Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Керукова Галина Алексеевна
Керукова Галина Алексеевна
Ăнлантарса пани.
Вĕренÿ планĕ тăрăх чăваш чĕлхи урокĕсем 4-мĕш класра эрнере 3 хутчен пулаççĕ. Çулталăкра 102 урока çитет. Çав 102 урокран 33 урокĕ валли Tester программа çине лартса тест формипе, компьютерпа ирттермелли ĕçсем хатĕрлерĕмĕр. Ку уроксене календарьпе тематика планĕнче тĕрлĕ тĕспе палăртрăмăр.
Сарă тĕс - кашни чěрěк вěçěнчех тест формипе йěркеленě тěрěслев ěçěсем.
Вĕсене икĕ вариант валли туса хатĕрленĕ (26,26а, 46,46а, 75,75а,93,93а-мĕш уроксем).
Симĕс тĕспе вěренÿ кěнекинче панă хайлавсемпе урокра ĕçленĕ хыççăн, ачасем ăнланнине тěрěслемелли тестсене паллă тунă. 15 калав валли туса хатĕрленĕ.
Кĕрен тĕспе - пуплеве тăнласа ăнланма та, калаçма та сăмахăн пуçламăш формине çеç пěлни çителěксěр, унăн тěрлě формине тума пěлни, аффикссемпе пулăшу сăмахěсен пěлтерěшěсене ăнланни, сăмахсене шухăш енчен пěр-пěринпе тěрěс çыхăнтарса предложенисем йěркелеме пулăшакан тестсене сăрланă.
Кăвак тĕс - 4-мěш класăн вěренÿ кěнекине кěртнě халăх сăмахлăхě тăрăх хатěрленě тестсене паллă тунă. Вěсем чěлхен пуянлăхне, илемлěхне туйса илме пулăшаççě. Вěренекенсем астуса юлса вырăнлă усă курма хăнăхаççě. (21а, 24, 30, 32а, 50, 86, 90-мĕш уроксем).
■ Керукова Галина Алексеевна.
Шупашкарти 49-мĕш шкул
 
: 2265, Хаçат: 6 (6), Категори: Методика

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: