Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90

Республикăн 2022 çулта тытнă пĕрлехи экзаменĕн ыйтăвĕсене тишкерни

Статьяна тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем тата шкул ачисем валли хатĕрленĕ. Ĕçĕн тĕп тĕллевĕ – республикӑн 2022 çулта тытнă пĕрлехи экзаменĕн ыйтăвĕсене тишкересси, çитес çулта шкул ачисене экзамена хатĕрлеме пулăшасси.
Республикăн пĕрлехи экзаменĕ тĕп шкул пĕтерекен ачан чăваш чĕлхипе илнĕ пĕлĕвне пĕтĕмĕшле аттестаци картинче хаклама май парать. Экзамен ĕçĕ 3 пайран тăрать. 1-мĕш пайра итленĕ текста çывăх изложени çырмалла пулнă. Текста Юхма Мишши çырни тăрăх хатĕрленĕ. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, 2022 ҫула Чăваш Енре мухтавлă ентешсене халалланă. Экзамента итлемелли тата вуламалли текстсен темисем паллă ентешсемпе çыхăннă.

Чăваш чĕлхипе - экзамен

Чăваш чĕлхине юратса вĕренекенсем, экзамена та çак предметпа тытас текенсем валли республикăн пĕрлехи экзаменне ирттереççĕ.
 
Экзамен 3 пайран тăрать:
1-мĕш пайра – итленĕ текста çывăх изложени çырмалла.
2-мĕш пайра – панă текста тимлĕ вуламалла та ыйтусене хуравламалла. 4 хуравран пĕрне суйласа илмелли 13 ĕç тумалла.
Экзамен ĕçĕн 3-мĕш пайĕнче – итленĕ тата вуланă текстсем тăрăх калăпăшĕ енчен пысăках мар ăслав сочиненийĕ хайламалла.
 
Çак пайри ĕçсем çинчен ăнлантарса панине эпир паянхи номерте пичетлетпĕр. Хăвăра кирлĕ материала аяларахри каçăпа уçласа илме пултаратăр.

2017 çулта 9 класс пĕтерекенсене чăваш чĕлхипе патшалăх шайĕнче тытмалли тĕп экзамена хатĕрлесси

Егорова А. С.
Егорова А. С.
Ку ыйту, чăваш чĕлхипе патшалăхăн тĕп экзаменне (ОГЭ) тытасси, паянхи кун чи кирлĕ ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Шăпах ун çинчен тĕплĕн ăнлантарса парать те хăйĕн пысăк презентацийĕнче Вĕренÿ институтĕнчи филологи кафедрин доценчĕ Анна Семеновна Егорова. Текст файлĕнче вара иккĕмĕш пая кĕрекен тĕслĕхлĕ тест ыйтăвĕсене илсе кăтартнă. Çак ĕç пур вĕрентекенпе вĕренекене питех те кирлĕ тесе шутлатпăр. Ыйтусем пулсан "Шкулта" журналăн редкцине е Вĕренÿ институтне тÿрех çыма ыйтатпăр. Пур ыйту çине те татăклă, тулли хурав пама шантаратпăр.

Патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ мĕн енчен лайăхрах?

Виноградов Юрий Михайлович
Виноградов Юрий Михайлович
 
Пирĕн республикăра 2008 çултанпа 9-мĕш класс ачисем чăваш чĕлхипе экзамен çĕнĕ йĕркепе тытаççĕ. Чăваш чĕлхи предмечĕпе экзамен çĕнĕлле тыттарни тăван чĕлхемĕр ытти чĕлхесемпе тан пулнине, пирĕн предмет ыттисенчен нимпе те кая маррине çирĕплетет.
9-мĕш класс пĕтерекенсен 2013 çулта, 2012 çулти пекех, чăваш чĕлхипе патшалăх аттестацине е сочинени евĕр изложени çырса (кивĕлле), е изложенипе тата сочиненипе пĕрле 10 тест ыйтăвне хуравласа (çĕнĕлле) иртме май пур.
Хăш-пĕр ача кивĕ йĕркепе сочинени майлă изложени çырма çăмăл тесе шухăшлать, çавăнпа экзамена кивĕ йĕркепе тытма хатĕрленет.

Текста малалла вулăр...

9-мĕш класра чăваш чĕлхипе экзамен тытасси

Виноградов Юрий Михайлович
Виноградов Юрий Михайлович
 
2012 çулта 9-мĕш класс пĕтерекенсене чăваш чĕлхипе экзамен икĕ майлă тытма ирĕк панă: кивĕлле (творчествăллă изложени çырса) тата çĕнĕлле (ППА – патшалăхăн пĕтĕмĕшле аттестацийĕ йĕркипе).
Экзамена кивĕлле тытакансем хатĕрленÿ тапхăрĕнче, тĕпрен илсен, изложени çырмалла. Çĕнĕлле тытакансен экзаменĕ 2011 çулхи пекех теме пулать, çапах та 2.9 ĕçре улшăну пулать: унччен тĕп членсăр предложенисене пĕлнине кăтартмаллаччĕ, кăçал шухăш тĕшши тупмалла. Сочинени условийĕ те улшăнать: кунта ăслав сочинени манерне тытса пымалли условисене кĕрет кăтартса параççĕ.
Экзамена хатĕрленмелли материала çак кĕнекесенче тупма пулать:
Чăваш чĕлхипе экзамена хатĕрленесси: 9-мĕш класс / Ю.

Текста малалла вулăр...
■ Виноградов Юрий Михайлович.
"Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн" чăваш чĕлхипе литература кафедрин заведующийĕ