Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Чердакова Валентина Геннадьевна
Чердакова Валентина Геннадьевна
 
Тĕллевсем: 1. Ку таранччен вĕреннĕ материала аса илсе çирĕплетсе хăварасси.
2. Ачасен ăс-тăнне, шухăшлавне, çыхăнуллă пуплевне, пултарулăхне аталантарасси.
3. Ачасен чăваш чĕлхин пуянлăхне, илемне курма, унпа мухтанма вĕрентесси.
 
Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем, «Чăваш чĕлхин ÿкерчĕклĕ словарĕ» - вырăс шкулĕнче усă курмалли электрон вĕрентÿ пособийĕ.
 
Слайдсен аннотацийĕ:
1-мĕш слайд: Тема
2-мĕш слайд: Зал
3-мĕш слайд: Манăн пÿлĕм
4-мĕш слайд: Кухня
5-мĕш слайд: Ваннăй
6-мĕш слайд: Тупмалли юмахсем
7-мĕш слайд: «Вăрманта» кластер
8-мĕш слайд: Калав ту
9-мĕш слайд: Предложени ту.
 
Уявăн юхăмĕ:
 
Учителĕн ум сăмахĕ: Паян эпир уява пуçтарăнтăмăр. Пирĕн уяв ячĕ «Эпир чăваш ачисем». Пире курма хăнасем килнĕ. Эпир хăнасене хаваспах хамăр чăвашла пĕлнине кăтартма тăрăшăпăр.
 
1. Сăвă:
Чăвашла калаçма,
Сăвăсем калама,
Юрăсем юрлама,
Вăйăсем выляма эпир пурте хавас.
 
2. Учитель:
-Ачасем, калăр-ха, эсир чăваш ачисем-и, вырăс ачисем-и?
-Эпир вырăс ачисем.
-Мĕншĕн-ши?
- Мĕншĕн тесен эпир хулара пурăнатпăр, вырăсла калаçатпăр.
-Тата кам каласшăн-ха?
-Эпир чăваш ачисем.
-Мĕншĕн-ши?
-Мĕншĕн тесен манăн анне те, атте те чăваш, кукамайпа кукаçи те, асаннепе асатте те чăвашсем( кашни ача хăйсен çемъинче кам чăваш пулнине калать).
- Апла пулсан мĕн калатпăр?
- Эпир чăваш йăхĕнчен.
Эпир чăваш ачисем.
-Юрлар-ха вара.
 
3. Юрă «Эпир чăваш ачисем»
Эпир чăваш ачисем.
Питĕ лайăх вулатпăр.
Ак çапла, ак çапла,
Питĕ лайăх вулатпăр.
 
Эпир чăваш ачисем.
Питĕ лайăх çыратпăр.
Ак çапла, ак çапла,
Питĕ лайăх çыратпăр.
 
Эпир чăваш ачисем.
Питĕ лайăх шутлатпăр.
Ак çапла, ак çапла,
Питĕ лайăх шутлатпăр.
 
Эпир чăваш ачисем.
Питĕ лайăх юрлатпăр.
Ак çапла, ак çапла,
Питĕ лайăх юратпăр.
 
Эпир чăваш ачисем.
Питĕ лайăх ташлатпăр.
Ак çапла, ак çапла,
Питĕ лайăх ташлатпăр.
 
Эпир чăваш ачисем.
Питĕ маттур ачасем,
Ак çапла, ак çапла,
Питĕ маттур ачасем.
 
4. Учитель:
-Пирĕн хушăра камсем-ха вĕсем, маттур ачасем? Итлер-ха вĕсене.
(Электронлă вăйăсем: «Тĕссем», «Апат- çимĕç», «Ут-пÿ пайĕсем»).
 
5. Учитель:
- Чăнах-та маттур ачасем. Пирĕн маттур ачасем татах пур-ха. Вĕсене те итлесе пăхас. (Ачасем зал, манăн пÿлĕм, кухня, ваннăй çинчен каласа параççĕ).
 
6. Алăка шаккаççĕ. Айпи кĕрет:
- Кĕме юрать-и? Сывлăх сунатăп хăнасем, Валентина Геннадьевна, сывлăх сунатăп ачасем.
- Сывлăх сунатпăр, Айпи.
-Эпĕ сирĕн пата хăнана килтĕм, сире вăйăсем выляттарасшăн. Вылятпăр-и?
-Вылятпăр.
 
1)Пĕрремĕш вăйă «Шыв юххи».(Чăвашла предложенисем калать, ачасем вĕсене вырăсла куçараççĕ).
-Эпĕ иккĕмĕш класра вĕренетĕп.
-Манăн анне илемлĕ.
-Упа пыл юратать.
-Ĕне сĕт парать.
-Кишĕр тутлă, усăллă.
-Хĕлле шурă тĕс юратать.
-Çуркунне кăвак тĕс юратать.
 
2) Иккĕмĕш вăйă «Камăн хĕвелĕ çутăрах?» (Айпи предложенин пĕрремĕш сăмахне калать те хĕвел ÿкерет. Ачасем кашни пĕрер сăмах хушса предложенине тăсаççĕ. Çав вăхăтра Айпи хĕвелĕн пайăркисене ÿкерсе пырать. Миçе сăмах калаççĕ çавăн чухлĕ хĕвел пайăрки пулать. Ачасен тепĕр ушкăнĕпе те çавăн пекех выляççĕ. Хăш ушкăнăн хĕвел пайăркисем ытлараххине Айпи ачасемпе пĕрле шутлать, çĕнтерÿçĕсене палăртать.)
 
3) Виççĕмĕш вăйă «Алă çуп» («Пахча çимĕçсем», «Чĕр чунсем», «Тум тир» темăсемпе выляççĕ).
 
