Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90

Ухсай Яккăвĕ çинчен

Иванова Н. Г.
Иванова Н. Г.
 
Яков Гаврилович Ухсай ячĕпе кăна мар, пĕтĕм чунĕпе чăн-чăн халăх поэчĕ. Унăн пултарулăхĕ, тăван çĕртен сĕткен илсе, хăватлăран та хăватлăрах ÿссе пырать. Ухсай тăван çĕре юратать, пуринчен ытла çĕр ĕçĕпе пурăнакан çынсем çинчен çырать.
Поэт сасси - тăван çĕр сасси. Ухсайăн геройĕсем – ĕçчен çынсем, ăслă та хаваслă çынсем

Александра Лазаревăн «Урок пуçланчĕ»» калавĕ тăрăх ирттернĕ урок

Дмитриева Алевтина Геннадьевна
Дмитриева Алевтина Геннадьевна
 
Сапăрлăх тĕллевĕ: çыннăн çирĕп чун-чĕреллĕ пулмаллине, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿксен çухалса каймалла маррине ăша хывтарасси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: калав сыпăкне илемлĕ вуласа ăнланма; ĕçсене, сăнарсене хак пама, пĕтĕмлетÿ тума хăнăхтарасси.
Аталантару тĕллевĕ: геройсен хăтланăвĕсен уçăмлă тата пытарăнчăк сăлтавĕсене, кăмăл-туйăмĕсене тарăнрах ăнланас пултарулăха аталантарасси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, ыйту-хурав, учителĕн палăртуллă вулавĕ, ачасен вулавĕ, тишкерÿ, тест, кластер, икĕ енлĕ дневник, пĕтĕмлетÿ.

Текста малалла вулăр...
■ Димитриева Алевтина Геннадьевна.
Муркаш районĕ, Ярапайкассинчи вăтам шкул

Пĕтĕмлетÿ урокĕ: Иван Лисаевăн «Чире парăнма çуралман» хайлавĕ

Антонова Валентина Германовна
Антонова Валентина Германовна
 
Сапăрлăх тĕллевĕ: Çирĕп чун-чĕреллĕ пулмаллине, шанчăка çухатмалла маррине ăнланса илме пулăшасси, йывăрлăхсене çирĕп кăмăллă çын çеç çĕнтерме пултарнине ăша хывтарасси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: Ачасен калаçу чĕлхине аталантарасси
Аталантару тĕллевĕ: Хайлаври тĕп сăнара вырăс литературинчи тата пурнăçри геройсемпе танлаштарса унăн чун-чĕре илемне ăнланса илме пулăшасси
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ; ыйту-хурав, хайлаври эпизод тишкерĕвĕ, тишкернине символпа палăртни тата ăнлантарни, культурăсен çыхăнăвĕпе тата пурнăçри тĕслĕхпе усă курса «Пурнăç йывăçне» йĕркелени.

Текста малалла вулăр...
■ Антонова Валентина Германовна.
Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул

Вырăс шкулĕн 7-мĕш класĕнче «Йăлăм вăрманĕ» темăпа ирттермелли урок планĕ

Сидорова Алина Михайловна вĕренекенсемпе
Сидорова Алина Михайловна вĕренекенсемпе
Урок теми: Йăлăм вăрманĕ
Урок тěллевěсем:
1.Вěрентÿ тěллевě: Йăлăм вăрманĕ çинчен вěренесси.
2.Воспитани тěллевě: ачасен тавра-курǎмне аталантарасси, вăрман пуянлăхĕпе паллаштарасси, çут çанталăкпа килленме вěрентесси.
3.Аталантару тěллевě: текст содержанине ǎнланса ыйтусем çине туллин хуравлама хǎнǎхтарасси.
Урок тěсě: хутǎш урок.
Урока кирлě хатěрсем: вěренÿ кěнеки, компьютер, проектор, слайдсем, ÿкерчěксем.
 
Урок юхǎмě
I.

