Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Васильева Вера Вениаминовна
Васильева Вера Вениаминовна
 
(5-мĕш классем валли)
Сапăрлăх тĕллевĕсем: тăван тавралăха юратма, çуркунне пулса иртекен улшăнусене сăнама хăнăхтарасси, кайăксене упрама, пулăшма вĕрентесси.
 
Пĕлÿ тĕллевĕсем: «Çуркунне» сăвăри илемлĕх мелĕсене тĕрĕс тупса палăртма хăнăхтарасси
 
Аталантару тĕллевĕсем: ачасен пуплевне аталантарасси, предложенисене тĕрĕс йĕркелеме хăнăхтарасси, чăвашла илемлĕ калаçма вĕрентесси.
 
Курăмлăх хатĕрĕсем: «Çуркунне» темăпа çыхăннă сюжетлă ÿкерчĕксем, кайăксен, йывăçсен ÿкерчĕкĕсем, Power Point программăра хатĕрленĕ слайдсем (ÿкерчĕксемпе дидактика материалĕсем), компьютер, проектор, юрăсем, видеоклип.
Урок форми: класпа, ушкăнпа, пĕчченшерĕн ĕçлесси.
Урок тĕсĕ: Çĕнĕ темăна вĕрентмелли хутăш урок
 
Урок юхăмĕ
 
1. Урока йĕркелени.
 
А) Ачасене сывлăх сунни, паллашни.
 
Ырă кун пултăр, ачасем! Анчахрах эсир юрă итлерĕр. Юрлаканĕ кам пулчĕ-ши? (Александр Васильев.) Юрă мĕн çинчен? (Çуркунне)
 
Халĕ вара кроссвордпа паллашăпăр.
Йывăç ячĕсене вырăсларан чăвашла куçармалла. Варринче урок теми тухĕ.
Паян урокра сирĕн мĕн çинчен ытларах калаçас килет?
- Апла пулсан паянхи урок теми вăл …. ( Çуркунне)
 
Ă) Урок тĕллевĕсемпе паллаштарни.
 
Эсир çуркунне çинчен пĕтĕмпех пĕлетпĕр тесе шутлатăр-и? Пуплеве сăнарлă тăвакан илемлĕх мелĕсене тупма пĕлетĕр-и? Хальлĕхе сирĕн пĕлÿ шайĕ çак темăпа мĕн чухлĕ тесе шутлатăр? Кашни ача умĕнче çакăн пек ÿкерчĕк вырнаçнă. Вĕсем хăйсем шутланă пек паллă тăвĕç.
Сирĕн паянхи урокра çуркунне çинчен тата мĕн ытларах пĕлес килет? Мĕн çинчен калаçас килет? Вырăс литератури урокĕнче эсир çуркунне темăпа çырнă сăвăпа тĕл пулнă-и? Калаçура эсир вĕсемпе те усă курма пултаратăр.
Эпир пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесен пирĕн урок тухăçлă, ăнăçлă иртессе шанатăп.
Пурне те ăнăçу сунатăп.
Ачасем, халĕ чи малтанах сирĕнпе урокра Николай Шелепи çырнă «Çуркунне» сăвăпа ĕçлĕпĕр. Килте сирĕн сăвва илемлĕ, яка вулама хатĕрленмелле пулнă.
 
Сирĕн умăрта илемлĕ литература, юрă кĕнекисем те, ваттисен сăмахĕсен кĕнекисем те пур. (Учитель малтанах çак темăпа çыхăннă кĕнекесене хурать.Ачасенчен пĕри те пулсан урăх кĕнеке çинчен аса илсен библиотекăна кайса илме ирĕк пур. Сире вĕсем пулăшĕç.)
 
2 тапхăр.
 
Çуркунне çитни ăçтан курăнать? (Хĕвел пăхать, юр ирĕлет, урамра шыв юхать, кайăксем вĕçсе килеççĕ). Тĕрĕс. Çуркуннен паллисенчен пĕри – кайăксем кăнтăртан вĕçсе килни.
 
