласа ÿстермен. Çын пулас тесен ẻçле те тảрảш, ẻмẻтленнẻ телей ẻçленинчен те вẻреннинчен килет, çавна лайảх тавçảрса ÿснẻ Андриян.
Андриян мẻн ачаранах çут çанталảка юратнả, çынна çын вырảнне хурса хисепленẻ, пẻр тытảннả ẻçе юратса та тẻплẻн, таса кảмảлран туса тảнả.

Кукамайăн „ылтăн çупçи”

Кулакова СветланаПантелеймоновна
Кулакова СветланаПантелеймоновна
 
«Вĕрентекен» сăмах пĕлтерĕшĕ калама çук анлă. Ĕмĕр тăршшĕпе кам кăна вĕрентмест пире: атте-анне, асатте-асанне, кукаçипе кукамай, аслă аппасемпе пиччесем, учительсем, юлташсем...
Апла пулин те, ман шухăшпа, чăн-чăн вĕрентекен-пурнăç. Ахальтен-им, пурнăç вĕрентет тенĕ.
....Ырă туйăмлă аса илÿсен ытамĕнче ларатăп. Куç умне савăк та хаваслă вăхăтсем, тулли кăмăлпа ирттернĕ ачалăхăн паха саманчĕсем пĕрин хыççăн тепри кинори пек шуса иртеççĕ. Аса илÿ çăмхине сÿтсе яратăп та куç умне юратнă кукамай сăнарĕ тухса тăрать. Ыррине, пахине нумай панă вăл мана.

Текста малалла вулăр...
■ Кулакова СветланаПантелеймоновна.
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен,
Патăрьел районĕ, Ыхра Çырми шкулĕ

Чǎваш уявĕсем

Ефимова Валентина Павловна
Ефимова Валентина Павловна
Урок тĕсĕ: çĕнĕ пĕлÿ памалли урок
Сапǎрлǎх тĕллевĕ: Чǎваш халǎх уявĕсем çинчен тата ытларах пĕлес кǎмǎла çĕклесси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: çĕнĕ сǎмахсемпе паллашса чǎваш уявĕсем çинчен вуласа пĕлесси, иккĕмĕшле глаголсем тǎвакан тухǎçлǎ аффикссемпе паллашасси.
Аталантару тĕллевĕ: ачасен çыхǎнуллǎ пуплевне аталантарасси, иккĕмĕшле глаголсемпе пуплевре усǎ курма хǎнǎхтарасси, тавра курǎмне анлǎлатасси.
Урокра усǎ куракан мелсемпе меслетсем: анкета ыйтǎвĕсене пĕтĕмлетни, вĕрентекен сǎмахĕ, ыйтусене хуравлани, чǎвашларан вырǎсла, вырǎсларан чǎвашла куçарни, таблица, кроссворд тултарни, вайǎ юррине карталанса юрлани, ушкǎнпа тата икшерĕн ĕçлени, калаçу ирттерни.

Текста малалла вулăр...
■ Ефимова Валентина Павловна.
Куславккари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 3-мĕш вǎтам шкулта чǎваш чĕлхи вĕрентекен

Юратнă юрăç

Севрикова Любовь Константиновна
Севрикова Любовь Константиновна
 
Воспитани тěллевěсем : Иван Иванович Христофоров юрăç юррисене итлеттерсе, чăваш халăх, эстрада юррисене яланах итлеме, юрлама туйăм çěклесси.
Пěлÿ тěллевěсем: Чăваш çěрě çинче çуралнă Иван Иванович Христофоровăн пурнăçěпе тата ěçěпе кěскен паллаштарасси , юрăç çинчен кěскен каласа пама хăнăхтарасси.
Аталантару тěллевěсем: çыхăнуллă пуплеве , шухăшлава, тимлěхе, илемлě вулав хăнăхăвěсене аталантарасси.
Урока кирлě хатěрсем: компютор, проектор, урок темипе хатěрленě слайдсем.
Усă курнă литература: 1.

Текста малалла вулăр...
■ Севрикова Любовь Константиновна.
Çĕнĕ Шупашкар, 18-мĕш лицей, пĕрремĕш категориллĕ чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ

Истори юррисем

Александр Марсович Степанов
Александр Марсович Степанов
 
Халăх пурнăçĕнче чăн пулса иртнĕ пысăк ĕçсемпе пулăмсем е çынсем çинчен ятран калакан юрăсене истори юррисем теççĕ
■ Александр Марсович Степанов.
Муркаш районĕнчи А. Г. Николаев ячĕллĕ вăтам шкул

Чăваш чăвашлăхпа илемлě

Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,
Шăпчăк та юрлать кунта ав чăвашла.
Сассăм пин чěлхеллě халăх хушшинче
Янăрать сăпайлăн, уççăн чăвашла.
Тăван халăх, тăван сăмах, тăван культура шăпи пурне те кăсăклантарать, шухăшлаттарать, хумхантарать.
Халăхăмăрăн йывăр та, çав вăхăтрах телейлĕ кун – çулĕ пин – пин çула тăсăлать. Асаплă пусмăр айĕнчен хăтăлса тухса, тĕнче кисренĕвĕсенче чĕррĕн юлса вăл çĕнĕ ĕмĕре хăй ячĕпе утса тухрĕ. Мĕн юлнă унăн сĕм аваллăхран? Тĕлĕнмелле сăваплă йăла – йĕрке, ăмсанмалла хитре тĕрĕ – эреш, чуна уçăлтармалăх сăвă – юрă, чĕрене килентермелĕх ташă – кĕвĕ, вутра çунман, шывра путман, çĕрте çĕрмен тăван чĕлхемĕр юлнă. Йăхран-йăха куçса пыракан йăла-йěркесенче, уявсенче халăхăн чунě, кун-çулěн шăпи, телейě, ěмěт-тěллевě палăрать.

Текста малалла вулăр...
■ Левая Нина Аркадьевна.
Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхальти пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