Текста малалла вулăр...
■ Сидорова Алина Михайловна.
Куславккари 3-мĕш вăтам шкул

3-мӗш класра Ю.Петрӑвӑн «Чӗрӗ чӑрӑшсем»калавӗ тӑрӑх ирттернӗ урок

Яковлева Татьяна Николаевна
Яковлева Татьяна Николаевна
Тӗллевӗсем: 1) "Чӗрӗ чӑрӑшсем" калавпа паллаштарнӑ май ачасене тӗрӗс те уҫӑмлӑ, ӑнланса, сасса кирлӗ пек улӑштарса вулама, вулани тӑрӑх план тума хӑнӑхтарасси;
2) ачасен шухӑшлавӗпе пуплевне, тавракурӑмне аталантарасси;
3) вӗсене ҫут ҫанталӑк илемне туйма, ӑна юратма тата упрама вӗрентесси.
Кирлӗ хатӗрсем: тӗрлӗ тӗслӗ хут, хачӑ, клей, чӑрӑш ӳкерчӗкӗ, И И.Шишкинӑн «Чарӑш», «Вӑрман чӑтлӑхӗ», «Вӑрман уҫланки» ӳкрчӗксем.
Урок юхӑмӗ:
1. Урока йӗркелесе яни.
2. Малтан вӗреннине аса илсе тӗрӗслени.
В. Иртнӗ урокра кам ҫинчен вуларӑмӑр?

Текста малалла вулăр...
■ Яковлева Татьяна Николаевна.
Çĕнĕ Выçлири тĕп шкул, Йĕпреç районĕ

Чăвашсен çут çанталăка упрас ыйтăва тапратнă çыравçисем, вĕсен хайлавĕсем

Федорова Ирина Николаевна
Федорова Ирина Николаевна
 
Ум сăмах
Тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕ: чăвашсен çут çанталăка упрас ыйтăва тапратнă çыравçисемпе, вĕсен хайлавĕсемпе паллашасси.
 
Тĕллеве пурнăçламалли мелсем:
1. Чăвашсен çут çанталăка упрас ыйтăва тапратнă çыравçисемпе вĕсен хайлавĕсем çинчен материалсем пухасси.
2. Пухнă материала системăласси.
3. Тĕпчев ĕçĕ çырасси.
4. Тĕпчев ĕçĕ тăрăх презентаци йĕркелесси.
 
Тĕпчев объекчĕ: илемлĕ литература хайлавĕсем
Тĕпчев материалĕ:
1.

Текста малалла вулăр...
■ Федорова Ирина Николаевна.
Çĕрпÿ районĕнчи Михайловкăри тĕп шкул

Яков Гарилович Ухсай

Яков Гаврилович Ухсай 1911 çулхи чÿк уйăхěн 26-мěшěнче Пушкăрт Республикинчи Пелепей районне кěрекен Слакпуç ялěнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Пулас поэтăн ачалăхě йÿçě тěтěмлě хура пÿртре иртнě. Самани те ку вăхăтра асар-писер те хăрушă пулнă: патша влаçĕ вырăс мар халăхсене хыттăн хĕсни, икĕ революци, граждан вăрçи, выçлăх çул. Пурнăç темěнле йывăр пулсан та ашшě ачана вěрентмех тăрăшнă.
1920-1924 çулсенче Слакпуçěнчи шкулта вулама-çырма вěреннě. Хăйне çывăх тăван тивекен К.Иванов пек пулма ěмěтленсе çамрăк ача сăвăсем çырма тытăннă.
 
Тĕплĕнрех Презентацире паллашма пулать

6 класс: литературăпа ирттернĕ уçă урок планĕ

Урок теми: литература вăййисем.
Урок тĕсĕ: вĕреннине аса илмелли хутăш урок.
Сапăрлăх тĕллевĕ: туслăха ăс-хакăл вăййипе çирĕплетесси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: ушкăнпа ĕçлес туйăма çуратасси.
Аталантару тĕллевĕ: ачасен шухăшлавне тата пуплевне аталантарасси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, калаçу, ыйту-хурав, пĕрин хыççăн тепри каласа пĕлтерни, кирлине суйлама пĕлни, комьютерпа, карточкăсемпе ĕçлени, вăйă выляни.
Пуплеве аталантарасси: ушкăнпа хак пама тата тĕрĕс хуравлама хăнăхтарасси.
Словарь ĕçĕ: литература ваййисем.
Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, мультимедиллĕ проектор, баян, жетонсем, карточкăсем, конвертсем.
Урок эпиграфĕ: «Пĕри – пуриншĕн, пурте – пĕриншĕн».

Текста малалла вулăр...
■ Яруткина Светлана Вячеславовна.
Хĕрлĕ Чутай районĕн Хусанушкăнь тĕп шкулĕнчи
чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен

« Симěс ылтăн» повеçри сăнарсем.

Урок-пěтěмлетÿ, урок-суд .
 
Тěллевěсем: 1А.Артемьев çырнă « Симěс ылтăн» повеçе пěтěмлетесси.
2. Унти сăнарсене пăхса тухса хак парасси.
3. Ачасен активлăхне ÿстересси.
4. Артист туйăмне аталантарасси.
Рольсенче: судья, секретарь, адвокат, Варсун, Нина, Валентин, Нина амăшě, Урхи мучи, Петěр мучи, айăплакансем.
 
Урок йěрки.
 
Учитель: А. Артемьев çырнă « Симěс ылтăн» повеçе вуласа пěтернě хыççăн эпир паян унти сăнарсем пирки пěтěмěшле пăхса тухăпăр. Паянхи урок тěллевěсем пирěн çаксем: «Симěс ылтăн» хайлава пăхса тухса тишкересси, ачасен пултарулăхне аталантарасси.
Çак урокра эпир пурте вăхăтлăха суд пÿлěмěнче ларăпăр. Мăн Явăш шкулěнче 9-мěш класра вěренекенсем суд ирттерěç.

Текста малалла вулăр...
■ Иванова Нина Петровна.
Вăрнар районĕ, Кĕçĕн Кипекри вăтам шкул

Пахчаçăпа ывăлĕсем

Иванова Роза Михайловна
Иванова Роза Михайловна
 
Урок тĕллевĕсем: 1.«Пахчаçăпа ывăлĕсем»юмаха вуласси, унпа ĕçленĕ май çĕнĕ сăмахсемпе паллашасси, вĕсен пĕлтерĕшĕсенеăса хывасси;
2.-çă/-çĕ аффикссемпе усă курса пулнăсăмахсемпе пуплевре усă курма верентесси; 3.ачасене ĕçчен пулма хавхалантарасси.
Урока кирлĕ хатĕрсем:вĕренÿ кĕнеки, цифрограммăсем, «Чăваш халăх юмахĕсем», «Чувашские народные сказки» кĕнекесем.
Урок юхăмĕ
I. Урока пуçлани.Паян урокра эпир «Пахчаçăпа ывăлĕсем» юмаха вуласа ăнланăпăр, çĕнĕ сăмахсемпе паллашăпăр юмах тăрăх калаçу ирттерĕпĕр, юмахăн тĕп шухăшне тупăпăр.

Текста малалла вулăр...
■ Иванова Роза Михайловна.
Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул

Валентин Урташ

Ложкова  Светлана  Анатольева
Ложкова Светлана Анатольева
 
Валентин Урташ Тутар Республикинче Пăва районĕнчи Раккасси ялĕнче 1924 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче çуралнă. 1941 çулта шкул пĕтернĕ, 1943 çулта вăрçа тухса кайнă, йывăр аманса ĕмĕрлĕхех сусăрланса юлнă.
Çапăçусенче хастар пулнăшăн ăна Тăван çĕршыв аслă вăрçин 1-мĕш степеньлĕ орденĕпе, медальсемпе чысланă. 1944 çултан пуçласа Шупашкарта пурăннă, радиокомитетра ĕçленĕ.
Сăвă çырма вăрçă хыççăн тытăннă, халăхра вăл поэт-юрăç пек палăрнă. Унпа пĕрлех унăн прозăри, сатирăри ĕçĕ-хĕлĕ те курăмлă.
Валентин Урташ 1973 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Ложкова Светлана Анатольева.
Тутар Республикин Пăва районĕнчи Элшелти вăтам шкул

Петěр Хусанкайằн «Таня» тата вырăс çыравçин Маргарита Алигерăн «Зоя» поэмисенчи паттăр хĕр сăнарĕ

Кузьмина Юлия Егоровна
Кузьмина Юлия Егоровна
(7-мĕш класс)
Урок тĕсĕ: пуплевпе çырăва аталантармалли хутăш урок.
Пěлÿ тěллевě: Петĕр Хусанкайăн тата Маргарита Алигерăн сăнар тăвас пултарулăхĕпе паллашасси, икĕ произведение шайлаштарса пăхма тата илемлĕ сăнара хак пама вěрентесси, проект тума тата тěслěхсемпе усă курса каласа пама хăнăхтарасси, анлă план тăвасси, урокра пухнă пĕлĕве чăн пурнăçа куçарса усă курас хăнăхăва аталанма çул уçасси.
Сапăрлăх тěллевě: ачасен çынлăх (гуманизм), паттăрлăх, хěрхенÿлěх туйăмĕсене хускатасси; тĕрлĕ халăх çыннисене тан курса хисеплеме, паттăрсенчен ырă тĕслĕх илес туйăма аталантарасси.

Текста малалла вулăр...
■ Кузьмина Юлия Егоровна.
Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Трак вăтам шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литературин учителĕ

Чăваш литературинчи учитель сăнарĕ

Тюрина Нина Михайловна
Тюрина Нина Михайловна
1.Умсǎмах.
 