- Çурхи уйăхсен шутне мĕнле-мĕнле уйăхсем кĕреççĕ-ши? (Март, апрель, май)
Çуркунне, чăнах та, 3 тапхăрпа килет:
Пуш уйăхĕ çутă илсе килет,
ака – шыв,
çу - симĕс курăк.
Айтăр-ха эпир çак уйăхсен уйрăмлăхĕсене тупар.
- Вĕсене тупас тесен мĕнпе усă курма пултаратăр-ха эсир? Ман шутпа, эсир асăнни те терĕс. Тĕплĕнрех «Асамлă тавралăх» кĕнекере курма пулĕ.
- Çак ĕçе мĕнле тусан аван: ушкăнпа е пĕчченшерĕн? Эсир кăранташпа хăвăра килĕшекен предложенисене туртма пултаратăр. Кайран вара пĕри вуласа парĕ. Ачасем хăйсене килĕшнĕ предложенисене паллă тăваççĕ, вуласа параççĕ. Хăйсем килĕштерекен ачасемпе 3 ушкăна пайланаççĕ.
Март ( пуш). Кулать те, макăрать те.
Кашни уйăхăн хăйне майлă сăнĕ пур. Тÿпе те, уйсемпе вăрмансене витсе тăракан юр та, мĕлке те, çырмасенчи пăр та кăвакрах. Çак тĕс часах юр ирĕлме тытăнасса пĕлтерет. Пÿрте кĕрсен пÿлĕм тĕксĕм пек курăнать. Ун пек чухне халăхра: «Куç тула тăрса юлать»,- теççĕ. Каçсерен-ирсерен сивĕ-ха. Вăрмансем çийĕн хура сăн тăрать. «Ку ăшă кун пуласса»,-теççĕ халăхра. Март уйăхĕнче чĕр чунсем хаваслăрах. Çуркунне çитнине вĕçен кайăксем те лайăх туяççĕ. Чакакăн сасси уçăрах янăрать. Пулăсем те çанталăк улшăннине сисеççĕ. Март кулать те, макăрать те.
 
Апрель (ака). Çĕр ыйхăран вăранать.
Хĕвел тÿпере çÿлтен çÿле хăпарса пырать. Апрель уйăхĕн малтанхи кунĕсенчех çырмасене шыв анса тулать, пăр вырăнтан хускалать. Йывăçсен шăрши çуркунне çитнине систерет. Юр кĕске хушăрах ирĕлсе пĕтет те кĕрлесе юхса каять. Апрель пурне те шыв ĕçтерсе тăрантарать. Юр ирĕлнĕ ирĕлменех ама курăкĕ (урăхла ятсемпе те çÿрет: ама çури курăкĕ, ама хупаххи, йÿç хупах, шапа хупаххи) хăй чечекĕпе савăнтарать. Çакăн хыççăн улăх-çаран, вăрман ешерме тытăнать. Кашни чечекĕ çурхи сарă пĕчĕк хĕвел евĕрех курăнать. Çак вăхăтра ашкăнчăк ачасем хурăн шывне юхтарса ĕçме шутлаççĕ. Йывăçа епле сиен кÿни çинчен шутламаççĕ вĕсем. Ку ÿсен-тăраншăн калама çук сăтăрла ĕç. Ун пек ĕçсене шутламасăр тăвас марччĕ.
 
