Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Иванова Римма Германовна
Иванова Римма Германовна
ТĔЛЛЕВĔСЕМ:
1) И.Я.Яковлев кун-çулĕпе творчествине тĕпчеме хавхалантарасси,
2) Чĕмпĕр чăваш шкулĕн историйĕпе интереслентерсе ярасси,
3) вĕренекенсен творчествăлла пултарулăхне аталантарасси (илемлĕ вулама, инсценировка çырма хăнăхтарасси,
4) ăмăртусенче ушкăнпа ĕçлеме хăнăхтарасси.
Эпиграфĕ: Выртан каска мăкланнă, çÿрен каска якалнă.
(Ваттисен сăмахĕ.)
Усă курнă методика мелĕсемпе меслечĕсем:
 
---илемлĕ вулав;
---ыйтусем çине хуравлани;
---тест, викторина ирттересси;
---палăртуллă вулав;
---вуланă сыпăка ят пани;
---ТСОпа усă курни;
---ушкăнпа шухăшласа хуравлани;
---ыйту-хурав;
---инсценировка лартни;
---сăнав-шырав;
---проигрывательпе калав итлесе хурав пани;
---учитель сăмахĕ;
---кластер, синквейн çырни;
---ăнлантарса пани
.Кăтарту хатĕрĕсем: плакат, портрет, викторина ыйтăвĕсем, Яковлев çинчен çырнă сăвăсем, Яковлев çырнă калавсем, фонохрестоматии, çул çÿрев хучĕсем
(маршручĕсем).
ВĂЙĂ ÇУЛ Ç/РЕВ ЙĔРКИ (ăнлантарса пани). Вăййа кашни класран 10 ача хутшăнать, пĕр эрне малтан класс ушкăнĕн ертĕçисем учительтен çул çÿрев хучĕсем илеççĕ. Вăл кашни класăн тĕрлĕрен пулать, хăш чарăнусем тăрăх çÿрессине кăтартать. Чарăнусем И.Я.Яковлев пурнăçĕпе, творчествипе çыхăннă.
Сăмахран, 9 классен çул çÿрев маршручĕн тĕслĕхĕ:
 
1-мĕш чарăну – «Кушкă» -- 5-мĕш пÿлĕм (кабинет);
2-мĕш чарăну – «Пăрăнтăк» -- 10-мĕш пÿлĕм;
3-мĕш чарăну – «Чĕмпĕр» -- 8-мĕш пÿлĕм;
4-мĕш чарăну – «Хусан» -- 6-мĕш пÿлĕм;
5-мĕш чарăну – «Литература станцийĕ» -- 9-мĕш пÿлĕм;
6-мĕш чарăну – «И.Я.Яковлев сăнарĕ—поэзире» -- 4-мĕш пÿлĕм;
7-мĕш чарăну –«Патриарх йăхĕ» -- 7-мĕш пÿлĕм;
8-мĕш чарăну – «Шырав» -- библиотека;
9-мĕш чарăну – «Творчество станцийĕ» --10 пÿлĕм
11 мĕш чарăну –«Инсценировка» -- акт залĕ.
 
Кашни класăн çул çÿрев хучĕ çине тĕресем (жюри членĕсем) ачасен хуравĕсене хак парса алă пусаççĕ. Тĕслĕхрен, 1-мĕш чарăнура 9 классем хуравсене тĕрĕс пачĕç пулсан тĕресем «5» лартса кашниех ал пусать.
ВĂЙĂ ЮХĂМĔ:
1_МĔШ ЧАРĂНУ - «КУШКĂ».
Ĕç тĕсĕ: «Çитĕннĕ вăхăтăм» кĕнекери виçĕ сыпăка тĕресем вуласа параççĕ, ушкăнсен сыпăк ятне тĕрĕс хумалла. Ку ĕç И.Я.Яковлев ачалăхĕпе,тăван ялĕпе çыхăннă.
Хуравĕ: 1) «Аннем»; 2) «Пахомовсен кил-йышĕ»; 3) «Ĕçе вĕренни».
2_МĔШ ЧАРĂНУ – «ПĂРĂНТĂК».
Ĕç тĕсĕ: Викторина ыйтăвĕсене çырса хуравламалла.
1. И.Я.Яковлев Пăрăнтăкри утелни шкулĕнче миçемĕш çулсенче вĕреннĕ.
(1856—1860)
2. Вăл Пăрăнтăк ялĕнче камсен çемйинче пурăннă.
(Вырăс хресченĕн Гаврила Иванович Мушкеев çемйинче).
3. Пăрăнтăк шкулĕн пуçлăхĕ кам пулнă.
 