Учитель…Пĕрремĕш вĕрентекен…Çак сăмах кашни çыншăн çывăх, хаклă, кашни ачана пĕлÿ тĕнчин алăкне уçма пулăшать, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме, лайăххине усаллинчен уйăрма, тăван халăхшăн усăллă çын пулмаллине вĕрентет.
Мана уйрăмах «Чăваш литературинчи учитель сăнарĕ» тема кăсăклантарчĕ. Хăш-хăш çыравçăсем хăйсен хайлавĕсенче учитель сăнарне çутатнă-ха? Тата еплерех çак сăнара уçса панă -ши? Çак ыйтусен тупсăмĕсене тупас тесе эпĕ илемлĕ литература хайлавĕсемпе паллашрăм.
2. Тĕп пайĕ.
 
2.1. Марфа Трубина «Ача чухнехи» автобиографилле повесть çырнă.

Текста малалла вулăр...
■ Тюрина Нина Михайловна.
Чǎваш Республики, Муркаш районĕ, Шурчари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул

Ан тĕлĕр, ан йăнăш, ан кÿрентер!

 
Мулюкова Елена Александровна
Мулюкова Елена Александровна
 
Урок теми: Ан тĕлĕр, ан йăнăш, ан кÿрентер!
(А.Терентьевăн «Ехрем хуçасем» калавĕ тăрăх – вырăс шкулĕнчи 8-мĕш класара ирттермелли урок).
Урок тĕллевĕсем: 1) палăртнă темăпа ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси; 2) текстăн ÿкерчĕклĕ планне тăвасси; содержанине каласа пама хăнăхтарасси; 3) чăваш чĕлхине, тăван халăха юратмалли, ĕçчен те пултаруллă пулас туйăма вăйлатасси.
Урока кирлĕ хатĕрсем: «Ехрем хуçасем» презентаци материалĕ, ваттисен сăмахĕсене йĕркелемелли картăчкăсем, альбом листисем, фломастерсем, А.

Текста малалла вулăр...
■ Мулюкова Елена Александровна.
Шупашкар хулин 20-мĕш шкулĕнче
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Ухсай Яккăвĕ калăпланă çын тата çут çанталăк сăнарĕсем

Тĕллевĕ: Ухсай Яккăвĕ çырнă хайлавсенчи çын тата çут
çанталăк сăнарĕсене тупса палăртасси. Ухсай тунă
сăнарсен хăйне евĕрлĕхĕ тата пĕлтерĕшĕ
Задачисем: 1. Ухсай хайлавĕсене вуласа пынă май çут çанталăк
сăнарĕсене тупса палăртасси, картотека йĕркелесси
2. Тупса палăртнă сăнарсене ушкăнласси
3. Çыравçă тунă çын тата çут çанталăк сăнарĕсенчи
ытарлăхпа (шахвăрту) символлăх чăваш хресченĕн
тĕнче курăмĕпе шухăшлавне, пурнăç йĕркине
кăтартас мелсене çырса палăртасси
Актуаллăхĕ: Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май çамрăк
ăрăва унăн пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллаштарасси,
ачасене çут çанталăка сăнама, сыхлама, юратма
вĕрентесси, сăнарсене тупса палăртнă май çĕнĕлĕхсене
асăрхама туйтарасси
■ Леонтьева Зоя Ивановна.
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен,
Элĕк районĕнчи Юнтапари вăтам шкул

Ача-пăча çыравçи

(А.Н. Лазарева пурнăçĕпе пултарулăхне халалласа ирттермелли вăйă)
 
Алевтина Геннадьевна ДИМИТРИЕВА, Муркаш районĕнчи Ярапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен
 
Кăçал çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче чăваш хĕрарăмĕн XX ĕмĕрти пурнăçне ĕнентерÿллĕ çырса кăтартнă хĕрарăм çыравçă. Александра Назаровна Лазарева çуралнăранпа 95 çул çитет. Çак уяв тĕлне чăваш шкулĕнче 8 класра ирттермелли вăйă хатĕрлерĕмĕр. Унта çĕнтерес тесен станцисем витĕр тухса нумайрах балл пухмалла. Вăййа ушкăнсем çине пайланса ирттерме пулать. Кашни ушкăна вăйă ертÿçи çул çÿрев хучĕ тыттарать. Ачасен 5 станци витĕр тухмалла, станци ертÿçи хатерленĕ ĕçсене пурнăçламалла.

Текста малалла вулăр...
■ Алевтина Геннадьевна Дмитриева.
Муркаш районĕнчи Ярапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Ан тĕлĕр, ан йăнăш, ан кÿрентер!

