Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90

Ĕҫре туслăх ҫуралать

Иванова Н. П.
Иванова Н. П.
 
(Е.Осипова ҫырнă «Пахчари хÿшĕ» калав тăрăх)
 
Урок эпиграфĕ: «Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр»
Урок тĕсĕ: килти вулава пӗтӗмлетмелли урок
Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем (Личностные результаты)
а) Ĕç пурнăç никĕсĕ пулнине ăнланни; вĕренÿпе интересленме хавхалантарни;
ă) вĕренÿре харпăр хăй тивĕçне туйма, хăйĕн пултарулăхне шанма хăнăхни;
б) ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарни;
в) ӗҫлекен ҫын хисеплĕ пулнине курни;
Тĕллевпе тупсăм: ача хăй вăй-пултарулăхне шаннă май ĕç суйласа илме ăнтăлни;
 
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем (Метапредметные результаты)
Йĕркелÿ: а) кирлĕ информацие вĕренÿ кĕнекинче шыраса тупма пултарни; харпăр хăй тĕллĕн ĕçлес туртăма аталантарни; илтнине ас туса юлма пултарни;
ă) вулавпа çыру усă курни; сăмах йышне пуянлатни; ваттисен сăмахĕсене тупма пултарни, текста вуласа ăнланма хавхалантарни;
б) карточкăсемпе ĕçленĕ чух тишкерни, ăнлав патне çитерни, çирĕплетсе калани.

Текста малалла вулăр...
■ Иванова Нина Петровна.
Вăрнар районĕ

Петĕр Хусанкай– куçаруçă

 
Федотова С. Н.
Федотова С. Н.
 
«Чãваш чěлхи эрешěпе
Витсе чи аслã шухãша
Эпир тěнче мехелěпе
Паллаштаратпãр чãваша…»
(П. Хусанкай)
«Чĕлхепе хуçа пулмасăр, сăмаха мĕнле кирлĕ çапла авкалама вĕренсе çитмесĕр, пирĕн Европа культури шайне çĕкленнĕ поэзи техникине алла илмесĕр, пысăк шухăшлă та илемлĕ, уçăмлă та витĕмлĕ япала çырма çук,» – тесе çырать чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай.

Текста малалла вулăр...
■ Федотова Светлана Николаевна.
Шупашкар хулинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан
24-мĕш номерлĕ шкулти
чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ

ЭПИР, ЧĂВАШСЕМ, ХУСАНКАЙ ПУРРИПЕ ТЕЛЕЙЛĔ!

…Çĕр çинче юратнă эп пĕр халăх,
Уншăн çеç пурнассăм ман килет.
Ун валли эп ĕмĕр асăнмалăх
Хăварасшăн юрăллă тивлет.
Çак сăвă йĕркисене чăваш халăх поэчĕ Петр Петрович Хусанкай çырнă. 110 çул каялла кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче илемлĕ ятлă Сиктĕрме ялĕнче пулас поэт çуралнă. «Халăха унăн сăвăçне кура хаклаççĕ», - тенĕ пушкăрт çыравçи Мустай Карим П.Хусанкай çинчен. Чăваш сăвăçи хăйĕн халăхне яланах ырă еннелле туртнă.
Петĕр Хусанкай – чăваш халăхĕн мухтавлă та сумлă ывăлĕсенчен пĕри. Вăл çепĕç лирик, критик, публицист, халăхсен туслăх элчи, куçаруçă, обществăпа патшалăх ĕçченĕ.
Сиктĕрме. Çакăнта пулас поэтăн ачалăхĕ иртнĕ. Сиктĕрмере Петĕр Хусанкай хăйĕн пĕрремĕш сăввине çырнă, тăван чĕлхене, тăван халăха юратма пуçланă.

Текста малалла вулăр...

Этем тени ĕçпе паха

Теплова Р. С.
Теплова Р. С.
 
Елизавета Осипова çырнă « Пахчари хÿшĕ» калав тăрăх
Урок эпиграфĕ: «Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр»
Урок тĕсĕ: килти вулав урокĕ
Урок форми: урок инсценировка
Харкамăн пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем:
1.Ĕçре кăмăл пуянланнине, ăс çивĕчленнине, туслăх çуралнине туйса илме пултарни
2.Ĕçлекен çын хисеплĕ пулнине курни
3.Ĕçрен пăрăнманни, ăна вĕçне çитиччен пурнăçлани, чун çирĕплĕхне аталанма пулăшнине ăша хывни
Предметăн ятарлă илмелли тĕллевĕсем:
1.Хайлав темине, проблемине ,тĕп шухăшне палăртма пĕлни
2.

Текста малалла вулăр...
■ Теплова Регина Семеновна.
Вăрмар районĕ, Аслă Чакри тĕп шкул.

Нарспи çĕршывĕнче

Маркова О. В.
Маркова О. В.
 
Урок теми: «Нарспи çĕршывĕнче» ( вĕреннине пĕтемлетесси)
Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ (ăмăрту-урок.)
Сапăрлăх тĕллевĕ: кашни çынра пултарулăх пуррине ĕнентересси, сăвăçăн тĕрлĕ енлĕ таланчĕпе паллашса пултарулăха аталантарма хавхалантарасси, «Нарспи» поэма илемĕпе киленме вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕсем: «Нарспи» поэмăн темипе тĕп шухăшне тĕрлĕ меслетсемпе мелсемпе тупма хăнăхтарасси. Хайлаври сăнарсене, вĕсен ĕçĕ-хĕлне, шухăш-кăмăлне хакласси (характеристика); ĕçсемпе пулăмсен çыхăнăвне, хирĕçÿлĕхне палăртасси.
Аталантару тĕллевĕ: илемлĕ литературăри ырă сăнарсен чун-чĕре илемне туйма, литературăри тата пурнăçри хирĕçÿлĕхе ăнланма, хак пама вĕрентесси.

Текста малалла вулăр...
■ Маркова Ольга Васильевна.
чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен,
Туçи Çармăсри тĕп шкул, Вăрнар районĕ.

ТĂВАН ЛИТЕРАТУРА: 5-11 КЛАСС ВĔРЕНĔВЕ ЙĔРКЕЛЕССИ

Иванова Надежда Григорьевна, Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕн доценчĕ, хăйĕн çĕнĕ вĕренÿ çулĕ валли хатĕрленĕ презентацийĕнче кăçалхи вĕренÿ çулĕн литература вĕрентĕвĕнчи уйрăмлăхĕсемпе паллаштарать. Ĕç программисем хатĕрленĕ чухне те, унта улшăнусем кĕртнĕ чухне те кирлĕ сĕнÿсем пур презентацире. Çавăн пекех вĕренÿ хатĕрĕсем пирки те сăмах хускатнă.

Чăваш литературинчи çутăран та çутă çăлтăрсем

Урок тĕсĕ: хутăш урок
Урок тĕллевĕ: К.В.Ивановпа Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕн чăваш литературинчи вырăнĕ çинчен вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: сăвăçăсен чăваш литературине аталантарас ĕçре тунă пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем çинчен пĕтĕмлетсе вĕрентесси; урокра кейс, сакаллă кластер тата синквейн мелĕсемпе ĕçлеме хăнăхтарасси.
Аталантару тĕллевĕ: ачасене шухăшлама, ĕнентерÿллĕ пĕтĕмлетÿсем тума пулăшасси.
Сапăрлăх тĕллевĕ: кашни çынра пултарулăх пуррине ĕнентересси, сăвăçăсен тĕрлĕ енлĕ таланчĕпе паллашса пултарулăха аталантарма хавхалантарасси.
 
Урок эпиграфĕ:Чăваш поэзин чăн тÿпинче икĕ çутăран та çутă çăлтăр ялтăртатать: пĕри – Иванов, тепри – Çеçпĕл.
Петĕр Хусанкай, чăваш халăх поэчĕ
■ Иванова Валентина Михайловна.
Канаш районĕ, Сухайкассинчи тěп шкул

А. Лазаревăн «Пирвайхи юрату» тата И.Тургеневăн «Первая любовь» хайлавĕсене тишкермелли урок презентацийĕ

 
Димитриева А. Г.
Димитриева А. Г.
 
Презентаци 5 слайдран тăрать. Слайдсемпе ĕçленĕ май вĕрентекен çак ĕçсен тума сĕнет:
1 слайд – 5 ÿкерчĕке курса урок темине тата тĕллевĕсене палăртни, юрату (мĕнле?) хĕвеллĕ кластер туни.
2 слайд – Чăваш тата вырăс чĕлхисенчи ваттисен сăмахĕсемпе 2 синквейн туни.
3 слайд - А.Лазаревăн «Пирвайхи юрату» тата И.Тургеневăн «Первая любовь» хайлавĕсене танлаштарса Венн унки туни, пĕр пеклĕхсемпе уйрăмлăхсем тупни.
4 слайд – «Автобиографи паллисем» таблица тултарни.
5 слайд – ушкăнпа ĕçлени, А.Лазаревăн «Пирвайхи юрату» тата И.