 
(Алексей Иванович Баратынский пуп).
4. Асăннă шкултан вĕренсе тухсан çамрăк Яковлев ăçта вĕренме каять.
(Чĕмпĕр хулине, çĕр виçевçисен шкулне).
 
3_МĔШ ЧАРĂНУ – «ЧĔМПĔР».
Ĕç тĕсĕ: тест отвечĕсене çырса паллă тумалла.
1. Чĕмпĕрти гимназире вĕреннĕ çулсем.
а) 1867-1870. ă) 1866-1871. б) 1867-1872.
2. И.Я.Яковлев гимназие кĕме миçе экзамен панă.
а) 20. ă) 16. б) 17.
3. Чĕмпĕрте И.Я.Яковлев кам патĕнче хваттерте пурăннă.
а) М.А.Арнольдов. ă) С.Д.Раевский. б) Глазов купса.
4. Чĕмпĕр чăваш шкулне миçемĕш çулта уçнă.
а) 1867. ă) 1869. б) 1868.
5. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ чи малтанхи виçĕ ача хушамачĕ.
а) Рекеев, Улюкин, Исаев.
ă) Панаев, Соколов, Кашкаров.
б) Аксинский, Макаров, Бюргановский.
6. Гимназирен мĕнле вĕренсе тухать.
а) кĕмĕл медальпе, ă) мухтав хучĕпе, б) ылтăн медальпе.
Хуравĕсем:1-а, 2-б, 3-ă, 4-б, 5-а, 6-б.
 
4_МĔШ ЧАРĂНУ – «ХУСАН»
Ĕç тĕсĕ: тĕресем панă ыйту çине сăмах вĕççĕн хуравламалла.
1. Хусан университетĕнче пулас патриарх миçемĕш çулсенче вĕреннĕ.
(1870 – 1875)
2. Мĕнле факультет вĕренсе пĕтерет.
( историпе филологи)
3. И.Я.Яковлев миçемĕш çулта алфавит туса кăларнă.
( 1871 çулта)
4. Ăна букварь тума пулăшакансем.
(В.Белилин, С.Тимрясов, А.Рекеев).
5. Букварь тунă çул.
( 1872).
6. И.Я.Яковлев Хусан университетне пĕтерсен мĕнле должноçра ĕçлет.
( Чĕмпĕр чăваш шкулĕн директорĕ, Хусан округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ.
 
5_МĔШ ЧАРĂНУ – «ЛИТЕРАТУРА СТАНЦИЙĔ».
Ĕç тĕсĕ: кашни ушкăна фонохрестоматии тăрăх И.Я.Яковлев калавĕсене итлеме сĕнеççĕ. Ушкăнсен калавăн ятне пĕлмелле.
Хуравĕсем: 9 класс – «Кулачă», 10 класс – «Арман туни», 11 класс – «Эпĕ сехет çĕмĕрни».
 
6_МĔШ ЧАРĂНУ – «И.Я.ЯКОВЛЕВ СĂНАРĔ _ ПОЭЗИРЕ»
Ĕç тĕсĕ: чăваш поэчĕсен И.Я.Яковлев çинчен çырнă сăввисене пăхмасăр илемлĕ вуламалла.
Илемлĕ вулава хакламалли виçесем:
– сăвва интонаципе , сасса улăштарса вулани;
– кирлĕ хусканусем туни
– итлекенсене хумхантарма пултарни.
 
 
 
9 класс – К.В.Иванов. «Хальхи самана» сăвă.
10 класс – П.П.Хусанкай. «Тăпра» сăвă.
11 класс – А.Е.Алка. «Ту айĕнче ларать мухтавлă Кушкă» сăвă.
 