4) Айпи:
-Маттур ачасем, питĕ лайăх вылярăмăр. Сире эпĕ пĕр юрă юрласа парасшăн. «Савнă шкул» юрă юрлать.
 
7. Учитель:
-Айпи хăйĕн юрринче ăслă пулмалли çинчен юрларĕ. Эпир те шкулта нумай ăс пухрăмăр. Нумаях пулмасть вĕреннĕ сăвва аса илер-ха. («Çуркунне» сăвва хорпа калаççĕ, унтан «Каникулта» сăвва).
Çуркунне
Çитрĕ, çитрĕ çуркунне,
Акă юр та ирĕлет.
Пирĕн пĕчĕк Марине,
Пăхăр путек пек сикет.
 
Чакак йывăç тăрринче.
Ырă хыпар пĕлтерет:
«Çитрĕ, çитрĕ çуркунне,
Чунтан савăнатăп»-тет.
 
Каникулта.
Ирхине ирех тăратăп,
Малтан вырăн пуçтаратăп.
Çÿç туратăп, çăвăнатăп,
Унтан хăвăрт тумланатăп.
 
Кушака апат паратăп.
Чăхсене тăрантаратăп,
Пÿлĕмре тирпей тăватăп.
Аннене савăнтаратăп.
 
8. Ачасем çаврашка пулса тăраççĕ те юрлаççĕ.
-Чăвашла, чăвашла, калаçатпăр чăвашла.
(Икĕ ача çаврашка варрине тухса пĕрремĕш диалога калаççĕ.)
- Илья, çуллахи каникулта эсĕ ăçта пурăнатăн?
-Ялта.
-Кам патĕнче?
-Асаттепе асанне патĕнче.
-Ялта эсĕ мĕн тăватăн?
-Асаннене пулăшатăп, асаттепе вăрмана çÿретĕп, шыва кĕретĕп.
(Ачасем татах юрлаççĕ. Иккĕмĕш диалога тепĕр çаврăм тусассăн калаççĕ.)
- Маша, июльте эсĕ ăçта кантăн?
-Лагерьте.
-Унта эсĕ мĕн турăн?
-Тĕрлĕ вăйă вылярăм, юрларăм, ташларăм.
-Сана унта килĕшрĕ-и?
-Паллах.
(Тепĕр çаврăм юрланă хыççăн тепĕр диалог калаççĕ)
-Катя, санăн тусу мĕн ятлă?
-Манăн тус Вика ятлă.
-Вăл ăçта пурăнать?
-Вăл ялта пурăнать.
-Вăл мĕнле хĕр ача?
-Вăл ырă, лайăх, тирпейлĕ хĕр ача.
(Тепĕр çаврăм юрланă хыççăн тăваттăмĕш диалог калаççĕ).
-Таня, эсĕ çулла вăрманта час-часах пулатăн-и?
-Час-часах.
-Унта эсĕ кампа пулатăн?
-Аннепе, аттепе тата кукаçипе.
-Вăрманта эсĕ мĕн тăватăн?
-Çырла тата кăмпа пуçтаратăп.
 
9. «Тишка ăçта-ши?”» шÿтлĕ юрă.
-Чита, Тишка ăçта-ши?
Вăрманта-ши, уйра-ши?
-Ман шутпа, вăл вăрманта.
Пуçтарать кăмпа унта.
 
-Кăмпапа вăл мĕн тăвать?
Вăл вĕт кăмпа юратмасть.
 
-Тая, Тишка ăçта-ши?
Урамра-ши, килте-ши?
-Ман шутпа, вăл урамра,
Вылять пуль-ха хоккейла.
 
-Хăв шутла ку тĕрĕс мар,
Урамра халь хĕлле мар.
 
Учитель:
-Тишка ăçта-ши вара, ачасем?(Пахчара)
-Унта вăл мĕн тăвать? (Кишĕр, купăста шăварать)
-Тишка мĕнле мулкач? (Ĕçчен мулкач)
 
10. Тупмалли юмахсем.
Вăл çаврака, сарă пысăк.
Вăл ăшă çутă парать. (Хĕвел).
 
Вăл вĕçет, анчах кайăк мар. (Лĕпĕш)
 
Вăл хĕлле шурă, çулла сăрă. (Мулкач).
 
11. «Вăрманта» кластер тăваççĕ.
 
12. Калав ту. («Пакша», «Упа», «Лаша», «Ĕне» ).
 
13. Предложенисем ту. (Сăмахсене тĕрĕс вырнаçтарса предложенисем тăваççĕ).
1. Туссем, Машăпа, Таня.
2. Ялта, Маша, пурăнать.
3. Пурăнать, Таня, хулара.
4. Ĕçчен, вĕсем, хĕр ачасем.
5. Лайăх, вĕренеççĕ, шкулта.
14. Юрă
Эпир чăваш ачисем,
Эпир чăваш йăхĕнчен.
Манăн анне - чăваш,
Манăн атте - чăваш.
Манăн асаанне - чăваш,
Манăн асатте - чăваш.
Манăн кукамай - чăваш,
Манăн кукаçи - чăваш.
Эпĕ хам та - чăваш.
15. Учитель:
- Çакăнпа пирĕн уяв вĕçленчĕ. Чăн-чăн чăваш ачисем пек пулас тесе тăрăшрăмăр. Уява курма килнĕ хаклă хăнасене вăхăт тупса килнĕшĕн тав тăвас килет. Кăмăла каясса шанатпăр. Чăвашсем каланă пек: «Çитменнине çитерĕр, ытлашшине каçарăр. Пурне те тавтапуç.
■ Чердакова Валентина Геннадьевна.
Куславккари 3-мĕш вăтам шкул

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 7006, Хаçат: 6 (6), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: