Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90

И.Я. Яковлевăн çутă сăнарĕ пирĕн асра

Ильина Е. Ю.
Ильина Е. Ю.
 
Иван Яковлевич Яковлев ĕçĕпе килес ăрусен асĕнче юлакан, пурнăçри пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсен йышне кĕрекен чаплă çынсен шутĕнче. Вăл çут ĕçĕпе культурăн ырми-канми ĕçченĕ пулнă, чăваш халăхĕн наци çĕкленĕвĕн пуçламăшĕнче тăнă, чăваш халăхĕ ыттисемпе, чи малтанах вырăссемпе туслă пулассишĕн çине тăнă. Вăл çут ĕç историне Чĕмпĕр хулинчи наци шкулĕсем валли учительсен кадрĕсене хатĕрлекен вĕренÿ заведенийĕн никĕслевёи тата ертÿçи, Атăл тăрăхĕнчи халăх вĕрентĕвĕн сумлă йĕркелÿçи, икĕ чĕлхеллĕ шкулти вĕрентĕвĕн педагог-новаторĕ, теоретикĕ тата практикĕ пулса кĕрсе юлнă.
Иван Яковлевич Яковлев 1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче удел /"патшалăх"/ хресченĕн çемйинче çуралнă.

Текста малалла вулăр...
■ Ильина Елена Юрьевна.
Çĕрпÿ районĕ, Туçи вăтам шкулĕ

Наш звёздный земляк А. Г. Николаев

Цель:
формировать позитивное отношение к умственному труду, побуждать к саморазвитию, творчеству;
способствовать воспитанию чувства патриотизма, гордости за свою страну, свой народ.
Задачи:
1. Познакомить детей с лётчиком-космонавтом А. Г. Николаевым, прославившим Родину и Чувашскую Республику своими космическими подвигами.
2. Воспитание у учащихся любви к своей «малой» Родине, родному краю, её замечательным людям.
3. Формирование чувства национальной гордости, познавательных интересов учащихся.
 
Оборудование: проектор, компьютер, слайды, запись песни на тему «Звёздный десант», книги для выставки, цветная бумага, фломастер.
■ Арсентьева В.Г., Пуанова С.Г., Семёнова А.Н.
Учителя начальных классов МАОУ «СОШ №65» г. Чебоксары Чувашской Республики:

Мухтава тивĕçлĕ ентешĕм

Фомина И.А.
Фомина И.А.
 
Йывăç лартсан, çурт тусан, ывăл ÿстерсен этем хăйĕн пурнăçне тивĕçлипех пурăнса ирттернĕ теме пулать теççĕ халăхра. Çак виçĕ тивĕçе пурнăçланипех çын хăйне телейлĕ тесе шутлĕ-ши; çук пуль, пурăнса ирттернĕ кунсемшĕн ĕмĕр вĕçĕнче чунра йывăр туйăмсем ан пулччăр тесен çĕр çинче пурăннă чухне хăвшăн çеç йывăç лартни, çурт çĕклени, ывăл ÿстерни сахал. Хырăма тăрантарас тесе ĕçлени те, хăв çавăрнă йăвара çемье йĕркелесе ача-пăча ÿстерни те пурнăç ыйтнă май йĕркеленсе пырать. Анчах та эсĕ вăй-хална шеллемесĕр чун-хавалĕпе парăнса тăвакан ĕçÿ халăха кирлине туйса ĕçлени – паттăрлăх. Çак сăмахсемпе эпĕ Тренкассинчи Раççей шайĕнчи паллă шкул директорĕнче вăтăр виçĕ çул хушши вăй хунă Викентий Геннадьевич Фоминпа паллаштарасшăн.

Текста малалла вулăр...