Май. Ăшă кунсемпе çĕмĕрт сиввисем
Çут çанталăкăн чĕрĕлÿ хăватне пур енлĕн, туллин кăтартать. Улăхсемпе çарансем ем-ешĕл. Сад пахчисенче çĕмĕртсемпе чиесем, улмуççсем шап-шурă лараççĕ. Таврара ытарма çук илем, тутлă шăршă. Шап-шурă пĕркенчĕкпе витĕннĕ йывăçсем, пыл хурчĕсем вĕçсе сĕрлеççĕ. Уй-хирти чечексем чуна тыткăнлаççĕ. Ешерме тытăннă вăрмансемпе улăхсенче, шурлăхсенче пиншер кайăк сасси янăрать. Анчах ку вăхăтри çанталак та питĕ улшăнуллă. «Çĕмĕрт сивви» улма-çырла йывăççисемшĕн самай сиенлĕ. Вăрманта ку вăхăтра лантăш çурăлать. Лантăш – хаклă эмел курăкĕ. Ăна татма чарнă. Пирĕн те сирĕнпе ăна упрама тăрăшмалла.
Кайăксен сасси янăрать. - Эсир ĕçленĕ хушăрах мĕн илтрĕр? (Кайăксен илемлĕ сассисене илтрĕмĕр.)
Паллă ячĕсен эстафети. Ачасем хăйсем хатерленĕ текстран черетпе паллă ячĕсене каласа пыраççĕ.
1 ушкăн: кăвакрах, тĕксĕм, сивĕ, хура, ăшă, хаваслă…
2 ушкăн: сарă, пĕчĕк, ашкăнчăк…
3 ушкăн: ем-ешĕл, шап-шурă…
 
- Сирĕн ыйтусем çуралмарĕç-и? Тен, ушкăнсем пĕр-пĕрне ыйтусем паратăр? Ыйтăвĕсем çуркуннепе çыхăннă.
1 ушкăн:
1. Пирĕн тăрăха мĕнле кайăк чи малтан вĕçсе килет-ши? (Курак)
2. Тата мĕнле кайăксем вĕçсе килеççĕ-ши? (Шăнкăрчсем, хур кайăксем, кăвакалсем, куккуксем, шăпчăксем, вĕршĕнсем, тăрисем …)
 
2 ушкăн:
1. Чи хитре юрлакан кайăк. (Шăпчăк, шăнкăрч)
2. Мĕнле кайăк çăмартисене ют йăвана хурать? (Куккук)
 
3 ĕç: Хăшĕ ытлашши? Мĕншĕн?
 
1. Чакак, курак, уйăп, шăнкăрч.
2.Тăри, кăсăя, сар кайăк.
3. Шăпчăк, тăрна, ула курак.
4. Куккук, чĕкеç, кăвакарчăн.
 
- Ачасем, кайăксем пире мĕнле усă параççĕ? (Сиенлĕ хурт – кăпшанкăна пĕтереççĕ, хăйсен илемлĕ юррисемпе савăнтараççĕ. Шăшисене тытаççĕ. Хуçалăхра усă курмалли тÿшек-минтер ăсталаççĕ, апатра усă куратпăр).
 
- Кайăксем те пирĕнтен пулăшу кĕтеççĕ. Эпир вĕсене мĕнле пулăшма пултаратпăр? (Шăнкăрч вĕллисем тумалла, йăвисене, çăмартисене тĕкĕнмелле мар, вăрманта шавламалла мар.)
 
4. Кану саманчĕ.
 
Кайăксем вĕçеççĕ, вĕçеççĕ, вĕçеççĕ…
Уй кураççĕ те лараççĕ.
Кăштах ларсан çĕкленеççĕ те
Татах вĕçеççĕ, вĕçеççĕ.
Вĕçсен-вĕçсен канаççĕ.
(Малтан ачасем ура çине тăраççĕ, унтан алăсемпе кайăксем вĕçнĕ пек тăваççĕ, лараççĕ. Çакăн хыççăн хăвăрттăн тăраççĕ те каллех аллисемпе вĕçнĕ пек тăваççĕ).
 
5. Вăйă саманчĕ «Ваттисен сăмахĕн тĕнчинче» литература диктанчĕ.
 
Пĕр минут хушшинче хăш ушкăн çуркунне çинчен ваттисен сăмахне ытларах тĕрĕс çырса вĕçлет. Халĕ литература диктантне çырăпăр. (Юрă янăрать.) Ачасем сиктерсе хăварнă сăмахсене тĕрĕс кĕртсе лартаççĕ.
 