Текста малалла вулăр...
■ Димитриева Алевтина Геннадьевна.
Муркаш районĕнчи Ярапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Асамлă уй-хир

Миронова Л. В.
Миронова Л. В.
 
Ертсе пыракан: Хисеплĕ ачасем! Эсир пĕлетĕр ĕнтĕ кăçалхи çул К.В.Иванов çулĕ.Çак çула халалласа « Асамлă уй-хир» вăйă ирттеретпĕр. Вăйă виçĕ туртан, финалтан тата хушма вăйăран тăрать.
Пĕрремĕш тур ирттерме виçĕ вылякан кирлĕ. Кам çак ыйтусене маларах хуравлать, çав выляма тухать.
1) Константин Иванов çуралнă çĕр-шыв ( Пушкăрт Республики)
2) К.Иванов çуралнă ял ячĕ ( Слакпуç)
3) Константин Иванов чăвашсен хăш паллă поэчĕпе пĕр ялтан тухнă?(Ухсай Яккăвĕ)
Акă пирĕн 1-мĕш турта вылякансем паллă пулчĕç те. Тархасшăн, малалла тухса хăвăр вырăна йышăнăр.

Текста малалла вулăр...
■ Миронова Людмила Васильевна.
Вăрнар районĕ, Туçи Мăратри тĕп шкул

Çеçпĕл Мишши çинчен буклет

Краснова С. А.
Краснова С. А.
 
Краснова Светлана Анатольевна Шупашкарти 4-мĕш лицейра чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Çеçпĕл Мишши пурнăçĕнчи паллă тапхăрсемпе тата çав тапхăрта пулса иртнĕ паллă пулăмсемпе паллаштаракан буклет сĕнет. Вăл шкул ĕçченĕсене тата вĕренекенсене те кирлĕ пуласса шанас килет, мĕншĕн тесен ăна кăтарту хатĕрĕ пек те, информаци тупмалли çăлкуç пек те усă курма пулать.
■ Краснова Светлана Анатольевна.
Шупашкар хули, 4-мĕш лицей

7 класра литература теорине вĕрентнĕ май усă курнă çĕнĕ технологисем

Иванова Р. Г.
Иванова Р. Г.
 
Урок тĕсĕ: литература теорине вĕренмелли урок
Сапăрлăх тĕллевĕсем: ушкăнпа ĕçлеме хăнăхтарасси, пĕр-пĕрне итлеме вĕрентесси, калаçу этикетне хăнăхтарасси.
Вĕренÿ тĕллевĕсем: литература терминĕн ăнлавĕсене уçса парасси, вĕсемпе усă курма вĕрентесси, кластер тума вĕрентесси, жанрсене классификацилеме вĕрентесси.
Аталантару тĕллевĕсем: кашни хăйĕн шухăшне йĕркелесе ыттисем патне çитересси; вĕренекенĕн шухăшлавне, кăмăл-туйăм туртăмне аталантарасси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: ыйту-хурав, словарь ĕçĕ, проблемăллă калаçу ирттересси, таблица тултарасси, литература терминĕсемпе ĕçлесси, ушкăнра ĕçлеме хăнăхтарасси, словарь ĕçĕ, тишкерÿ, пĕчĕк тĕпчев ирттерни, илемлĕх мелĕсене палăртма вĕрентесси.

Текста малалла вулăр...
■ Иванова Римма Германовна.
Вăрнар районĕ, Малти Ишекри вăтам шкул

Презентаци – информаципе коммуникаци технологи мелĕ

Мулюкова Е. А.
Мулюкова Е. А.
 
Хальхи вăхăтра учительсем информаципе технологи мелĕсемпе анлăн усă кураççĕ. Тĕрлĕ электрон пособисемпе программасене алла илеççĕ, анчах та пур чухне те вăл учебникри материала ăнлантармасть. Çавăнпа та урока кирлĕ матариала мультмеди технологийĕсемпе усă курса пуянлатма тăрăшатпăр. Эпĕ сире презентаци мелĕпе усă курса хатĕрленĕ материал сĕнетĕп: «Ухсай Яккăвĕн автор пултарулăхне сăвă йĕркисенче палăртни».
Презентацие сăнлăх кĕртме сăн ÿкерчĕксемпе картинăсем вырнаçтарнă. Вĕсене Интернетри тĕрлĕ порталсенчен, электронлă дисксенчен, кĕнекесенчен тупса лартнă.
Кашни слайда ят панă.