Мулюкова Елена Александровна
Мулюкова Елена Александровна
 
(А.Терентьевăн «Ехрем хуçасем» калавĕ тăрăх – вырăс шкулĕнчи 8-мĕш класара ирттермелли урок).
Урок тĕллевĕсем: 1) палăртнă темăпа ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси; 2) текстăн ÿкерчĕклĕ планне тăвасси; содержанине каласа пама хăнăхтарасси; 3) чăваш чĕлхине, тăван халăха юратмалли, ĕçчен те пултаруллă пулас туйăма вăйлатасси.
Урока кирлĕ хатĕрсем: «Ехрем хуçасем» презентаци материалĕ, ваттисен сăмахĕсене йĕркелемелли картăчкăсем, альбом листисем, фломастерсем, А.Терентьевăн «Чебоксары и чебоксарцы. Записки краеведа» – Чебоксары, 2001 кĕнеки.

Текста малалла вулăр...
■ Мулюкова Елена Александровна.
Шупашкарти 20-мĕш вăтам шкул

ЧĂВАШСЕН ТĔС СИМВОЛИКИ. ÇЕÇПĔЛ МИШШИ СĂВВИСЕНЧИ ТĔССЕМ

Клементьева Людмила Николаевна
Клементьева Людмила Николаевна
 
Этем символсемпе паллăсен тĕнчинче пурăнать¸ вĕсем çынпа ĕмĕр тăшшĕпех пĕрле çÿреççĕ. Пирĕн ятсем те – паллăсемех.
Мĕн вăл символ? Символ - çут çанталăк е япала сăнарĕ урлă этем пурнăçĕн, ĕçĕ-хĕлĕн е шухăшĕн паллине сăнлакан нумай пĕлтерĕшлĕ куçăмлă ăнлав.
Чăваш литература пĕлĕвĕпе критикинче тĕс символикне тĕпчесси хальлĕхе çĕнĕлĕх. Вĕсене ятарласа хак паман. Çеçпĕл Мишшин сăввисене тишкернĕ чух тĕпчевçĕсем хăш-пĕр тĕс символĕсене асăнса хăварни тĕл пулать. Ку тĕлĕшрен В.Г.Родионов¸ Г.Хлебников тишкерĕвĕсене илме пулать.
Эпĕ хам ĕçре ытларах поэт Крым тапхăрĕнче çырнă сăвăсене тишкертĕм.

Текста малалла вулăр...

Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем

Людмила Германовна Петрова
Людмила Германовна Петрова
(А.Артемьевăн вăрçă темипе çырнă хайлавĕсем тăрăх)
Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем, наци чĕлхин сĕткенĕпе техĕмленнĕскерсем, ăс-хакăл пуянлăхĕ пулса тăраççĕ. Вĕсенче тăван халăхăн çивĕч ăсĕ, шухăшлавĕ, философийĕ, чăваш чĕлхин ытарайми илемĕпе сăнарлăхĕ, витĕмлĕхĕ палăрать. Вĕсемпе усă курни пуплеве пурнăç чăнлăхĕпе тачă çыхăнтарать. Вырăнлă каланă ваттисен сăмахĕ пирĕн пуплеве ÿкерчĕклĕ, сăнарлă тăвать, вулаканăн е итлекенĕн асĕнче юлать.
Ваттисен сăмахĕсем тăрăх эпир тĕрлĕ самана сăн-сăпатне куратпăр, пурнăçа пĕлетпĕр, халăхăн ăсне куратпăр. Ахах пĕрчи пек паха ăслăх, илемĕпе йăлтăртатса çиçсе тăракан çивĕч шухăша ăнланса илетпĕр.

Текста малалла вулăр...
■ Петрова Л.Г.
ЧРВИн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин методисчĕ.

Спиридон Михайлович Янтуш

Нина Михайловна Тюрина
Нина Михайловна Тюрина
Наталья Вячеславовна Борзаева
Наталья Вячеславовна Борзаева
Спиридон Михайлович Янтуш Муркаш тăрăхĕнчи чи паллă çынсенчен пĕри. Унăн ячĕ мĕнпур чăвашăн чĕринче. Шурчари тĕп шкула ĕçлекен Нина Михайловна Тюринăпа Наталья Вячеславовна Борзаевăн презентацийĕ шăпах паллă писателĕн кун-çулĕпе паллаштарать. Çак вĕрентекенсем хатĕрленĕ фильма вулакансем http://www.youtube.com/user/civmih2 адреспа кĕрсе курма ултараççĕ


■ Страницăсем: 1, 2, [3], 4.