1. Çур ырхан та, кĕр…. (мăнтăр).
2. Çуркунне – çеçки, кĕркунне –…. (çимĕçĕ).
3. Çурхи çанталăк çур ăслă, кĕрхи çанталăк … (кĕтĕк ăслă).
4. Çурхи кун çулталăк … (тăрантарать).
5. Çуркуннехи ĕç хакĕ ….(кĕркунне) курăнать.
6. Кĕркунне какай, çуркунне ….(серте) тутлă.
 
5. Тупмалли юмахсен çĕр-шывĕ. Çуркунне.
Ачасем тупмалли юмахсем параççĕ. Камран ыйтас килет çавăн ятне асăнаçççĕ. Пĕлмесен тепринчен ыйтма юрать. Учитель хай те икшер тупмалли юмах хатĕрлет.
- Çуна каять, турти юлать. (Пăр кайни)
- Çулленех пĕр пике килет, çутă кунсем илсе килет. (Çуркунне)
- Тĕнче çĕтĕк, курак юрлать. (Çуркунне)
 
 
 
6. Илемлĕх мелĕсемпе ĕçлесси.
 
Кашни ача хăй ĕçлет. Ылмаштарса тĕрĕслетпĕр. 5 те тĕрĕс пулсан - «5», 4-шĕ пулсан – «4»…
1. Çанталăк ик-виçĕ кун ăшăтса тăнипех юр кĕсел пек çемçелсе кайрĕ. (танлаштару)
- 2. Çĕмĕрт шурă шĕлкеме çакать. (эпитет)
- 3. Катрам-катрам пĕлĕтсем хушшинчен йăраланса тухнă хĕвел хăйĕн вăрăм пайăркисемпе кÿлĕ çинелле кармашать. ( сăпатлантару)
4. Çĕр анаслать. (сăпатлантару та, метафора та пулать.)
5. Хура вăрман, çеçен хир
Пурçăн чаршав тăхăнать. (эпитет)
 
7 ĕç. Çав вăхăтрах 2 ача Ашмарин словарĕпе ĕçлет. Тупнă хыççăн вуласа парать.
Катрам-катрам ….
Шÿлкеме – (хĕрарăмсен вĕтĕ шăрçасемпе тата тенкĕсемпе тунă кăкăр ум эрешĕ)
 
Кану саманчĕ.
Кайăксем вĕçеççĕ, вĕçеççĕ, вĕçеççĕ…
Уй кураççĕ те лараççĕ.
Кăштах ларсан тăраççĕ те
Татах вĕçеççĕ, вĕçеççĕ.
Вĕçсен-вĕçсен канаççĕ.
 
 
Çуркунне çинчен петĕмлетÿ мĕнле мелпе тăвăпăр?
 
8 ĕç. Кластер мелĕпе, тепĕр ушкăнĕ – синквейн хатĕрлĕ. (Юрă янăрать)
Синквейн
Çуркунне
Шурă, симĕс
Çеçкеленет, чĕрĕлет, таврăнать
Тавралăх сăнĕ улшăнса пырать.
Тапхăр
 
9 ĕç. 1- мĕш ушкăн: Çуркуннепе çыхăннă ÿкерчĕксем интернетра пур-ши? Кĕрсе пăхăпăр-и? (Ача интернетра çуркуннепе çыхăннă ÿкерчĕксене шырать. Авторĕсем пулсан ячĕсене çырăр.)
 
2 ушкăн: Çак темăпах юрăсене тата сăвăсене кĕнекере шырас кăмăл пур-и? (Сăвă е юрă ячĕсене тата авторĕсене çырса илĕр.)
Хатĕр пулсан паллаштармалла.
 
Паллах, çуркунне çинчен нумай юрă янăрать.
Акă вĕсем: Янташ ушкăн «Ах, çуркунне», Хавас ушкăн «Килсе кĕчĕ çуркунне», Çавал ушкăн «Акă çитрĕ çуркунне», Александр Васильев «Килсе çитрĕ çуркунне», Артём Носков «Хитре-çке çуркунне сар чечексем», Светлана Анисимова «Ытарма çук çуркунне» тата ыттисем те.
 