Текста малалла вулăр...
■ Мулюкова Елена Александровна.
Шупашкар хулин 20-мĕш шкулĕн вĕрентекенĕ

Аслисем пур чух пурне те лайăх

Григорьева В. Н.
Григорьева В. Н.
 
Урок тĕсĕ: хайлавсене ăнланма, тишкерме, ăнланма тата пуплеве аталантарма вĕрентекен урок
Урокăн харкамлăх результачĕсем(шкул ачи хăйĕншĕн тунисем):
1. Чăваш çĕр-шывĕнчи тăван тавралăхри чĕр чунсемпе кайăк-кĕшĕке юратма вĕренни, гражданлăхпа патриотизм туйăмĕ аталанни.
2. Çут çанталăка, кайăксемпе чĕр чунсен пурнăçне упрама, кашни çын ĕçне хисеплеме тăрăшни.
3. Чĕр чунсем çут çанталăкăн пĕр пайĕ, пурнăç çыхăнăвĕн пĕр сыпăкĕ пулнине ăнланни. Ачасенче ăшă, çепĕç, таса туйăмсене аталанма чĕрĕ чунсем пулăшни.
Урокăн предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем (пур предмета та вĕренме кирлисем):
1.

Текста малалла вулăр...
■ Григорьева Вера Николаевна.
аслă категориллĕ вĕрентекен, Канаш районĕ, Вăтакас Татмăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул

Вăрнар районĕн литература картти

Презентацире автор Вăрнар районĕнчи çыравçăсемпе паллаштарать. Ку ĕçе питĕ хăйне евĕрлĕ тата ăста хатĕрленĕ. Курăмлă япалапа пурте урокра хаваспах усă курасса шанас килет.
■ Лаврентьева Надя Анатольевна.
Вăрнар районĕ, Хăмăш тĕп шкулĕ

Тăван литература урокĕсенче вĕренекенсен «критикăллă шухăшлавне» аталантармалли çул-йĕр

Пур вăхăтра та педагогика ăслăлăхĕ кашни ачан хăйнеевĕрлĕхне, пайăрлăхне хисеплесе, унăм ӳсĕм шайне, характерĕпе кăмăлĕн уйрăмлăхĕсене шута илсе, туйăмĕсене хакласа, хисеплесе вĕрентни тĕп вырăнта тăмаллине тĕпе хунă. Паянхи пурнăҫ таппи ку ҫеҫ ҫителĕксĕррине палăртать. Пирĕн обществăна пултаруллă, активлă, хăйĕн ĕҫĕсемшĕн яваплă ҫынсем кирлĕ. Вĕсен малалла вĕренме талпăнмалла, йывăрлăхсене парăнтарма пултармалла, паянхи кун ҫинчен анчах мар, пуласлăх ҫинчен шухăшласа пурнăҫа планласа йĕркелеме пĕлмелле, ҫине тăмалла.
Ачасен вĕренӳри хастарлăхне ӳстересси, пурнăҫра активлă позици йышăнма вĕрентесси ман ĕҫре тĕп ыйту шутланать. Критикăллă шухăшлав технологийĕпе чăваш чĕлхипе литература урокĕсене ирттернĕ чухне усă курни вара мана ĕҫри ҫак ҫивĕч ыйтăва татса пама пулăшать. Ку технологи тӳрех темиҫе задачана пурнăҫлама май туса парать:
• ачасем хăй тĕллĕн ĕҫлеме вĕренеҫҫĕ;
• вĕсен пултарулăх шайĕ, хастарлăхĕпе пуҫарулăхĕ ӳсет.

Текста малалла вулăр...
■ Лукина Ирина Ивановна.
Вăрнар районĕнчи Вăрманкасри тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен

Примерная рабочая программа по чувашской литературе, 10 класс, школа с русским языком обучения

Пояснительная записка
 
Рабочая программа по чувашской литературе для 10 класса разработана на основе таких документов
Федеральный базисный учебный план и примерные учебные планы для образовательных учреждений Российской Федерации, реализующих программы общего образования / Министерство образования Российской Федерации. – М., 2004. – 32с.
Федеральный компонент государственного стандарта общего образования. Часть II. Среднее (полное) общее образование. / Министерство образования Российской Федерации. – М., 2004. – 266с.
Фундаментальное ядро содержания общего образования: проект / под ред. В.В.Козлова, А.М. Кондакова . М.: Просвещение, 2009.
Федеральный базисный учебный план и примерные учебные планы для образовательных учреждений Российской Федерации, реализующих программы общего образования / Министерство образования Российской Федерации.

