Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Табакова Мария Зиновьевна
Табакова Мария Зиновьевна
Яковлева Валентина Петровна
Яковлева Валентина Петровна
Ачасене тăван чĕлхепе литературăна тарăнрах та туллинрех пĕлме, юратма вĕрентес, тăван халăх культурипе ырă йăли-йĕркине хисеплеме, чăвашлăх туйăмне аталантарма пулăшса пырас ĕçре вĕрентекен хăйĕн ĕçне творчествăллă (пултаруллă) туса пыма тивĕç. Çав вăхăтрах, ачасене те творчествăллă ĕçлеттермелле, вĕсен пултарулăхне вăхăтра асăрхаса, аталантарса пымалла, ĕçĕн результатне курма, савăнма вĕрентмелле.
Ача творчествăллă ĕçлеме талпăнать, хăйне шанать, «уçăлать», ыттисем хушшинче пултарулăхĕпе палăрма май тупать, çавна кура, техникăпа, ал ĕçĕпе тата пурлăх культурипе кăсăкланать (модельсем, тĕрлĕ конструкцисем ăсталать), тавралăха, çут çанталăка илемлĕрех те тасарах тума пулăшакан тĕрлĕрен творчествăллă проектсене пурнăçа кĕртет...
Ачасене ĕçлеме ирĕк нумайрах апла пулсан. Хăйсем тĕллĕн чылайрах ĕçлеççĕ: уроксенче те, уроксем хыççăн та.
«Сывă та ырă ача пăхса çитĕнтерес тесен ăна уй-хире, вăрмана илсе тухса çÿрĕр, сенкер тÿпене, çемçе курăка, ĕлккен чечеке пăхса савăнма вĕрентĕр... Пирĕн ачана çывăх çыннисемшĕн, планетăшăн, хамăрăн таврари пур япалашăн та тăрăшма хăнăхтармалла... Хăйĕн пурнăçне тĕрĕс йĕркелесе пыма вĕрентмелле,»-тенĕччĕ Николай Васильевич Федоров. Тăван чĕлхепе литература тÿпи пысăк çак ĕçре.
Ку енĕпе Тури Туçа шкулĕнче мĕн ĕçлени çинче йăлтах чарăнса тăмăпăр, анчах пĕрин çинчен каласа парăпăр. Ытти вĕрентекенсем мĕнле пуль, эпир, В.П.Яковлевапа иксĕмĕр, вуланă хайлавсем тăрăх сюжетлă ÿкерчĕксемпе аппликацисем тутарма юрататпăр. Çук, ÿкерÿ (рисовани) урокĕ мар ку. Аппликаци тунă чухне ача тĕрлĕ енчен палăрать: вăл хайлава мĕнле ăнланни, ăна мĕнле кăмăлпа йышăнни курăнать, вĕренекенĕн философийĕ, унăн тавракурăмĕ те палăрать кунта, тĕссене, материалсене суйлама пĕлни те сисĕнет. Кунтах - математика та, рисовани те, ботаника та... Кунтах тирпейлĕх, ăсталăх туптанать! Ĕçĕ йывăр, вăхăта нумай илет пулсан та ачасене килĕшет аппликаципе сюжетлă ÿкерчĕк тăвасси. Паллах, пурин те пулсах çитмест. Анчах тăрăшса пăхни, ашшĕ-амăшĕпе е пиччĕшĕ-аппăшĕпе пĕрле ларса ĕçлени те (эпир кăна чармастпăр) мĕне тăрать! Ÿкерчĕкĕ мĕнле пулмаллине шутлаççĕ, материалне шыраççĕ, касаççĕ, сăрлаççĕ, çыпăçтараççĕ... Мĕн чухлĕ ĕç! Çав вăхăтрах, ашшĕ-амăшĕпе ачи хушшинчи çыхăну çирĕпленет.
К.В.Иванов, И.Я.Яковлев, В.Е.Митта... хайлавĕсем тăрăх та – нумай тунă кун пек ĕçе. Кашни çулах мăнкун çăмартисене аппликацилесе, тĕрлĕ ÿкерчĕксемпе илемлетсе килеççĕ.
Кăçал вара Ухсай Яккăвĕн 100 çулхи юбилейне халалларăмăр сюжетлă ÿкерчĕксемпе аппликацисен конкурсне. 5-11 класра вĕренекенсенчен чылайăшĕ хутшăнчĕ унта: кам ÿкерчĕк, кам аппликаци ăсталарĕ... Ухсай çуралнă, çара уран чупнă вырăнсем питĕ илемлĕ (хамăр куçпа курса киленме Турă пÿрнĕ пире – Мухтав! Ăна уншăн! Пушкăртра 2 хут та пулса куртăмăр). Çав илеме курса тăрса чуна тыткăнлакан сăвăсем çырмасăр тăма пултарайманах ĕнтĕ Якку пичче. Кайса курман çынна та тыткăнлаççĕ сăвă йĕркисенче сăнарланнă улăхĕ-çаранĕ, çумăрĕ, пĕлĕчĕ, ĕç-пуçĕ те уй-хирĕ... Чăннипех те, ачасем те ÿкерчĕксемпе аппликацисене ытларах «Юратрăм эп, хирсем, сире...», «Çумăр», «Пĕлĕтсем», «Аслати»...сăвăсем тăрăх ăсталанă. «Ту урлă çула» вулаканĕсем те тупăннă, хăшне-пĕне «Атте-анне» поэма та тыткăнланă курăнать...