10 ĕç. Халĕ вара ыттисем эпир сирĕнпе урока пĕтĕмлетмелли ĕç тăвăпăр. Коллаж ăсталăпăр. (Ÿкерчĕксем те, сăвăсем те, юрăсем те касса çыпăçтарма юрать.) Пурте пĕрле хăвăрт ĕçлемелле. Тухса хÿтĕлеме те хатĕрленмелле. Сире 5 минут паратăп.
 
10 ĕç. Урока пĕтĕмлетни.
Ачасем, эпир урокра мĕн çинчен калаçрăмăр? Сире çуркунне килĕшет-и? Мĕнле майсемпе эпир çуркунне çинчен пĕлтĕмĕр? (Ачасем хуравлаççĕ).
 
Ачасем эпир сирĕнпе урок пуçламăшĕнче хамăр пĕлÿ шайне паллă тунăччĕ. Урок вĕçĕнче мĕн чухлĕ улшăнчĕ вăл?
Интернетра Çуркунне темăпа юрăсем те, сăвăсем те, ÿкерчĕксем те нумай. Кĕрсе паллашăр.
 
11 ĕç. Килти ĕç:
 
1. «Çурхи илем» темăпа сăнлав сочиненийĕ çырма юрать.
2. Çак темăпах А3 хут çине ÿкерчĕк тума пултаратăр.
3. Сăвă çырма та ирĕк пур.
4. Тен, кам та пулин ку темăпа презентаци тăвĕ.
 
 
12 ĕç. Сăмахсенчен предложенисем тумалла е пĕр çавра сăвă çырмалла.
Кам хăшне суйласа илет.
1. Çуркунне, ăшă çитрĕ.
2. Хĕвел, сарă, пăхать.
3. Шыв, юхать, çырмара.
4. Йывăçсен, сарăлаççĕ, çулçисем.
5. Килеççĕ, кайăксем, вĕçсе.
Эпĕ сире урокра тăрăшуллă пулнишĕн, мана пулăшнишĕн тав тăватăп. Вĕренÿре ăнăçу сунатăп. Чăваш чĕлхине малашне те юратса вĕренессе шанатăп.
 
Юрă янăрать.
Хушма материал:
Фет А. А. - «Весенний дождь»
 
Еще светло перед окном,
В разрывы облак солнце блещет, (Олицетворение)
И воробей своим крылом,
В песке купаяся, трепещет.
 
А уж от неба до земли,
Качаясь, движется завеса,
И будто в золотой пыли (Сравнение)
Стоит за ней опушка леса.
 
Две капли брызнули в стекло,
От лип душистым медом тянет,
И что-то к саду подошло,
По свежим листям барабанит. (Метафора)
 
 
Фет çырнă çуррине яхăн сăвви çут çанталăкпа çыхăннă. Илемлĕх мелĕпе усă курнине пула сăвăри сăнар - çумăр - куç умне чĕрĕ пек тухса тăрать.
 
Çуркунне çинчен вырăс литературинчи урăх мĕнле сăвăсене пĕлетĕр
 
Ф. И. Тютчев "Весенние воды"
Еще в полях белеет снег,
А воды уж весной шумят –
Бегут и будят сонный брег, (эпитет)
Бегут и блещут, и гласят... (Олицетворение)
 
Они гласят во все концы:
«Весна идет, весна идет!
Мы молодой весны гонцы,
Она нас выслала вперед!»
 
Весна идет, весна идет!
И тихих, теплых майских дней (Эпитет)
Румяный, светлый хоровод
Толпится весело за ней. (Олицетворение)
 
Çуркунне епле чĕрĕлнине илемлĕх мелĕсем витĕмлĕрех курма пулăшаççĕ. Сăвва çырнăранпа çĕр çул иртнĕ пулин те çурхи илем куç умне чĕррен тухса тăрать.
■ Васильева Вера Вениаминовна.
Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул,
Красноармейски районĕ

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 2307, Хаçат: 1 (7), Категори: Хутăш урок

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: