Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90

ДОБРЫЙ БАТЮШКА ДАНИИЛ ФИЛИМОНОВ

 
О книге педагога-краеведа Н.П. Филимонова «Добрый батюшка»
(-Чебоксары: Типографии №7, 2020. - 120 с.)
В конце 2020 г. краевед Николай Петрович Филимонов из Цивильского района порадовал читателей своей книгой «Добрый батюшка». Будущий автор книги родился в селе Первое Степаново Цивильского района Чувашии 2 января 1951 г. в семье учителей. Примечательно, что он является правнуком младшего брата Даниила Филимонова Василия. Автор книги окончил в 1973 г. ЧГПИ им. И.Я.Яковлева по специальности «учитель физики», в 1981 г. - художественно-графический факультет того же вуза. С 1973 по 2018 год работал учителем физики, математики, рисования, технологии Кокшакасинской, Первостепановской, Чурачикской школ Цивильского района Чувашской Республики, в 1985 - 2009 гг.

Текста малалла вулăр...
■ Ефимов Л.А.
Доктор исторических наук, профессор

Чăваш чĕлхи. Тĕслĕх программа

 
Вĕренÿ çинчен калакан çĕнĕ саккунпа килĕшÿлĕн ятарлă органсен шкулсем валли кашни предметпах тĕслĕх программа хатĕрлемелле. Ку ĕçе Чăваш республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви пуçăннă та ĕнтĕ. Нумаях пулмасть Вĕренÿ институчĕн чăваш кафедри хатĕрленĕ "Чăваш чĕлхи. Тĕслĕх программа. Чăваш шкулĕн 5-9-мĕш класĕсем валли" кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Ку кĕнекери тĕслĕх программăна вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсене пăхăнса хатĕрленĕ.

8 – 9 классем валли – хăнăхтару пуххи

Чăваш кĕнеке издательстви типографийĕнчен чăваш шкулĕн 8 – 9 класĕсем валли хăнăхтару пуххи (Виноградов Ю.М. Хăнăхтару пуххи: 8 – 9 классем валли / Ю.М.Виноградов. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2011. – 175 с.) пичетленсе тухрĕ. Ăна шкулсене ярса панă тата «Книжные новинки» кĕнеке магазинĕсене çитернĕ. Сутлăхри хакĕ – 167 тенкĕ. Пысăк хак кĕнекен тиражĕ сахал пулнипе çыхăннă. Тираж чăнах та пĕчĕккĕ – 2 пин экземпляр кăна.
2-мĕш кларăмпа (2008) танлаштарсан хвльхи кăларăмра экзамен материалне пĕтĕмпех çĕнетнĕ. Пĕр тĕп членлă предложенисемпе, тулли мар предложенисемпе çыхăннă материала учебник концепцине пăхса улăштарнă. Чĕлхе комиссийĕ йышăнăвне шута илсе союзсăр хутлă предложени термин вырăнне çыхăну паллисĕр хутлă предложени термин кĕртнĕ. Унчченхи пекех, грамматика йăнăшĕсене тупса тÿрлетмелли хăнăхтарусем сĕннĕ.

Текста малалла вулăр...

Çĕнĕ кĕнеке пичетленсе тухрĕ

Хисеплĕ вĕрентекенсемпе ачасем! Сире валли Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин методисчĕ Л.Г.Петрова хатĕрленĕ «Текст: тишкерÿ ыйтăвĕсем, ĕçсем» текстпа ĕçлемелли вĕренÿ кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Кĕнекене хатĕрленĕ чух программăпа вĕренĕвĕн çĕнĕ стандартне тĕпе хунă, методикăна пăхăнса хатĕрленĕ. Çавăн пекех 9-мĕш класс пĕтерекен ачасен чăваш чĕлхипе экзамен тытнă чухне текст тишкерĕвĕ тĕп вырăнта тăнине шута илнĕ. Текста тишкерни ачасен пултарулăхне аталантарать, хăйсен тĕллĕн ĕçлеме вĕрентет. Паянхи шкул ачин экологи, кăмăл-сипет, культурологи ыйтăвĕсемпе хăйсен шухăшĕсене уçăмлăн, витĕмлĕн, кĕскен уçса пама пĕлмелле. Вĕренĕвĕн çĕнĕ стандартĕнче те ума кăларса тăратнă ыйтусене ача хăй тĕллĕн тишкерме пултарнине тĕп тĕллев тесе палăртнă.
Кĕнекери материала илемлĕ литературăран, наука статйисенчен тата хаçат-журналтан илнĕ текстсем тăрăх хатĕрленĕ.

Текста малалла вулăр...