Ачасем хăйсен ĕçĕсене ытларах мĕнрен ăсталанă-ха; Кунта тĕслĕ сăрă, тĕрлĕ пусма, мамăк, çип, типнĕ çулçă-турат, утă-улăм, шăл тасатмалли паста, пластилин, кăмрăк (активированный уголь), вĕтĕ шăрçа... Алă айне мĕн лекет – пурте юрăхлă. Сăвă ытамне кĕрсе кай та чунран савăнса ĕçле.
Чылайăшне ку килĕшмĕ те. Мĕнех калайăн: кашнин хăйĕн меслечĕ. Темшĕн, пире килĕшет. Тен, ачасене ялан тема, идея, сюжет, хутлă предложени те аффикс шырама мар, чун вĕçевне парăнса ирĕклĕн ĕçлеттермелле!.
Хирĕçлеместĕп, пирĕн ачасене вулама, çырма, шутлама ... вĕрентмелле. Анчах та пурнăçра вăл çеç çителĕксĕр. Пурнăçра теоремăпа правило вĕренни анчах мар, ачасем çыннăн нушипе савăнăçне курма, ăна пайлама та вĕренччĕр. Тĕрлĕ йывăрлăхран чунĕпе ытла аманмасăр, хуçăлмасăр тухма, илеме курма, туйма, ăна хăйсем тума пултарччăр, пурнăçа урăхлатма май тупчăр.
«Учитель вĕрентекен предмет - тĕллев мар, этем пек воспитани парса ÿстермелли, çитĕннĕ пурнăçа хатĕрлемелли инструмент. Кирек хăш вĕрентекенĕн тĕллевĕ .... ăслă та анчах телейсĕр математика е историке вĕрентсе хатĕрлесси мар, килĕшÿллĕ аталанакан тата телейлĕ пулма пĕлекен çынна тата гражданина пăхса ÿстересси пулмалла», - тенĕччĕ пĕр ăсчах. Килĕшмесĕр тăма май çук пек.
Çак ĕç вара ытларах чĕлхепе литература урокĕсенче пулса пымалла пек туйăнать, пулса пырать те тесшĕн эпĕ. Ача пурнăçра çухалса каймасан, хăйĕн вырăнне тупма пултарсан, хăйĕн пурнăçне илемлĕ те телейлĕ тума пултарчĕ, вăл ырă чун-чĕреллĕ çитĕнчĕ пулсан: «Ку çын чăннипех те телейлĕ»,- тейĕпĕр. Çак шухăша çирĕплетсе параççĕ те ĕнтĕ Ухсай Яккăвĕн хайлавĕсем тăрăх тунă ачасен ĕçĕсем те.
■ Табакова Мария Зиновьевна, Яковлева Валентина Петровна.
Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи
Тури Туçа вĕрентÿ центрĕнче
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 5090, Хаçат: 6 (6), Категори: Методика

Комментарисем:

Migulaj (2012-12-29 20:55:53):
"урок" сăмаха чăваш сăмахĕпе е чăваш чĕлхипе пĕртăван чĕлхерен кĕнĕ сăмахпа улăштарса çырсан кăмăллă пулĕччĕ. "мăнкун" вырăнне мункун тесе çырмалла (кунта пăхмалла: http://samah.chv.su/cgi-bin/s.cgi).
"апплиуцийĕсем" тĕрĕс мар çырнă пулмалла.


jakvleva (2013-02-18 21:57:34):
Migulaj, эпĕ сирĕн "мункун" сăмахпа килĕшесшĕн мар! "Мăнкун" çулталăкри аслă, пысăк кун тенине пĕлтермест -и вара вăл? "Мункун" диалект сăмахĕ вăл. Пирĕн, анатрисен.

Migulaj (2013-02-21 08:07:12):
Тепĕр хут калатăп Мункун сăмаха мĕнле çырмалли пирки. Кунта пăхмалла: http://samah.chv.su/cgi-bin/s.cgi. Ăна эпĕ шутласа кăларман çке.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: