Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90

„Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш” сăвă вулакансен видеоконкурсĕ пуçланать

Нарăсăн 15-шĕнĕче „Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш” сăвă вулакансен видеоконкурсĕ пуçланать. Аяларах эпир сире унăн положенийĕпе паллаштаратпăр.
 
Тĕллевĕ
 
Конкурса чăваш чĕлхине аталантарас, ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхе илемне туйма вĕрентес, хăйсен пултарулăхне аталантарма хăнăхтарас, аслисене ку ĕçе активлăрах хутшăнтарас тĕллевпе йĕркеленĕ.
 
Кам хутшăнать?
 
Конкурса шкул çулне çитмен тата пуçламăш классенче вĕренекен ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе педагогсем хутшăнма пултараççĕ. Конкурс тÿллевсĕр иртет.
 
 
Кам ирттерет?
 
Конкурса Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ , Чăваш халăх сайчĕ ирттерет. Конкурса ярса панă материалсене Шкул ТВ интернет- телеканалта тата Чăваш халăх сайтĕнче вырнаçтараççĕ.

Текста малалла вулăр...

Топонимикăн 1-мĕш олимпиадин пĕтĕмлетĕвĕсем

Топонимикăн 1-мĕш олимпиадин çĕнтерÿçисем паллă. Вĕсем çинчен инçет вĕренÿ центрĕн сайтĕнче пĕлме пулать. 1-мĕш вырăнсене вара виççĕ ача çĕнсе илнĕ: Дарья Валиулина (Тутар Республики), Ксения Александрова (Канашри 3-мĕш шкул) тата Анастасия Федорова (Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкассинчи вăтам шкул). Çĕнтерÿçĕсене хатĕрленĕ вĕрентекенсене Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви Тав çырăвĕпе чыслать. Ачасем Хисеп хучĕсем илме тивĕçлĕ пулнă. Олипиадăна хутшăнннă шкул ертÿçисем, вĕренекенсемпе вĕрентекенсем Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕн Хутшăну сертификатне илме тивĕçнĕ. Чыслав хăçан пуласси çинчен хутшăнакансене уйрăм хыпарлăпăр..

Учителе те стандартлаççĕ

Раççей Федерацийĕн вĕренÿ тата ăслăлăх министерствин сайтĕнче Учитель стандартне пичетленĕ. Ăна сÿтсе явма пуçланă. Самаях пысăк документа вĕрентекенсем тĕрлĕрен хаклаççĕ. Ытларахăшĕ тиркевлĕ куçпа. Кашниех хăйĕн шухăшне калама пултарать унта. Адресĕ: http://минобрнауки.рф

Орфографи правилисене çирĕп пăхăнма сĕннĕ

Раштавра "Хальхи чăваш орфографийĕн çивĕч ыйтăвĕсем" ыйтăва чĕлхе комиссийĕнче пăхса тухнă. Хальлĕхе нимĕнле улшăнусем те пулмаççĕ. Кĕнеке издательствине вĕренÿ учебникĕсене хатĕрленĕ чухне хальхи орфографине çирĕп пăхăнма хушнă. Ку ыйтупа кĕнеке редакторĕсем вĕрентÿ институтĕнче ятарлă семинарта пухăнĕç. Гуманитари институтĕнче те "çавра сĕтел" тавра пухăнса калаçма палăртнă.