Текста малалла вулăр...
■ Павлова Римма Алексеевна.
учитель чувашского языка литературы
МБОУ «Вурнарская СОШ №1 им. И.Н. Никифорова»

ĔÇ ПРОГРАММИН ТЫТĂМĔ

Иванова Надежда Григорьевна
Иванова Надежда Григорьевна
 
(Чăваш шкулĕнче «Тăван литература» предметпа ĕç программине проектласси)
 
Федерацин Патшалăх Вĕренÿ Стандарчĕ тĕллевĕсене пурнăçланă май вĕренÿ ĕçне йĕркелеме шкулти пур учителĕн те ĕç программи çырса хатĕрлемелле. Ĕç программи çырма хĕтĕртекен тĕп документ вăл – Раççей Федерацийĕн сакунĕ (Закон „Об образовании в Российской Федерации“ (Федеральный закон от 29 декабря 2012 года №273-ФЗ). Ĕç программин тытăмне Федерацин Патшалăх Вĕренÿ Стандарчĕн приказĕнче çырса кăтартнă (приказ Министерства образования и науки Российской Федерации от 17 декабря 2010 г.

Текста малалла вулăр...
■ Иванова Надежда Григорьевна.
Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн доценчĕ

Чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ

 
Конькова Ирина Ивановна
Конькова Ирина Ивановна
Воспитани тĕллевĕсем: Ачасене чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ ятне, унăн ĕçĕсене хисеплесе тĕрĕс хаклама хăнăхтарасси; тăван чĕлхене хисеплеме, юратма вĕрентесси; этемлĕх, чыс, юрату туйăмĕсене хаклама, таса туйăмлă, çирĕп кăмăллă пулма, пурнăçра ырра усалтан уйăрма вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕсем: К.В.Иванов пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарасси.
Аталантару тĕллевĕсем: Ачасен пултарулăхне аталантарасси.
Кирлĕ хатĕрсем: Компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем, кĕнекесен выставки.
Залра чăваш кĕвви янăрать.
■ Конькова Ирина Ивановна.
Çĕнĕ Шупашкар хули, 12-мĕш вăтам шкул

Ю. Скворцовăн «Ултăк» психологиллĕ калавĕн тишкерĕвĕ

 
Дунаева Галина Витальевна
Дунаева Галина Витальевна
Тишкерÿ тĕллевĕ: «Ултăк» калава 7-мĕш класра вĕренетпĕр. Çак произведение туллин вĕреннĕ чух ман тишкерÿ усăллă пуласса шанатăп.
Тишкерÿ йĕрки:
1. Хайлавăн писатель пултарулăхĕнчи вырăнĕ
2. Калав ячĕн пĕлтерĕшне уçса пани
3. Çырнă вăхăчĕпе тĕллевĕ
4. Хайлав темипе шухăшĕ тачă çыхăнни. Жанрĕ,тĕсĕ
5. Сăнарсем
6. Сюжет аталанăвĕ, композицийĕ, конфликт
7. Автор позицийĕ
8. Хайлавăн сăнарлă чĕлхи
9. Ытти хайлавсемпе танлаштарни
10. Пĕтĕмлетни
 
1.

Текста малалла вулăр...
■ Дунаева Галина Витальевна.
Канаш районĕ, Карăклă вăтам шкулĕ

Иван Лисаевăн «Чире парăнма çуралман» повеçĕ

Валентина Николаевна Петрова
Валентина Николаевна Петрова
 
Урок тĕллевĕсем:
Вĕрентÿ: Повесть жанрне, темине, тĕп шухăшне, санарсене палăтма вĕрентесси.
Аталану: Тĕп сăнара хак парса ачасене сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма вĕрентесси.
Сапăрлăх: Ачасене спортпа туслă пулма, сывлăха упрама вĕрентесси.
Урок тĕсĕ: çĕнĕ технологисемпе, сингапур структурисемпе усă курса вĕреннине пĕтĕмлетмелли урок .
 
Урок мелĕсемпе меслечĕсем:
-учитель сăмахĕ;
-ыйту-хурав
-словарь ĕçĕ
-илемлетÿ мелĕсене палăртни;
-шырав (спортпа туслă пулни сывлăхшăн питĕ усăллă);
-практика ĕçĕ;
-харпăр хăйсем тĕллĕн ĕçлени- проект туни;
-пĕтĕмлетÿ.

Текста малалла вулăр...
■ Валентина Николаевна Петрова.
Тутар республикин Çĕпрел районĕ,
Чăваш Çĕпрел вăтам шкулĕ


■ Страницăсем: 1, [2], 3, 4.