Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Чашкова Тамара Георгиевна
Чашкова Тамара Георгиевна
 
«Эпир туслă пурăнатпăр, шкул еннелле çул тытатпăр» интерактивлă электронлă пособие (ИЭП) чăваш наци шкулĕн е ача сачĕн шкула хатĕрленекен ушкăнĕсенче усă курма хатĕрленĕ. Вĕрентÿ стандартне тата «Ача сачĕн вĕрентÿ программине» тĕпе хурса йĕркеленĕ.
Пособи тĕллевĕ – ултă-çичĕ çулхи ачасене паянхи пурнăç ыйтнă пек пур енлĕ аталантараса шкула кайма хатĕрлесси, компьютерпа усă курса тĕрлĕ хăнăхтарусене пурнăçлама вĕрентесси, малашне шкулта ăнăçлă вĕренме пулăшасси. Унсăр пуçне «Эпир туслă пурăнатпăр, шкул еннелле çул тытатпăр» пособи вĕрентекенсене мультимедийлă объектсемпе усă курса вĕрнетнÿ ĕçне çĕнĕлле туса пыма, ĕçре çĕнĕ технологисемпе тухăçлă усă курма пулăшса пырĕ.
ИЭП-ре тематика тытăмĕ тата ĕçсен тĕллевĕ «Ача сачĕн вĕрентÿ программипе» килĕшсе тăрать.
Хăнăхтарусен ушкăнне тематика принципне тĕпе хурса йĕркеленĕ.
Кашни страницăрах тупмалли пур. Тупмалли 19 ушкăнран тăрать. Курсора кирлĕ тема çине кăтартсан суйласа илнĕ ушкăн страници уçăлать. Кашни хăнăхтару умĕн вулама пултаракан ачасем валли мĕн тумаллине кăтартнă, вулама пĕлменнисем валли – диктор сасси ĕçпе паллаштарать.
■ Чашкова Тамара Георгиевна.
Элĕкри вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен
 
: 2409, Хаçат: 6 (6), Категори: Чăваш чĕлхи

Комментарисем:

Валентина Ефимова (2013-02-23 21:31:53):
Сирĕн диска тахçанах туяннǎ, анчах унпа ĕçлеме пĕлеймерĕмĕр, вǎл темшĕн уçǎлмасть… Тен эпир унпа усǎ курма пĕлместпĕр, тен ятарлǎ программǎсем кирлĕ?

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: