Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90

Автор заявленийĕ кирлĕ пулать.

Авторсен хăйсен статйипе пĕрле заявлени çырса яма тивет. Ăна алă пуснă хыççăн сканерпа ÿкерсе илсе статья çумне çыпăçтармалла. Заявлени калăпне тата унăн текстне аяларахри ÿкерчĕкре тупма пултаратăр.
■ Владимир Андреев.
"Шкулта" журнал редакторĕ

Журнал пирки

Вĕрентекен пурнăçĕ хальхи саманара çăмăл теме çук. Уроксене хатĕрленесси, тĕрлĕрен хут ĕçĕ тăвасси, уроксем хыççăн ачасене канăвне йĕркелесси тата ... вуншар-вуншар ыйту тухса тăрать. Çав вăхăтрах харпăр хăй пĕлĕвне ÿстересси те чи çивĕччисенчен пĕри. Ăна ниепле те аякка хăварма пулмасть - кунта пирĕн кулленхи пурнăç, пирĕн шалу, çемье пуласлăхĕн тĕп пайĕ.
Интернет журналăн тĕп тĕллевĕ шăпах Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан вĕрентекенсен пурнăçне çăмăллатасси. Пирĕнпе çыхăнма компьютерсăр пуçне урăх нимех те кирлĕ мар. Ятарлă изданисен редакцийĕсене кайса çÿреме, хăвăр хатĕрленĕ матералсене вырнаçтармашкăн тархаслама, унтан хатĕр материал пичетленессе уйăхĕ-уйăхĕпе кĕтсе пурăнма кирлĕ мар. Эсир ярса панă материал çитес номертех пичетленсе тухасса эпир шантаратпăр. Кунта пĕртен пĕр йĕрке кăна пур: сирĕн материал шкулти вĕрентекенĕн пурнăçне çăмăллатма пулăшмалла.

Текста малалла вулăр...

Журнала мĕнле çырмалла?

Журнал валли материалсем, вĕсене калăплассипе хатĕрлесси, пичетленнĕ материалсемшĕн сертификат çырăнса илесси тата ытти хăш-пĕр хăйне евĕрлĕхсем пирки сăмах пуçарасшăн ку пайра.
Пуш сăмах вакламасăр тÿрех ĕçе пуçăнам. Чи малтан, материалсем çинчен. Ахаль журналпа танлаштарсан интернет журналăн мелĕсемпе майĕсем ытлараххи куçкĕретех. Кунта эпир çыруллă материалсемпе сăн ÿкерчĕксемсĕр пуçне ытти электрон материалсене те хаваспах йышăнатпăр. Презентацисем, видео-аудиоматериалсем пирĕн журналшăн чухах пулаççĕ. Вĕсене хатĕрленĕ чухне 'чăвашла' сас паллисемпе кăна усă курмалла мар. Юникод кодировкине кĕрекеннисемпе усă курса çырнисем валли журналта яланах çул уçă пулĕ. "Чăвашла" сас паллисемпе ăсталанисене, паллах, йышăнатпăр. Анчах та, пĕрремĕш, вĕсен пахалăхĕ ыттисенчен чылай лайăх пулмалла, иккĕмĕш - редакторăн ăна тÿрлетсе ларма вăхăчĕ çитсе пымалла.

Текста малалла вулăр...
■ Владимир Андреев.
Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕн ертÿçи