7_МĔШ ЧАРĂНУ – «ПАТРИАРХ ЙĂХĔ».
Ĕç тĕсĕ: И.Я.Яковлев тăванĕсен (арăмĕн, ачисен, амăшĕн, пиччĕшĕсен) ячĕсене çырса тухасси, тĕрĕс ăнлантарасси.
Хуравĕсем: арăмĕ – Екатерина Алексеевна Бобровникова, ывăлĕсем – Николай, Алексей, Александр, хĕрĕ – Лидия тата ытти те...
 
8_МĔШ ЧАРĂНУ – «ШЫРАВ».
Ĕç тĕсĕ: «Пытарăннă ятсем» вăйă тăрăх ирттернĕ ĕç. Учитель И.Я.Яковлев калавĕсен ячĕсемпе усă курса çыхăнуллă текст çырать, ушкăнсен текста итленĕçемĕн калав ячĕсене хут çине çырса пымалла. Хăш ушкăн ытларах çырма пултарать.
 
ПИРĔН ÇЕМЬЕ.
Пирĕн çемье пысăках мар, вăл тăватă çынтан тăрать. Эпĕ – МИХАЛА, асли, манăн шăллăм ХĔВЕТĔР ятлă. Тата аттепе анне пур. Хуçалăхра эпир тĕрлĕ выльăх усратпăр. Мана пуринчен ытла хамăрăн хĕрлĕ АВТАН килĕшет. Кашни кунах пире вăл уçă сассипе вăратать. Ман асăмран анне ЧĂЛХА ÇЫХНИ халĕ те тухмасть-ха. Хитре те ăшă чăлха ăсталарĕ вăл. Эпир шăллăмпа КУЛАЧĂ юратсах çисе лараттăмăр. Атте «/КĔТ» ятлă кĕнеке вулатчĕ. Эпир туслă пурăнаттăмăр.
Хуравĕсене пысăк сас паллипе палăртса çырнă.
 
9_МĔШ ЧАРĂНУ – «ТВОРЧЕСТВО СТАНЦИЙĔ».
Ĕç тĕсĕ: кашни класăн Яковлев çинчен синквэйн çырмалла. Хаклав виçисем: сăнарлăх, шухăш тарăнлăхĕ, ытарлăх, интереслĕ Метафора.
Ăнлантарни: синквэйн – пилĕк йĕркеллĕ рифмăсăр сăвă. 1-мĕш йĕрки тĕп сăмахран тăрать, 2-мĕшĕ – тĕп сăмахпа çыхăннă икĕ эпитет, 3-мĕш йĕрке тĕп сăмахпа çыхăннă виçĕ глаголтан тăрать, 4-мĕшĕ – тĕп сăмахпа усă курса çырнă предложении, 5-мĕш йĕрке – тĕп сăмахăн пĕлтерĕшне уçса паракан метафора.
 
Тĕслĕх: И.Я.Яковлев
Аслă, мухтавлă
Çутта кăларнă, тăрăшнă, кĕрешнĕ.
И.Я.Яковлев –чăваш культурин патриархĕ.
Чăн-чăн Улăп.
 
10_МĔШ ЧАРĂНУ – «ИНСЦЕНИРОВКА».
Ĕç тĕсĕ: И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх инсценировка лартасси. 9 класс – «Эпĕ ĕкĕнни», 10 класс – «Йăлăхтармăш», 11 класс – «Кăлăхах тавлашакансем».
Хаклав виçисем: костюм, артист пултарулăхĕ, лартас ăсталăхĕ (постановка).
Çул çÿрев вĕçленнĕ хыççăн тĕресене ушкăнсем хутсене параççĕ. Тĕресем пĕтĕмлетĕ туса çĕнтерĕçĕсене палăртаççĕ.
■  Иванова Римма Германовна.
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен аслă категориллĕ учитель.
Чăваш Республики, Вăрнар районĕ, Малти Ишекри вăтам шкул
 
: 3972, Хаçат: 1 (1), Категори: Сценарисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: